Çĕр - пурнăç никĕсĕ

11 Пуш, 2015

Куславкка районĕнчи «Куснар» агрофирма 2003 çулта йĕркеленнĕ. Ăна çамрăк специалист Александр Клементьев ертсе пыма тытăннă. Çак тапхăрта хуçалăхăн усă куракан çĕрĕсем 3582 гектара çитнĕ ?2013 çулхин 103,4 проценчĕ%, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 3 171, çĕрулми - 311, выльăх апачлĕх культурăсем 100 гектар. Пĕлтĕр гектар пуçне 20,8 центнер тырă, 268,6 центнер çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ.

Эпир çитнĕ тĕле пысăк хранилищĕре ĕç вĕресе тăрать: çынсем сутлăх тата вăрлăхлăх çĕрулми суйласа михĕсене тултараççĕ, машина çине çĕклеççĕ.

- Хусана ăсатасшăн-ха, - терĕ Александр Валерьевич. - Вăл пире çывăхрах, унта хаклăрах та каять. Кĕркунне хаксем пĕчĕк пулнипе тухăçа управа хыврăмăр. Çĕрулми хакланма пуçласан вара сутма тытăнтăмăр. Халĕ килограмне 18 тенкĕпе ăсататпăр. Сутса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ, пурĕ 1,5 пин тонна кăна юлнă. Тырă та самай сутрăмăр. Унăн хакĕ те кăçал палăрмаллах ÿсрĕ. Пĕр енчен ялхуçалăх продукцийĕ хакланса пыни савăнтарать, анчах унпа пĕрлех тăкакĕсем те ÿсеççĕ-çке. Саппас пайĕсем, техника, удобрени, ГСМ тата ытти те иртнĕ çулхинчен икĕ-виçĕ хут хаклăрах. Темиçе уйăх каялла кăна МТЗ-82 трактор 650 пин тенкĕ ытларах тăнă. Паян вара 1140 пин тенке çитнĕ. Ют çĕршывра кăларнисем пирки калаçас та килмест, туянас пулсан хуçалăха çаратсах хăвараççĕ.

- Апла чаплă техника туянасси малашне ĕмĕтре кăна юлĕ-и?

- Лару-тăру улшăнасса шанатпăр-ха. Кăçал эпир техника çине укçа тăкасшăн мар. Çĕрулми тасатса чĕркемелли оборудовани туянасшăн-ха. Таварăн сăнĕ пулмаллах. Тасатнине хуласенче лайăх туянаççĕ, пысăк суту-илÿ çурчĕсене сутмашкăн пама пулĕ. Пирĕн ытти техника çителĕклех. Юрать, иртнĕ çулсенче туянса юлма ĕлкĕртĕмĕр. Çĕрулми туса илессине те йăлтах механизациленĕ. Лаптăксене типĕ çанталăкра шăварса тăратпăр. Çаксене йăлтах хăй вăхăтĕнче туса юлма ĕлкĕрнĕшĕн савăнатăп. Хальхи хаксемпе кун пирки ĕмĕтленмелли çеç юлатчĕ.

- Апла çурхи ĕçсене вăхăтра ирттерме сире нимĕн те чăрмантармĕ?

- Ака-сухана парăма кĕмесĕр, хамăр укçа-тенкĕпех ирттересшĕн. Çĕнĕ çулччен удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, гербицит туянса укçа-тенкĕ самай перекетлерĕмĕр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, çĕрулмин элита вăрлăхĕсене туянма килĕшÿсем тăватпăр. Хамăрăн та çителĕклĕ-ха вĕсем, анчах çĕнетсе тăмасан тухăç чакса каять. Мĕн акатăн çавă шăтать тенĕ. Эпир уй-хире пысăк репродукциллĕ вăрлăх кăна акса хăварма тăрăшатпăр. Тухăç çулсерен ÿссе пыни çакăнпа та çыхăннă.

«Иккĕмĕш çăкăр» ăнса пулнипе ăна упрама вырăн çителĕксĕрри сисĕннĕ. Халĕ юнашарах, кивĕ фермăран хранилище тума палăртнă. Строительство материалĕсене кÿрсе килнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çул вара 6 пин тонна кĕмелĕх хранилище хута кайнă. Вĕсенче сывлăш температурине йĕркелесе тăракан оборудовани вырнаçтарнă.

- Çĕннинче 1 пин тонна вăрлăх управа хывăпăр. Халĕ ăна шултрипе пĕрлех хывнипе суйласа иртмелле. Кĕркунне те йÿнĕпе сутса ярас килмест. Çур енне унăн хакĕ палăрмаллах ÿссе каять-çке. Патшалăх пулăшнă чухне мĕншĕн усă курса юлас мар? Хранилище тума кайнă тăкакăн пĕр пайне бюджетран саплаштарма пулăшрĕç ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ Александр Валерьевич.

- Куснарсем ĕлĕкренех хушма хуçалăхран тупăш илнĕ. Ку енĕпе вĕсене республикăра çитекенни сахал-тăр. Хăйшĕн тар тăкма хăнăхнă çын агрофирмăра ĕçлеме килĕшĕ-и?

- Ĕçчен çын пур çĕре те ĕлкĕрет. Ялта пурăнакан ĕлĕкрен хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахчаçимĕç çитĕнтернĕ, ытлашшине сутса тупăш илнĕ. Çав хушăрах колхоз-совхозра та тăрăшнă. Агрофирмăра куллен ĕçлекенсем çирĕме яхăн. Хĕрÿ тапхăрта йыш палăрмаллах ÿсет. Ĕç-хĕле механизацилеме тăрăшнă май пирĕн ытларах техника хуçаланать.

- Александр Валерьевич, çамрăксем аслă шкул пĕтернĕ хыççăн хулана юлма тăрăшаççĕ, эсир вара яла килсе вырнаçнă. Çитменнине, ют района.

- Институт хыççăн эпĕ те хулара пайтаçăра ĕçлесе пăхрăм, анчах чунра лăпкă мар, ялах каяс килет. Шăпа мана, Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕскере, Куславкка тăрăхне илсе çитерчĕ. 2003 çулта панкрута тухнă хуçалăх вырăнне агрофирма йĕркелесе ятăмăр. Хуларан та пуçĕпех пăрахса килмен, ирĕклĕрех чухне вăхăта унта ирттеретĕп. Ака-сухара - ялта, ĕç çыннисемпе юнашар. Вăхăт иртнĕ май Куснар тăрăхĕ те маншăн тăван кĕтес пекех пулса тăчĕ. Кашнине пĕлсе-палласа çитрĕм ĕнтĕ. Пĕр-пĕрне шанса, пĕр çемьери пек ĕçлетпĕр.

Пĕлтĕр агрофирмăн Çĕрпÿ районĕнче те «Цивиль» хуçалăх йĕркеленчĕ. Унта 700 пуçа яхăн ĕне выльăх тытаççĕ. Усă куракан çĕр - 3,5 пин гектар.

- Ертÿçĕн, ĕççыннин мĕнлерех пулмалла паян?

- Халĕ хуçалăхра ытларах хăвна шанса ĕçлемелле. Ĕлĕкхи пек ĕç пÿлĕмĕнчен хушса-кăтартса ларас вăхăтсем тахçанах иртсе кайнă. Хĕрÿ тапхăрта ларса канма та вăхăт çук. Ыттисемпе пĕрле çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Çĕр çыннишĕн укçа нихăçан та çăмăллăн килмен. Кашни пусне çичĕ хут тар тăкса тумалла. Анчах çакă та çĕртен пистереймĕ ăна. «Çĕр – пурнăç никĕсĕ», - тесе ахальтен каламан.

Лариса Никитина.

Ольга Карпова

сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.