Хуçалăх тĕревĕ - ĕç çынни

4 Пуш, 2015

Çирĕм çул каялла Альбина Борисовна Новикова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăха ертсе пыма тытăннă. Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ. Районта хуçалăхсем арканнă вăхăтра «Коминтерн» çĕнĕрен вăй илсе çĕкленнĕ. Паян районти ялхуçалăх отраслĕ ун çинче тытăнса тăрать темелле. Иртнĕ çул аш-какай чĕрĕ виçепе - 611 /район тÿпин 78 проценчĕ/, сĕт 2400 тонна /57 процент/ туса илнĕ. Кашни ĕçлекен пуçне вăтамран 1 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. Акакан-сухалакан лаптăксем 2840 гектар. Çак тапхăрта çĕнĕ технологипе фермăсем хута янă, машинăпа трактор паркне çĕнетнĕ, производство объекчĕсем çĕкленĕ. Пĕлтĕр 22 миллион тенкĕлĕх инвестици хывнă, вунă çулта - 143 миллионлăх. Предприяти çулсеренех республикăра лайăххисен шутĕнче.

Хальхи вăхăтра хуçалăхра 101 çын ĕçлет, çав шутран 65-ĕшĕ çирĕм çул ытла. Вĕсен йышĕнче Раççей, республика шайĕнчи хисеплĕ ятсене илнисем те самай. Уйăхри ĕç укçи 16 пин тенкĕ ытларах. Унпа пĕрлех 5-шер килограмм аш параççĕ. Çулсерен ĕççыннисене тÿлевсĕр кантарма, сывлăхне çирĕплетме май тупаççĕ. «Хуçалăхăн ылтăн никĕсĕ тата тĕревĕ - ĕçлекенсем», - тет час-часах Альбина Борисовна.

ШĂПА УРЛĂ СИКСЕ КАÇАЙМĂН

Нумаях пулмасть «Коминтерн» хуçалăх çитĕнÿ çулĕпе утма пуçланăранпа çирĕм çул çитнине анлă палăртрĕç, утса тухнă çул-йĕре тишкерчĕç.

- Унччен «Коминтерна» эпĕ те ертсе пынă. Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвкомĕн председательне суйласан ирĕксĕрех унтан кайма тиврĕ. Шел, çĕнĕ ертÿçĕ çирĕп хуçалăха самантрах юхăнтарса ячĕ. 1995 çулхи февральте ĕççыннисен пухăвĕнче Альбина Новиковăна ертÿçĕне суйларĕç. Районта ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ май килĕшмерĕ вăл. Вырăнта ăна кĕтсе илейменнипе Атнарсем çÿле шăнкăравласа çăхав панă: «Коминтерна» эпĕ ямастăп иккен ăна. Куçа-куçăн калаçнă хыççăн Альбина Борисовна кайма килĕшрĕ, - асаилет Юрий Николаев.

Шăпа урлă сиксе каçаймăн тенĕ. Диплом илнĕ çамрăк хĕр тăван енне канма таврăннă. Мари Республикине ĕçлеме тухса кайиччен тăванĕсене курас тенĕ-тĕр. Январĕн 7-мĕшĕнче вĕсен çурчĕ умне çăмăл машина çитсе чарăннă. Водитель хĕре хăвăртрах Атнара çитмеллине пĕлтернĕ.

- Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ пулин те унччен Атнар ăçта вырнаçнине пĕлмен. Унта вара уполномоченнăйсен пухăвĕ пынă иккен. «Акă сире, хуçалăх валли тĕп агроном», - манпа паллаштарчĕç пухăннисене район ертÿçисем. Кĕтмен çĕртен тăван енрех ĕçе вырнаçрăм. Тепĕр çичĕ çултан мана ертÿçĕне лартасшăн пулчĕç. Сывлăх хавшакки çине йăвантарса килĕшмерĕм. 1986 çулта каллех тапăнчĕç мана: «Ĕçлĕр, эсир пултаратăр», - теççĕ. Хирĕçлерĕм. Çулталăкран вара «Сура» хуçалăха ертсе пыма тытăнтăм, - каласа парать Альбина Борисовна.

Çапла Атнарсенчен хăтăлнă темелле ăна. Темле пăрăнсан та шăпа ăна каллех «Коминтерна» çавăрса çитернĕ.

- 90-мĕш çулсем - совет тапхăрĕ арканнă пăтрашуллă вăхăт. Татăклă хурав париччен виçĕ кун шухăшласа çÿрерĕм, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймарăм. «Çакăнта ĕмĕре ирттерме шăпа пÿрнĕ пулас мана», - тесе килĕшрĕм, - аса илет Альбина Борисовна.

 

Хуçине кура

Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тенĕ. Пуçлăх дисциплинăна хытарма, çирĕп ыйтма тытăнни хăратнă çынсене.

- Ĕçе тытăнсан кадрсемпе вăй хуракан специалиста чĕнтертĕм, хуçалăхăн хушусен кĕнекине ыйтрăм. «Пирĕн ун пекки çук», - патлаттарса хучĕ вăл. «Мĕнле çук?» - тĕлĕннипе хытах каласа хутăм ăна. «Килнĕ-килмен манран тем те ыйтатăр, нихăçан та пулман ун пек кĕнеке», - тесе хайхи йĕрсех ячĕ. «Юрĕ, - лăплантартăм ăна, - паянтан çĕнĕлле ĕçлеме пуçлăпăр». Хайхи кĕнекене туянсан пĕрремĕш хушупа хама ĕçе илнине çырса хутăм. Иккĕмĕш хушăва ĕçри хăрушсăрлăх пирки кăлартăм, кашни специалиста вăл е ку объект çумне çирĕплетсе тухрăм. Анчах пĕри те алă пусма килĕшмест. «Кам ирĕк панă сире ун пек хушу кăларма?» - тарăхаççĕ вĕсем. Ирĕксĕрех Ĕç кодексĕпе паллаштарма тиврĕ.

Пăтăрмахсем кĕтсех тăнă. Унчченхи ертÿçĕпе хуçалăхра дисциплина пулман. Кашниех халăх пурлăхĕпе хуçаланма хăтланнă. Канмалли куна Альбина Борисовна çемйипе ирттерме шутланă. Ертÿçĕ вырăнта çуккипе усă курса е хăнăхнă йăлапа ферма заведующийĕ никамран ыйтмасăр хуçалăх вăкăрне пусса Шупашкара ăсатнă. «Çакна ăнсăртран урамра илтрĕм. Ирхине ĕçре тÿрех айăплине чĕнтертĕм. «Укçине кассăна хуратăп вĕт», - ним пулман пек тавăрчĕ вăл мана. «Эсир пурлăхшăн яваплă, ертÿçĕ ирĕк памасăр сирĕн ăна тĕкĕнме юрамасть», - тесе ăна ĕçрен хăтартăм. Кун хыççăн: «Ытлашшипех çирĕп, аплах юрамасть ĕнтĕ», - теме тытăнчĕç ĕçлекенсем. «Мана илсе килтĕр пулсан чăтăр», - терĕм.

- Пĕррехинче васкавлăн бухгалтеринчен документ кирлĕ пулчĕ. Ун чухне ултă бухгалтер вăй хунă, çав шутран тăваттăшĕ - аслă, иккĕшĕ ятарлă пĕлÿ илнĕскерсем. Анчах пĕри те мана хурав параймарĕ. Тĕп бухгалтера ларма килĕшекен те çук - хăраççĕ. «Ĕлĕк шăпа ярса 25 çуллăха салтака ăсатнă. Эпир те тĕп бухгалтера шăпа ярса суйлăпăр», - терĕм вĕсене.

Шăпа Анастасия Васильевна çине ÿкнĕ. Пултаруллă ертÿçĕ умĕнче намăс курас мар тесе çине тăрсах тăрăшнă вăл.

- Колхозсем саланма тытăнсан эпир те йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр. Тавар туянакансем укçа вырăнне вексельсемпе татăлни халĕ те асрах. Эпир вара вăл хутсене вырнаçтарма чупса çÿреттĕмĕр. Юрать, хăш-пĕр предприяти кĕтмелле ака-суха ирттерме удобрени, вăрлăх, саппас пайĕсем паратчĕ. Пенси фончĕ умĕнчи парăм пысăк пулнипе банкран кредит илсе татрăмăр, - аса илчĕ çав вăхăтсене «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Анастасия Кузьмина.

- Пĕррехинче Шупашкара кайса килмелли пулчĕ. Таврăнтăм та тĕп бухгалтер куççульне юхтарса ларать. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕпе налук инспекторĕ сейфран документсăрах 5 пин тенкĕ илсе тухса кайнă-мĕн. Çухалса каймарăм, тепĕр кунне ирех вĕсен йĕрĕпе тухса кайрăм, ыйтăва татса патăмăр, укçана тавăрттартăм. Вăл вăхăтра хăратса укçа илме хăтланакан пайтах пулнă. Анчах хуçалăха салатма памарăмăр, - ассăн сывларĕ Альбина Новикова.

Атнарсем пултаруллă ертÿçĕпе хăйсене хăюллăрах туйнă. «Кун пек ертÿçĕпе пĕтместпĕрех», - савăннă вĕсем. Кивĕ фермăсенче ĕçлекенсем çитменрен вĕсем валли çурт-йĕр туса пама тытăннă. Пĕрне Мария Багрова çемйи йышăннă.

- 1997 çулта фермăна вырнаçрăм. Йывăрччĕ ун чухне ĕçлеме: витесенче сивĕ, йĕпе, тĕттĕм. Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн тунă. Хальхипе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пек, - тет М. Багрова. - Пирĕн çемье те икĕ хутлă уйрăм çуртра пурăнать. Пĕррехинче ертÿçĕ мана тытса чарчĕ те: «Хăвăн çуртна тумалла. Май çитнĕ таран пулăшăпăр», - терĕ. «Яла социаллă аталантарасси» программăпа, амăшĕн капиталĕпе, хуçалăх пулăшăвĕпе кермен çĕклесе лартрăмăр. Юрать, вăхăтлăх йывăрлăха чăтса ирттернĕ, пысăк укçа хыççăн аякка тухса кайман.

Чăн та, фермăра вăй хуракансен çичĕ хут та тар кăларма тивнĕ вăл вăхăтра. Укçа çителĕксĕррипе кооперативăн выльăх апачĕ туянма та укçа юлман. Ферма заведующийĕ Андрей Данилов каланă тăрăх - çитерме çуккипе апрель вĕçĕнчех ĕне выльăхсене çуллахи лагере хăваласа кайнă. Утайманнисене вара машинăпа турттарнă. Симĕс курăк шăтма пуçлани выльăх-чĕрлĕхе выçса вилесрен хăтарса хăварнă.

Фермăра ĕçлекенсене хавхалантарма шалу тÿлессине çĕнĕлле йĕркеленĕ. Сăвăм кăтартăвне, выльăх ÿт хушаслăхне кура тÿлени çынсен кăмăлне те улăштарнă. Вĕсем тăрăшса, яваплăха туйса ĕçленĕ. Хуçалăха тухăçлă ертсе пынăшăн Чăваш Ен Президенчĕн алличен Тав çырăвĕпе трактор илме тивĕçнĕ.

 

«КОМИНТЕРНА» качча тухрăм»

Çапах фермăри ĕçе-хĕле улăштармасăр пысăк çитĕнÿсем тăваймасса аван ăнланнă ертÿçĕ. Алăпа суса, пăрпа сивĕтсе сутнă сĕт пысăк пахалăхпа кайман, тупăш кÿреймен.

Альбина Новикова Шупашкарти сĕт завочĕпе çыхăнса пулăшу ыйтнă. Завод директорĕ Виктор Бычков сĕт пăрăхĕ вырнаçтарма подрядчик тупса панă. Вăл вара хуçалăх фермипе паллашнă хыççăн аллине сулнă кăна. Ансăр та хĕсĕк витесене сĕт пăрăхĕ вырнаçтарма çук-мĕн. Нивушлĕ ĕмĕте пăрахăçлама тивет? Кĕçех завод директорĕ «Коминтерна» шăнкăравланă. «Республикăра пысăк сортлă сĕт çитмест, сирĕн ĕне нумай, сĕт пăрăхĕ вырнаçтармаллах», - сĕннĕ Виктор Петрович. «Кампа? Подрядчиксем килĕшмерĕç. Урăх республикăра ку ĕçе тăвакан çук», - хуравланă ертÿçĕ. «Эсĕ тăрăш, туп», - каялла чакман директор. Сасартăк Альбина Борисовна Санкт-Петербургри Елена Короленкăна аса илнĕ. Нумай шутласа тăман, унпа çыхăнса хăй нушине пĕлтернĕ. Вăл вара фирмăн икĕ инженерне Чăваш Ене кăларса янă. Вĕсем пулăшнипе 150 ĕне тăмалăх витере сĕт пăрăхне вырнаçтарнă. Сĕт пăрăх тăрăх холодильника юхса кĕме тытăннă.

Çĕр пулăхĕ чакнипе тухăç та пĕчĕк пулнă. «Коминтерн» ертÿçисем пĕр фирмăпа çыхăнса ĕçлеме тытăннă, специалистсене вĕренме янă.

- Пĕр çулхине чип-чипер шăтса тухнă калча сасартăк сарăхса типсе ларчĕ. Унччен маларах лаптăксене гербицит сапнăччĕ. Агрономсем тĕрлĕ культурăн гербицитне пăтраштарса янине тÿрех ăнлантăм-ха, анчах вĕсем айăпне йышăнмарĕç. Мĕн тумалла? Хайхи фирмăна шăнкăравласа инкек çинчен пĕлтертĕм. Паллах, хамăр йăнăшнине пытартăм. Уйсене килсе тĕрĕслерĕç, çĕр пробине илчĕç. Тăкака саплаштарасса шанманччĕ, пире вара 300 пин тенкĕ тÿлерĕç. Кун хыççăн ĕçлĕ çыхăнÿ çирĕпленчĕ кăна. Вĕсен пулăшăвĕпе уй-хир тухăçне хăпартса пытăмăр, - сăмахлать А. Новикова.

1996 çулта малтанхи хут лизингпа трактор туянса ака-сухана тухнă. Çак çул гектартан вăтамран 17 центнер тырă пуçтарса илнĕ. Хуçалăх пенсионерсене 50 килограмм ыраш, çавăн чухлех шурă çăнăх валеçсе панă. 5-6 уйăх таран пенси илеймен ватăсемшĕн чухах пулнă ку.

Икĕ пинмĕш çулсенче республикăра сыснасене хулăн айсарăмĕпе усрасси сарăлма тытăнсан ертÿçĕне те çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме сĕннĕ. Анчах Атнарсем асаттесен мелĕпе мар, Европа технологийĕпе усă курма тытăннă.

- 1000 сысна вырнаçмалăх çĕнĕ ферма турăмăр. Ăна хута ярсан пĕчĕк ача пек савăнтăмăр. Пĕр пин сыснана пĕр çын пăхать. Витесенче таса, çутă, ĕçе-хĕле компьютер йĕркелесе тăрать. Пирĕншĕн чăннипех ырлăх. Кĕçех «АПК наци проекчĕ» хута кайрĕ. Çăмăллатнă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма тытăнтăмăр. Программа хуçалăха çул уçса пачĕ. Эпир иккĕленсе тăнине кура Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская пысăк кредитах илме хĕтĕртрĕ, васкатрĕ. «Ан хăрăр, хăвăртрах илĕр, патшалăх процент ставкине çав-çавах саплаштарать, - терĕ. Çăмăллатнă кредитпа пирĕн хуçалăх республикăра пĕрремĕш усă курма тытăнчĕ. Çавна май чи пĕчĕк процентпа ?çулталăкне 2-3 процент% кредит илсе юлчĕ.

Юлашки хут кредит илнĕ чухне пенсие тухнăччĕ ĕнтĕ. «Сире мĕн тума кирлĕ вăл? Хуçалăх сирĕн харпăрлăхра мар вĕт, кам валли тăватăн?» - теççĕ мана паллакансем. Ирина Письменская вара мана «Коминтерна» «качча» пачĕ. Хуçалăх валли кредит панă чухне пире, бухгалтерпа иксĕмĕре, поручительсем туса хучĕ. Халĕ парăма татма ĕçлемех тивет, - кулать ертÿçĕ.

Ĕне витинче сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă пулин те, витесенче çав-çавах йĕпе тăнă, çутă çитмен. Фермăра вăй хуракансем сысна пăхакансене ăмсаннă, ĕç условийĕсене лайăхлатса пама ыйтнă. Пĕррехинче Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофима ертÿçи Евгения Беликова Новиковăна çĕнĕ ферма кăтартма чĕнсе илнĕ. «Пăхатăп та, вĕсен вите тăрри пирĕнни пекех. Анчах мачча варрипе çутă кĕмелле тунă. Вентиляци вырнаçтарнă. Витере типĕ, çутă. Таврăнсан çĕрĕпе çывăраймарăм: «Пирĕн те çакăн пек тумалла мар-ши?» Йывăрпа пулин те, ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмĕрех.

Ĕçлекенсем валли душевой, ĕç тумне çума ятарлă машина лартса панă. Çулла ферма территорийĕнче чечек ашкăрса ларать. Такăр çулпа пушмак та вараланмасть.

Çак тапхăрта çĕнĕ производство объекчĕсем самай çĕкленсе ларнă хуçалăхра. 5 пин тонна кĕмелĕх тырă склачĕ хута кайнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ пĕр пинрен, сыснасен виçĕ пинрен иртнĕ.

Пĕррехинче Альбина Новиковăна телевидение чĕнтернĕ, ÿсĕм вăрттăнлăхĕпе паллаштарма ыйтнă. Вăл апла та, капла та каласа пăхнă, анчах хурав тивĕçтерменнипе журналист унран çав-çавах хăпман: «Ÿсĕм тăвас тесен мĕн тумалла?» - çине çинех ыйтнă вăл. Альбина Борисовна тек чăтайман, тÿррĕн каласа хунă: «Вăрламалла мар!»

Хăй пайта курассишĕн мар, хуçалăхшăн, халăхшăн хыпса çуннипе предприятине çĕклеме пултарнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хуçалăх шăпи канăç памасть ăна. «Робот ĕçлекен фермăсем хута кайнине курасчĕ», - ĕмĕтне пытармасть ертÿçĕ.

- Пурнăçăмра лайăх та талантлă çынсемпе ытларах тĕлпулнăшăн шăпама тав тăватăп, - тет Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Альбина Борисовна. - Вĕсем мана вутра çунма, шывра путма памĕç.

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.