Тĕп ыйту - сывă пурнăç йĕрки

4 Пуш, 2015

Ĕнер Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе правительствăн Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне упрас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, халăха физкультурăпа спорта ирĕклĕ хутшăнмашкăн май туса парасси.

Ăс-хакăл пуянлăхне ÿстерме, çемье йăли-йĕркине хаклама, пархатарлă ăру çитĕнтерме, аслисене хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе республикăри хĕрарăмсен канашĕ чăннипех пуçарулăх кăтартать. Сывă пурнăç йĕрки тытса пынин пĕлтерĕшĕпе усси çинчен унăн хастарĕсем пире аса илтерсех тăраççĕ, йывăрлăха лекнисене инкекрен хăтармалли майсене пĕрлехи вăйпа шыраççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - малашлăха, ырăлăха ĕненесси, килĕшÿре пурăнасси. Ахальтен мар-тăр обществăн асăннă организацийĕн пуçлăхне Ольга Зайцевăна ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Пациентсен правине сыхлас енĕпе ĕçлекен канаша ертсе пыма шаннă.

Халăх сывлăхне упрас ыйтупа хĕрарăмсен канашĕ малашлăхлă программăсем хатĕрлесе, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнса пĕр хут кăна мар грант çĕнсе илнĕ. Хавхалантару укçине вара йывăр чирлисене психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерме, вĕсем валли ыркăмăллăх мероприятийĕсем йĕркелесе чунпа тĕрекленме май туса памашкăн хывать.Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.