«Бомжик» тени чăвашла «Маттуркка» пулать-и?

4 Пуш, 2015
Хуйхăсăр çын çук.
Эс хуйхăсăр пулсан çын хуйхине ху çине ил.
Петĕр ЭЙЗИН.

Çын хуйхине хам çине илме пултаракан çав тери пархатарлă та хăватлă çын мар çав эпĕ. Мĕскĕн чĕрем тĕлне хуйхăрмалли тупăнсах тăрать... Çавăнпа хам хуйхă çинчен каласа парса хамшăн, пĕчченшĕн, ытла та йывăр çĕклеме ыттисем çине йăвантарас нишлĕ йăларан ниепле те хăпаймастăп...

Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн ку çĕнĕ спектакльне тахçантанпах кĕтнĕччĕ, «Çапкаланчăк» ятлăскерĕн премьери нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуласси çинчен «Хыпар» хаçатăн февралĕн 13-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Кăшкăрас килчĕ - сас тухмарĕ...» статьяра та пĕлтернĕччĕ. Пьеси ахаль-махальскер мар - Ева Лисина çырнăскер, çылăхлă этем тĕнчекурăмне тĕпрен улăштарас хăватпа тĕлĕнтерекенскер тенĕччĕ... Унта, Раштав юмахĕнче, Çăлаканăмăр витере çурални çинчен те хыпарлаççĕ-çке! Ун çинчен каланă «Хăй вара мĕнле вĕрентнĕ, çавăн пек пурăннă» сăмахсем те янрамаллаччĕ унта. Шел те, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Оринов лартнă спектакльте Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Зайцева-Ильина вылякан сăнарăн «Жил, как говорил» тенипе çырлахма тиврĕ. Çарахви аппа «Маттуркка» ят панă кушак çури те Çапкаланчăк мар иккен - Бомжик. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен спектаклĕ - вырăсла...

Тĕлĕнмелли е ÿпкелешмелли пур-и вара кунта? Йăлтах йĕркеллĕ-çке! Йăлтах ваç-ваç! теççĕ кун пек чух йĕкĕлтешме ăста çынсем... Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ева Лисина чăвашла çырнă пьесăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ «Халăхсен туслăхĕ» орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ авторне вырăсла куçарттарса премьерăра çак чĕлхепе кăтартса панинчен мĕн тĕлĕнмелли пур? Хамăршăн мар, ХАМĂРĂН ачасемшĕн тăрăшатпăр-çке, вĕсене лайăхрах та канлĕрех пултăр тетпĕр. Вĕсем вара, ХАМĂРĂН АЧАСЕМ, чăвашла пĕлмеççĕ тетпĕр. Мухтав Турра, тетпĕр кăна. Чăвашла пĕлекен ачасем те пур-çке, çук мар! Мĕншĕн вĕсене шута илмелле мар? Мĕншĕн вĕсене сайра-хутра та пулин тăван чĕлхепе лартнă спектакль парнелемелле мар? Премьерăра та пулин. Чăвашла пĕлменнисем валли синхронлă куçару текенни те пур-çке халь театрсенче! Малалла вулас...

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.