Archive - 30 Авăн, 2014 - Хыпар

30 Авăн, 2014

Туртмалли хутăшсем - пысăк хăрушлăх!

6 кунра вĕсемпе 42 çын наркăмăшланнă

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

30 Авăн, 2014

Килес çулхи тухăç халех шухăшлаттарать

Çавăнпа пĕтĕм лаптăка сухалаççĕ

Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ кооперативра кĕр сухи 1200 гектар тумалла.

- Çанталăк çумăра кайиччен ăна вĕçлетĕр-и? - ыйтрăм кооператив председателĕнчен Петр Тунгуловран.

30 Авăн, 2014

Ентешсем литературăра тарăн йĕр хăварнă

Чăваш литературинче, пичетĕнче тарăн йĕр хăварнă паллă çыравçăсем, Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕн мухтавлă ывăлĕсем - Александр Янташ тата Мирун Еник - çуралнăранпа çĕр çул çитрĕ.

30 Авăн, 2014

Çăмăлттайлăх кăтартăвĕ - çынсен вилĕмĕ

Кăçалхи пуш уйăхĕнче пулнă хăрушă çак авари пирки «Хыпар» хăй вăхăтĕнче çырнăччĕ - çул çинче харăсах пилĕк çын вилнĕччĕ. Халĕ çав инкекшĕн айăплин приговорĕ те паллă.

Авари федерацин М-7 автоçулĕ çинче Çĕрпÿ районĕн территорийĕнче кăçалхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче пулнă. Чулхула çынни 55 çулти Александр Терехов ГАЗ-2705 автомобиль рулĕ умĕнче пулнă май çул-йĕр правилисене пăснă, çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă та «Шевроле Клан» автомобильпе тăрăннă, унтан ГАЗ-3302 машинăна айккинчен лектернĕ.

30 Авăн, 2014

Халăх хорĕ унăн ячĕпе хисепленет

Йĕпреçри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорне Геннадий Степанов вăтăр çула яхăн ертсе пычĕ.

Çак ушкăна пĕрлешнĕ канăçсăр чун-чĕреллĕ ватăсемпе Йĕпреç тăрăхĕнчи ял-поселока тухса çÿреме тытăннă хыççăн Геннадий Григорьевичăн ячĕ-сумĕ палăрмаллах хăпарчĕ. Куракансем сĕннипе хора «Канăçсăр çынсем» ят пачĕç. Ушкăн Чăваш Енĕн ытти районĕнче пурăнакансене те хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарма пуçларĕ. «Канăçсăр çынсем» темиçе çул хушшинче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи республика-облаçсенчи чăвашсем пурăнакан районсене те çитсе курчĕç, туслă çыхăнусем йĕркелерĕç.

Pages