Директора сĕт хакĕ тивĕçтермест

30 Авăн, 2014

Юрать-ха, вăрлăх тупăш самай парать

Федерацин Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ Эдуард Митрофанов çак кунсенче ĕçе савăнăçлă кăмăл-туйăмпа çÿрет. Мĕншĕн тесен вырмана вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ. Кашни гектартан ампар виçипе вăтамран 28 центнер тырă пухса кĕртнĕ.

- Çурла уйăхĕн вĕçĕнче куллен çумăр чашлаттарчĕ те - çанталăк хăратрĕ, - пытармарĕ çамрăк ертÿçĕ, 13 çул хуçалăхăн тĕп агрономĕнче тăрăшнăскер, директорта 4 çул вăй хураканскер. - Пĕлтĕр, авăн уйăхĕнче, йĕпе-сапа тарăхтарчĕ. «Кăçал та çапла пулмĕ-ши?» - тесе пăшăрханчĕç пирĕн специалистсем. Юрать-ха, çÿлти патшалăхрисем хресчене хĕрхенчĕç. Куллен хĕвел пăхса савăнтарчĕ, тыр-пул хăвăрт типрĕ. Комбайнсем чăрмавсăр вырса тĕшĕлерĕç.

Ял хуçалăхĕн мĕн пур культурине 2779 гектар пухса кĕртнĕ. Тăрăллă йĕтеме, складсене 6 пин тырă турттарнă, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен, нумай çул çитĕнекен курăкăн, горчицăн паха вăрлăхне сутма хатĕрленĕ.

- Сенаж - 4 пин, утă 800 тонна хыврăмăр, - пĕлтерчĕ директор. - Сăвакан 220 ĕнене, ытти выльăха тăрантма çителĕклĕ, сутмалăх та пур.

Пĕлтĕр фермăна тĕпрен юсанă. Унта ĕне сумалли, продукцие пухмалли, сивĕтмелли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Вăл чи паха сĕт сутса тупăш ытларах илме май парать. Тирпейлекен предприятие кашни литр сĕте 17 тенкĕлле параççĕ.

- Юсава темиçе млн тенкĕ явăçтартăмăр, - паллаштарчĕ Эдуард Лививич. - Ĕçе малалла тăсăпăр. Чăн та, фермăна çĕнетсе кăçал иртнĕ çулхинчен кĕмĕл сахалрах тăкаклăпăр.

«Колосăн» ырă ячĕ республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те сарăлнă. 1956 çулта йĕркеленĕскер хуçалăхсене нумай çул вăрлăх сутать. Совет тапхăрĕнче аван пурăннă. Пасар саманинче вара тĕрлĕ чăрмав пайтах. Ертÿçĕсем халĕччен предприяти Раççей Ял хуçалăх академине пăхăннине лайăх пĕлеççĕ. Совет Союзĕ саланнăранпа вăл хуçалăха пĕр пус та парса пулăшман. Пĕтĕм тупăша ФПУП хăйĕн вăйĕпе ĕçлесе илнĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕнчен ăна РФ Ял хуçалăх академийĕн тытăмĕнчен кăларнă.

- «Колос» пасар хутшăнăвĕсенче Чăваш Енри вун-вун ЯХПКран нихăш енĕпе те уйрăлса тăмасть, - терĕ директор. - Тăкака туллин саплаштарма, техника-пурлăх никĕсне тĕреклетме услам çителĕклĕ тумасан ÿсĕм пирки калаçаймăпăр. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта сĕтрен таса тупăш пĕр млн тенкĕлĕх илтĕмĕр. Çапах та сĕтĕн сутлăх хакĕ мана тивĕçтермест. Ял производствине лайăхрах аталантарма кашни литр сĕте 25 тенкĕлле сутмалла. Çак хакпа çеç хресчен тупăш хальхинчен чылай ытларах илме пуçлĕ. Пирĕн усламăн ытти çăл куçне шырама тивет. Кăçал хуçалăх кассине вăрлăхран темиçе млн тенкĕ кĕрессе шанатпăр.

Ăна акса тухăçлă çитĕнтерессишĕн, ют вăрăпа хушăнтармасăр пухса илессишĕн, çÿп-çапран тасатассишĕн нумай вăй хураççĕ. Ĕç пахалăхĕ агрономсенчен çеç мар, мĕн пур специалистран нумай килет.

- Çавăнпа вĕсенчен хытă ыйтатăп, - çирĕплетрĕ ертÿçĕ. - Пахалăх тырă аллакан агрегатсемпе те тачă çыхăннă. Вĕсене çĕнетме тĕллев лартрăмăр.

Предприяти чи пысăк репродукциллĕ вăрлăх туса илнине Россельхознадзор документ парса çирĕплетет. Шанчăклă пултăр тесе унăн копине вăрлăх туянакансене парса яраççĕ.

ФПУП ăратлă сысна, çĕр улми, аш, пыл сутса, районта пурăнакансене тĕрлĕ пулăшу парса та кĕсьене хулăнлатать.

- Çитес çулсенче ĕне ферминче тепĕр вите тăвăпăр, - предприяти тĕллевĕпе паллаштарчĕ ертÿçĕ. - Сăвакан ĕне кĕтĕвне пысăклатăпăр, сĕт хальхинчен ытларах сутса кĕмĕл нумайрах тăвăпăр.

Вăл аталану çулĕпе малалла каясшăн. Ырă тĕллевне ырлатăп çеç.

Юрий СЕРГЕЕВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.