Комментари хушас

30 Авăн, 2014

Туртмалли хутăшсем - пысăк хăрушлăх!

6 кунра вĕсемпе 42 çын наркăмăшланнă

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова авăн уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче психикăна витĕм кÿрекен хутăшсемпе наркăмăшланнă 42 çын сиплев учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсенчен 15-шĕ туртмалли хутăшсемпе усă курнине пула хăйсене йывăр туйнине палăртнă. Тĕп йыш - 18-21 çулсенчи каччăсем, пациентсене пурне те тивĕçлĕ медпулăшу кÿреççĕ, вĕсенчен биологи пробисем илнĕ.

Федерацин наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков пĕлтернĕ тăрăх - туртмалли хутăшсем сутнă икĕ çынна тытса чарнă. Республика прокурорĕ Владимир Метелин экспертиза кăтартăвĕсем хатĕр пулсан çынсем наркăмăшланнă тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарма шантарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисене психикăна витĕм кÿрекен хутăшсем саракансене хирĕç маларахах мерăсем йышăнмалли, унашкаллисене вăхăтра тупса палăртмалли пирки каланă. Михаил Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсем урлă халăха çавнашкал хутăшсемпе усă курнин хăрушлăхĕ пирки ăнлантарма хушнă.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланни çинчен Строймин ертÿçи Олег Марков пĕлтернĕ. Объектсен хатĕрлĕхĕ 99% иртнĕ. Уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвакан çуртсене шута илмесен çурт-йĕр фондне 100% хатĕрленĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче халĕ социаллă объектсене - ача сачĕсене, шкулсене, сиплев учрежденийĕсене - ăшă парас ĕçе пуçăннă.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин коммерципе çыхăнман организацисене социаллă проектсене пурнăçлама субсиди памалли конкурс мĕнлерех пыни çинчен каласа панă. Конкурс суйлавĕн кăтартăвĕсем тăрăх 2012 çулта социаллă тĕллевлĕ 75 организаци пĕтĕмпе 11,3 млн тенкĕ илнĕ, пĕлтĕр 62 организацие 15 млн тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ панă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен социаллă проекчĕсене пулăшас, граждансен тата общество пуçарулăхне хавхалантарас тĕллевпе Ресурс центрĕ йĕркелеме йышăннă. Ăна конкурсра çĕнтернĕ Суту-илÿпе промышленноç палатин никĕсĕ çинче туса хунă, вăл икĕ çул ĕçлĕ.

Социаллă проектсене пурнăçламалли конкурс заявкисене йышăнассине комисси авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕçленĕ. Пĕтĕмпе 65 организаци документсем панă. Вĕсен 37 проекчĕ хушма вĕрентĕве, наукăпа техникăна, пултарулăха, спорта, тавра пĕлÿпе, экологипе çыхăннă ĕçе аталантарассине тĕпе хурать. 8 проект - инвалидсемпе вĕсен çемйисен социаллă адаптацийĕпе, 7-шĕ - нацисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетессипе, 5-шĕ ватăсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Конкурс суйлавĕн рейтингне çывăх вăхăтра палăртĕç.

Владимир Аврелькин тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсем, çавăн пекех авăн уйăхĕнчи инфляци пирки калакан информаципе паллаштарнă. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2013 çулхи раштаврипе танлаштарсан кăçалхи авăн уйăхĕнче республикăра инфляци 106,1% çитнĕ. Çурла уйăхĕнчипе шайлаштарсан вĕçленекен уйăхра таварсемпе пулăшу ĕçĕсен потребитель хакĕсен индексĕ 100,5% пулнă. Раççей регионĕсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен çурла уйăхĕнчи /утă уйăхĕнчипе танлаштарсан/ рейтингĕнче Чăваш Республики 83-мĕш вырăнта. Çак ранжира çĕр-шыври 85 регион хушшинче кăтартусем пĕчĕкленсе пынине кура РФ Экономика аталанăвĕн министерстви палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсене тата муниципалитет влаçĕсене производительсен хушшинчи конкуренцие аталантармалли условисем йĕркелеме, посредниксен шутне чакарма чĕнсе каланă, «производитель - туянакан» схемăна тĕпе хуни хаксен сăлтавсăр ÿсĕмĕнчен сыхланма пулăшнине палăртнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хатĕрленнĕ май шăмат кун хулари 170 ĕç коллективĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçламалли фестиваль йĕркеленин кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. ГТО нормисене пурнăçлама 1,7 пине яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 95% сахалтан та пĕр норматива ылтăн значоклăх пурнăçланă. Унсăр пуçне спорт уявне шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те - 70 пине яхăн çын - хутшăннă.

Д.ЯКОВЛЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.