Archive - 28 Oct, 2014 - Хыпар

Нумаях пулмасть «Советская Чувашия» хаçат Михаил Мерченĕн «Куçĕсем!.. Ах, куçĕсем!» кĕнеки çинчен «...эмоции писателя перехлестывали через край» тесе хыпарларĕ. Вăл пĕртте ÿстерсе каламан. Вулакансем ăна кăмăллăн йышăнчĕç.

Пурăннă пулсан чăвашсен мухтавлă композиторĕ, РСФСР тата Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Анисим Асламас /Васильев/, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă совет салтакĕ кăçал 90 çул тултармаллаччĕ. Шел, çепĕç юрăсемпе романссен, вун-вун ораторипе сонатăсен, çавăн пекех пысăк калăплă хайлавсен авторĕ 2000 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Эпĕ, Тăхăрьял тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ «чăваш чĕппи», шкула кайиччен вырăсла калаçма та пĕлмен. Ялта - Элшелте - мĕн авалтанпах вырăссемпе хутшăнса курманскерсем чăн чăвашла калаçса ирттернĕ. Ун чухне кÿршĕ-и е аякран килнĕ çын-и хальхи пек «Здрасте» темен, ун вырăнне: «Ман килес», - тенĕ. Вара ăна: «Килĕрех, килĕрех», - тесе кăмăлтан кĕтсе илнĕ.

Потребительсен кооперацийĕсен ĕçченĕсен XII спортпа сывлăх спартакиади чи илĕртÿллĕ ăмăртупа - шывра ишекенсен эстафетипе - вĕçленчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи «Присурье» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ.

Çапла хакларĕ Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов судăн тĕп хулан 28 çулти çамрăкĕ тĕлĕшпе палăртнă приговорне. Сăмах - Шупашкар районĕнче «Шупашкар-Сурски» çул çинче кăçалхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă инкек пирки.

Хĕрпе каччă тимĕр вăййинче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемес вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Анастасия Александровăпа Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕрти Алик Волков çинчен спорта юратакансем кăçалччен илтмен те пулĕ. 18-ти хĕрпе яш юлашки вăхăтра тимĕр вăййинче палăрчĕç.

Pages