Комментари хушас

28 Юпа, 2014

Анисим Асламаса асăнса

Пурăннă пулсан чăвашсен мухтавлă композиторĕ, РСФСР тата Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Анисим Асламас /Васильев/, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă совет салтакĕ кăçал 90 çул тултармаллаччĕ. Шел, çепĕç юрăсемпе романссен, вун-вун ораторипе сонатăсен, çавăн пекех пысăк калăплă хайлавсен авторĕ 2000 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Анисим Васильевич Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пархатарлă ентешĕсем унăн ятне нихăçан та манмаççĕ. Шăп вунă çул каялла Етĕрнери искусство шкулĕ Асламас ячĕпе хисепленме пуçларĕ. Вăл çут тĕнчене килнĕ ялти чи илемлĕ урам та Анисим Асламас ячĕллĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа искусство шкулĕн ертÿçисем пуçарнипе районти 10 ытла шкулта тата кашни культура учрежденийĕнче Анисим Васильевича халалласа тематика каçĕсем, выставкăсем тата ятарлă концертсем йĕркелерĕç.

Çак кунсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче виçĕм çул ĕçлеме пуçланă «Мерчен» музыка тĕпелĕ вара хăйĕн йăлана кĕнĕ кĕрхи уявне - «Чăваш халăхĕн сÿнми таланчĕ» мероприятие - А.В.Асламас юбилейне халалларĕ. Савăнăçлă каçра Анисим Васильевича республикăри композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ, Пĕтĕм Раççейри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Зимин, композитор хĕрĕ, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ Татьяна Асламас, Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр директорĕ Георгий Степанов, республикăри пенсионерсен союзĕн ертÿçи Валерий Сапожников тата паллă композитора лайăх пĕлнĕ çынсем аса илчĕç.

«Мерчен» тĕпелĕн черетлĕ уявĕ Етĕрнери культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» халăх ансамблĕн концерчĕпе вĕçленчĕ. Унăн илемлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Валентин Семяхин пĕлтернĕ тăрăх - культура çуртĕнче А.В.Асламас юбилейне халалланă регионсен хушшинчи «Сăр çинчи асамат кĕперĕ» музыка фестивалĕ пуçланать.

Петр СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.