«Приговор хаяр, анчах тĕрĕс»

28 Юпа, 2014

Çапла хакларĕ Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов судăн тĕп хулан 28 çулти çамрăкĕ тĕлĕшпе палăртнă приговорне. Сăмах - Шупашкар районĕнче «Шупашкар-Сурски» çул çинче кăçалхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă инкек пирки.

Çав кун 17 сехет тĕлнелле «Мерседес-С500» автомобиль çулăн хирĕç килекен енне тухнă та «Хендай Гетц» автомобильпе çапăннă. Авари Корея автомобилĕн видеорегистраторĕнче сăнланнă та - пĕтĕмпех уçăмлă: умра пыракан машина кĕтмен çĕртен сылтăмалла пăрăнать, çулăн сулахай енне тухса хирĕç вирхĕнсе килекен «Мерседес» курăнса каять... Çак лару-тăрура, паллах, «Гетц» водителĕ инкеке ниепле те сирсе яма пултарайман, пăрăнса е чарăнса ĕлкĕреймен.

Аварире вăл тата унăн мăшăрĕ çавăнтах вилнĕ. Вĕсен икĕ ачи - 3 çулти хĕр ачапа 10-ри арçын ача - йывăр суранланнă. «Мерседес» водительне судченех хупса хуни пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Судра вăл хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Шупашкар районĕн сучĕ Уголовлă кодексăн 264 статйин 6-мĕш пайĕпе /ÿсĕрле çул-йĕр правилисене пăснă май икĕ çынна вилĕм кÿни/ пăхнă чи çирĕп санкципе усă курнă. Айăпланакан хăйĕн айăпне йышăнсан ун пек чухне 8 çуллăха колони-поселение ăсатассине палăртнă - шăпах çакăн пек приговор йышăннă. Çăмăлттайланса пысăк инкек туса хунă çамрăкăн çавăн пекех шар курнă ене çухатăва саплаштарса 2,5 млн тенкĕ тÿлемелле. Чăн та, приговор вăя кĕмен-ха.

Шел, республикăри çулсем çинче çак кунсенче те çине-çинех инкексем пулчĕç. Калăпăр, Муркаш районĕнче çын пурнăçĕ татăлнă. Çав кун ирхине çанталăк тĕтреллĕччĕ - инкеке çакă сăлтавланă ĕнтĕ. Анчах ку водителе тÿрре кăлармасть пуль. Тепĕр тесен ШĔМ пресс-служби çуран çын хăй кĕтмен çĕртен çул çине тухнă тесе пĕлтерет-ха та - темле çав. Кирек мĕнле пулсан та тĕпчев ĕç-пуçа уçăмлатма тивĕç.

Инкек юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине Муркаш районĕнчи Лантăш ялĕ çывăхĕнче пулнă. ПАИн 36 çулти инспекторĕ хăйĕн «Шкода Октавиа» автомобилĕпе Шупашкара кайма тухнă. Следстви комитечĕн управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - «тĕтрене пула çул япăх курăннă май çул хĕррипе утакан 48 çулти арçынна, çак районти Çеменкасси ялĕн çыннине, таптанă». Йывăр суранланнăскер çавăнтах вилнĕ. Инкек пирки водитель полицие хăй пĕлтернĕ. Медицина тĕрĕслевĕ вăл урă пулнине çирĕплетнĕ.

Патăрьел районĕнче çĕрле 28 çулти водитель «Форд-Фокус» автобуса «пăхăнтарайман», çул айккине тухса кайса тÿннĕ. Водитель васкавлă медпулăшу киличченех вилнĕ. ПАИ пресс-служби руль умĕнчи çын хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманни çинчен пĕлтерчĕ. Çыхăннă тăк - чĕрĕ юлас шанăç пурччĕ.

Вăрмар районĕнче пулнă инкекре вара аварие лекнĕ икĕ машинăри çынсем пиçиххисемпе çыхăннă та - инкек кăтартăвĕ аплах хăрушă мар. Тепĕр тесен медиксен суранланнă 8 çынна пулăшу кÿме тивнĕ те /çав шутра тăваттăшĕ - ачасем/ - вак-тĕвек авари темешкĕн чĕлхе çаврăнмасть.

Авари каçа хирĕç «Аниш-Арапуç» автоçулăн пĕрремĕш километрĕнче пулнă. Яла пăрăнса кĕрес умĕн машина хирĕç килекен транспорт хатĕрне ирттерсе ярас тĕллевпе чарăннă. ВАЗ-21140 автомобилĕн 36 çулти водителĕ маневр хăрушсăрлăхне курса ĕненмесĕрех çав машинăран пăрăнса иртме тăнă - çулăн сулахай енне тухнă, хирĕç килекен, Вăрмар районĕнче пурăнакан хĕрарăм тытса пыракан ВАЗ-21124 машинăпа çапăннă.

8 çынна медучреждение ăсатма тивнĕ. Çав шутра - 3-9 çулсенчи 4 хĕрача. Медпулăшу кÿнĕ хыççăн пурне те тенĕ пекех килĕсене янă-ха, анчах «12-мĕш» ВАЗăн 34 çулти пассажирĕ халĕ те больницăра. Медицина тĕрĕслевĕ водительсем иккĕшĕ те урă пулнине çирĕплетнĕ.

К.АНТОНОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.