Комментари хушас

28 Юпа, 2014

Çĕр çинче те, шывра та спортсмен-кооператорсем çине тăрса тупăшрĕç

Потребительсен кооперацийĕсен ĕçченĕсен XII спортпа сывлăх спартакиади чи илĕртÿллĕ ăмăртупа - шывра ишекенсен эстафетипе - вĕçленчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи «Присурье» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ.

Палăртни вырăнлă: шăпах çак кун 1920 çулта Чăваш автономи облаçĕн потребительсен обществисен уполномоченнăйĕсен учредительнăй съездĕнче Потребительсен обществисен Чăваш облаç союзне туса хума йышăннă. Çакна спортсменсене, ăмăртăва курма килнисене Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тепĕр хут аса илтерчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламласа тупăшура ăнăçу сунчĕ. Валерий Михайлович Етĕрне райповĕн буфетчицине Галина Кирилловăна сумлă награда - ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотине - пачĕ. Галина Юрьевна спортпа ачаранах туслă. Ачисем те, хăй каланă тăрăх, ку енĕпе амăшне пăхнă. Аслă хĕрĕ гимнастикăна кăмăллать, кĕçĕн ывăлĕ темиçе çул ĕнтĕ шывра ишекенсен секцине çÿрет.

Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин та салам сăмахĕсем каларĕ. Вăл Етĕрнесем аталанушăн çунакан, хăйсен умне пысăк тĕллевсем лартакан хăнасене яланах тарават пулнине палăртрĕ.

Ишес енĕпе вăй виçме вара 19 коопераци организацийĕн спортсменĕсем кăмăл тунă - пĕтĕмпе 95 çын. «Ăмăртусене чылай çул ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз канашĕ тата Потребительсен кооперацийĕпе предпринимательлĕх ĕçченĕсен профсоюзĕн канашĕ пĕрле йĕркелеççĕ, - терĕ профсоюз председателĕ Надежда Гамоля. - Иртнĕ çулсенчи пекех ăмăртусене кăçал та спортăн 9 енĕпе йĕркелерĕмĕр: йĕлтĕрпе чупасси, хĕç-пăшалтан пересси, шашкăлла вылясси, волейбол, шывра ишесси, çăмăл атлетсен эстафети, бадминтон, хĕрарăмсен тата арçынсен хушшинчи мини-футбол турнирĕсем, коопераци организацийĕсен ертÿçисен хушшинчи дартс тупăшăвĕ».

Спартакиадăн хăйĕн йăлисем çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, ăмăртусене ертÿçĕсем, профкомсен председателĕсем хутшăнсан командăсене хушма балсемпе хавхалантараççĕ. Çавна май командăсенчен чылайăшне коопераци предприятийĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынинчен, хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарнинчен, çамрăксене тăван организаци чысне хÿтĕлес енĕпе тĕслĕх кăтартнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Ку хутĕнче те старта чи малтан командăсен капитанĕсем тухрĕç. Паллах, командăсенчи ĕçтешĕсем вĕсене хавхалантарса пычĕç. Унтан - тĕп ăмăрту. Чăннипех çивĕч тупăшу пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине вара Йĕпреç, Çĕрпÿ райповĕсен тата Чăвашпотребсоюз аппарачĕн командисем хăпарчĕç. Вĕсене дипломсемпе тата приз сертификачĕсемпе чысларĕç.

Черетлĕ спартакиада вĕçленчĕ, анчах коопераци спортсменĕсем XIII спартакиадăна хатĕрленмешкĕн пуçлама та пултараççĕ. Ăна хăçан ирттерессине çывăх вăхăтрах палăртĕç, çитес спартакиадăна Чăвашпотребсоюз 95 çул тултарнине халалласшăн. Эппин, çĕнĕ стартсем, çĕнĕ çĕнтерÿсем пулĕç.

Василий СОРОКИН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.