Комментари хушас

28 Юпа, 2014

«Здрасте» лайăх-и, «Килĕрех» аван-и?

Эпĕ, Тăхăрьял тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ «чăваш чĕппи», шкула кайиччен вырăсла калаçма та пĕлмен. Ялта - Элшелте - мĕн авалтанпах вырăссемпе хутшăнса курманскерсем чăн чăвашла калаçса ирттернĕ. Ун чухне кÿршĕ-и е аякран килнĕ çын-и хальхи пек «Здрасте» темен, ун вырăнне: «Ман килес», - тенĕ. Вара ăна: «Килĕрех, килĕрех», - тесе кăмăлтан кĕтсе илнĕ.

Çапларахчĕ ун чухнехи хутшăнусем. Те тăван чĕлхерен хамăр писсе пытăмăр, те вырăссен вăйăмĕ витĕм кÿчĕ: тăван чĕлхери чĕрĕ калаçу куç умĕнчех çухалса пычĕ. Курнă-и, илтнĕ-и эсир урамра пĕр-пĕрне тĕл пулсан чăваш чăвашах, пĕр ялтан пулсан та: «Ырă кун пултăр, халсем мĕнле?» - тенине. Шел, илтсе пулмарĕ-ха. Халĕ ялта ÿссе, ватăлса çитнĕ кинемисене те «здрасте» тесе сывлăх сунаççĕ. Мĕн тетĕр - ватă çын: «Здрасте», - тесе хуравлать ĕнтĕ.

Тăван чĕлхешĕн, унăн илемне упраса хăварас тесе çунакансем, чăвашла ытармалла мар калаçакансем те пирĕн хушăра çук мар-ха. Илтнĕ-и эсир В.Станьял ăсчах, Чăваш халăх поэчĕ Ю.Сементер, Н.Егоров чĕлхеçĕ профессор, СССР халăх артисчĕ В.Яковлев, наци радиовĕн ертÿçи О.Прокопьев епле калаçнине?

Акă тĕслĕхшĕн илер-ха филологи ăслăлăхĕсен докторне Николай Иванович Егорова. Эпĕ унăн «Хыпарта» чĕлхе, культура пирки çырнă статйине халĕ те манман-ха. Акă мĕн тенĕччĕ вăл ун чухне: «Эпĕ академик-профессор пулсан та аннепе ял çыннисем пек чăн чăвашла калаçма вĕренсе çитеймерĕм. Вĕсем калаçнине итлесе тăранмалла мар вĕт. Мана вĕсем тăван яла: «Атя, хамăр ял, килех, килех», - теççĕ.

Эпĕ сахал мар ялта пулнă, шкулсен, культура учрежденийĕсен алăкĕсем çине «Добро пожаловать» тесе çырнисене чылай курнă. Мĕншĕн-ха эпир ĕмĕртен пыракан «Килĕрех» сăмаха манса кайрăмăр. Çапла вăл, хамăр несĕлсен культурине ним вырăнне хумасан чĕлхе культури пĕтесси те аякра мар».

Итлерĕç-и Н.Егоров академикăн ыр сунса каланă сăмахĕсене шкул директорĕсем, культура учрежденийĕсен ертÿçисем? Кĕтсех тăр.

 

Роман ЧЕПУНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.