Çамрăк пăхаттирсен спортри пуласлăхĕ пысăк

28 Юпа, 2014

Хĕрпе каччă тимĕр вăййинче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемес вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Анастасия Александровăпа Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕрти Алик Волков çинчен спорта юратакансем кăçалччен илтмен те пулĕ. 18-ти хĕрпе яш юлашки вăхăтра тимĕр вăййинче палăрчĕç.

Настя шкулта пĕлÿ илнĕ чухне çăмăл атлетикăпа ытларах кăсăкланнă, хĕлле йĕлтĕрпе чупнă. Пĕлтĕр Тĕрлемес пики Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн экономика факультетне вĕренме кĕчĕ. Хĕр академире ирттерекен спартакиадăра факультет чысне кире пуканĕ йăтассипе хÿтĕлерĕ, пурне те тĕлĕнтерсе вăтам виçеллĕ /68 кг/ спортсменкăсен ушкăнĕнче чемпионка ятне çĕнсе илчĕ. Çав тапхăртанпа ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин сĕннипе пулас экономист кире пуканĕ йăтакансен секцине çÿреме пуçланă.

Кăçал Вăрнар поселокĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ III уçă турнирта 18 çултан кĕçĕнрех хĕрсемпе яшсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене Анастасия Александровăпа Алик Волков йышăнчĕç. Тепĕр уйăхранах пике Рыбинск хулинче Раççейри юниорсен хушшинче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура пиллĕкмĕш вырăна тухрĕ. Уйăх каялла Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе Раççей кубокĕ иртрĕ. Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ каччăпа ял хуçалăх академийĕн студентки çăмăл виçеллĕ атлетсен ушкăнĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вĕсем çĕр-шыври пысăк турнирта хăйсенчен 10-15 çул аслă пăхаттирсемпе пуçласа вăй виçрĕç, çивĕч тупăшура спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕç.

Канмалли кунсенче Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче республика тĕп хулин уçă чемпионачĕ иртрĕ. А.Александрова пур хĕрарăма та çĕнтерсе абсолютлă чемпионка ятне тивĕçрĕ. Лайăх кăтартупа палăрса çавăн пекех ăмăртура çамрăк пăхаттир Алик Волков, ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Евгений Малинниковпа Дмитрий Курчин, 27-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Августина Павлова, тĕп хулари Ильяс Сунгатуллинпа Екатерина Иванова, Канаш тата Улатăр хулисенчи, Елчĕк, Етĕрне, Йĕпреç тата Шупашкар районĕсенчи атлетсем мала тухрĕç.

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.