Archive - 2019

ноябрь 28th

Культурăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — çынсен ăс-хакăлĕпе чунне пуянлатасси. Чăваш культури вара тĕлĕнмелле пуян. Хаклă тупрана аталантарас, упраса хăварас енĕпе республикăра ĕç сахал мар пурнăçланать.

Чăваш эстради пĕрмаях калаçтарать. «Эпир мар тăк çынсем мĕн сÿтсе явĕччĕç-ши?» — юрăçсем хăйсен хушшинче çапла та шахвăртаççĕ. Акă вĕсен союзĕ ирттерекен концертсен афиши çинче çĕнĕ ятсемпе сăнсем каллех пăшăл пăтти пĕçермелли черетлĕ сăлтав пулса тăчĕ: унчченхисем мĕншĕн тухса кайнă? Эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçипе Алина ФЕДОРОВĂПА хăш-пĕр ыйту тавра калаçар-ха.

Халăха улталасшăн

Шупашкарти Гагарин палăкĕнчен инçех мар вырнаçнă Вырăс драма театрĕ мана пĕр-пĕр истори фильмĕнчи кермене аса илтерет. Шала кĕрсен патша вăхăтне лекнĕн туятăн. Паян унти чаршав хыçĕнчи пурнăçпа паллашар-ха.

Юратса «чĕкеç» тет

ноябрь 27th

«Пирĕн пуçлăх мĕн тесе хуларан çак шăтăка куçса килнĕ-ши?» — тĕлĕннĕ унран хăй вăхăтĕнче ял çыннисем. Халĕ вара ăна вĕсем çав тери юратаççĕ, вăл пурришĕн савăнаççĕ. «Пирĕн Людмила Даниловна», — тет ăна ватти те вĕтти. Сăмахăм Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова çинчен.

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн ĕçĕ- хĕлĕпе, пултарулăхĕпе асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай РАСЬКИН паллаштарать.

Çитĕнÿсем куç умĕнчех

Çитес çул çĕршывра — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çак уяв Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те, пĕтĕм Раççейри пекех, чи çутă, пĕлтерĕшлĕ уяв.

Надежда СМИРНОВА.

ноябрь 26th

Pages