Комментари хушас

19 Раштав, 2019

«Ротаци» çул уçнă

«Эй, тусăм, яра пар, пушмакран вут кăларса. Кураймансем пăхса тăччăр, чунĕсене çунтарса», — купăсне тăсса ярса такмак каласа ташлаттарать чăваш халăхне çамрăк юрăç Кирилл Рыбаков. Эстрадăра унăн сасси нумаях пулмасть çеç илтĕнме тытăнчĕ-ха. Яш хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхнă, анчах ăнланнă: музыкăсăр пурнăç çук.

Чăвашла пĕлмен

«Тĕнче уçлăхне парăнтарнă виççĕмĕш космонавт тăрăхĕнчен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчен эпĕ», — кĕскен паллаштарчĕ Кирилл тĕл пулсан. Калаçăвĕнче вара анатри чăвашсен диалекчĕ палăрчĕ. Каччăн ашшĕ — Патăрьел районĕнчен-мĕн, амăшĕ — Муркаш тăрăхĕнчен. Рыбаковсем Шуршăл ялĕнче тĕпленнĕ. Унран ытла каччă акă мĕн каласа тĕлĕнтерчĕ: вăл 7 çул каялла çеç чăвашла калаçма вĕреннĕ. Тăван чĕлхе хаклăхне туйма ăна Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухнă анатри районĕсенчи тантăшĕсем, тусĕсем пулăшнă.
«Музыка тĕнчине ача чухнех путрăм. Ялти культура çуртне Сĕнтĕрвăрри хулинчен преподавательсем килетчĕç. Вĕсемпе вĕренеттĕмĕр, баян класĕнче ăсталăха туптарăм. Юрă конкурсĕсене хутшăнаттăм. Ирина Ильина музыка учителĕпе пĕрле Шупашкарта иртнĕ конкурса кайма юрă çыртăмăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси пиркиччĕ вăл. Ăна гитарăпа шăрантартăм. Шупашкар маншăн Мускав пекехчĕ. Тăхăр класс пĕтерсен суйлама тиврĕ: е шкултах юлмалла /11 класс хыççăн атте сĕннĕ пек наказанисене пурнăçлакан федераци службин ĕçченĕ пулма пĕлÿ илмелле/, е хамăн урăх çул суйламалла. Çапла музыка училищине кайрăм», — çак вĕренÿ заведенине мĕнле лекнине каласа кăтартрĕ Кирилл.
Экзаменра вăл сцена çинче а капелла юрланă. Шикленнĕ, паллах, анчах тÿрех хăйне алла илнĕ. Каччăн ташă ăсталăхне те тĕрĕсленĕ. Унран ытла вăл музыка училищине мĕншĕн килнипе интересленнĕ. Ку ыйтăва Кирилл занятисенче те пĕрре мар илтнĕ. Хăй вара яланах шăпăрт çÿренĕ. Çапах таçта чунĕнче унăн хурав пулнах-тăр: пуласлăхне музыкăпа çыхăнтарасшăн.

Диктофон йăтса — ватăсем патне

Вăл фольклор уйрăмĕнче Людмила Петухова педагог патĕнче ăсталăхне туптанă. Кирилл училищĕри «Янтал» ансамбле çул такăрлатнă. Çамрăксем республикăри тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Мускава та çитнĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем пуçтарăннă уявра Чăваш Ен çĕр пин юрă çĕршывĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. «Унта тĕрлĕ инструментпа калакан, микрофонпа юрă шăрантаракан чылайччĕ. Анчах эпир юрлама тытăнсан пурте пирĕн пата пуçтарăнатчĕç», — аса илчĕ яш. Тăван халăх юррисем унăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене шăрантарнă чухне çурăм тăрăх сивĕ чупать-мĕн. Уйрăмах хурлăхлисене юрланă чухне.
Студентсем час-часах ял-ял тăрăх çÿресе фольклор пуçтарнă. Кашнин хăйĕн районĕнчи юрăсене çырса илмелле пулнă. Диплом ĕçĕнче те 40 юрă пулмалла-мĕн. Диктофон йăтнă Кирилл ватăсем патне килĕрен çÿресе ĕлĕкхи юрăсем çырса илнĕ.
Училищĕпе сыв пуллашсан унăн чунĕ театра туртăннă. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче вăл çур çул ĕçленĕ. Кайран ĕçрен кайнă, мĕншĕн тесен ăнланнă: «Пĕтĕм пурнăç театртах иртет». Постановкăсене хутшăнса курнă. Иккĕмĕш планри сăнарсене кăна калăпланă пулин те вĕсем уншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Иосиф Дмитриев-Трерăн «Асамлă вăй», «Юрату пурах иккен» постановкăсенче сăмахсăр рольсенче вылянă. Юлашкинче унăн пĕр сăмах пулнă: «Шăматкун». «Пĕр сăмах пулин те ăна та ăста калама пĕлмелле вĕт», — кулчĕ каччă.

Шадриков хÿттинче

Театр ĕçĕ унăн маррине ăнланнă хыççăн Кирилл юрлама тытăннă. Ку енĕпе ăна тусĕ Михаил Ăраскал хавхалантарнă. Пĕррехинче Миша ăна «Ротаци» телеконкурса купăсне йăтса пыма сĕннĕ. Кирилл шикленнĕ. Тусĕ парăнман, пĕр эрне шăнкăравласа халтан янă.
«Мĕн тумалла? Юрă юрламалла иккен. Алексей Московскин «Эс ăçта?» юрри питĕ килĕшет. Юрăçа шăнкăравласа конкурсра шăрантарма ирĕк ыйтрăм. Хирĕçлемерĕ те тÿрех аранжировка тума кайрăм. Ара, ăна купăспа юрлама шухăшланă та-ха. Миша Ăраскал манпа пĕрле конкурса пычĕ», — юлташĕ хавхалантарнăшăн хĕпĕртет каччă. Конкурса хутшăнас тесе вăл ятарласа Иваново облаçĕнчи купăс ăсталакан фабрикăна шăнкăравласа музыка инструменчĕ саккас панă. Куншăн 23 пин тенкĕ кăларса хунă. Анчах купăса палăртнă вăхăт валли хатĕрлесе çитереймен. Каччă хăй училищĕре ĕçлекенсенчен пулăшу ыйтнă. Малалла вулас...

КĔСКЕН
— Кирилл, çемьере музыка енĕпе аталаннисем пур-и?
— Асаннен аслашшĕ баян каланă теççĕ. Кукка вара купăса алла илнĕ.
Хăв мĕнле музыка инструменчĕ калатăн?
— Ытларах — купăс. Баян, фортепиано калама пĕлетĕп. Гитарăна та çăмăллăнах парăнтартăм. Тĕрĕссипе, тăрăшсан кирек хăш музыка инструментне те алла илме пулать.
Мĕнле юрăсене кăмăллатăн?
— Халăх юррисене.
Пушă вăхăтра мĕн тăватăн?
— Çывăратăп /авт. кулать./
Мĕн çинчен ĕмĕтленетĕн?
— Мускавра икĕ хутлă хваттер туянма. 60 млн тенкĕрен кая мар кирлĕ кун валли!
www.hypar.ru
Ирина КОШКИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.