«Ман пуянлăх — ачасем»

18 Раштав, 2019

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Елена Андреева тăхăр теçетке çула çывхарать пулин те вашават-ха. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те хăех пурнăçлать.

Сак тулли саккăрăн

Асăннă ялтах çуралса ÿснĕскер вырăнти шкулта 3 çул çеç вĕреннĕ. «Анне ĕçе çÿретчĕ, манăн вара йăмăксемпе шăллăмсене пăхмаллаччĕ. Кайран аннепе пĕрле çум çумлама çÿреттĕм, унтан алла çурла-çава тытма вĕрентĕм. Пĕтĕм пурнăçăма хуçалăхра ĕçлесе ирттертĕм», — кун-çулне куç умне кăларчĕ вăл. Пуринчен ытларах вăрçă çулĕсем асра юлнине палăртрĕ кинемей. Унăн ашшĕ те ытти ял-йыш пекех çар тумĕ тăхăннă. Ялти пур ĕç те хĕрарăмсемпе ачасем тата ватăсем çине тиеннĕ. «Вăкăрпа, лашапа утă-улăм турттарнисене епле манăн? Аслисемпе тан уй-хирте вăй хунисене тата? Выçлăх çулĕсенче мăян, çĕр улми çулçи, ут кăшкар çинисем, шăннă çĕр улми пуçтарма çÿренисем куç умĕнчех», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.
Ĕçчен, тăрăшуллă хĕре ял каччи Илья Андреев куç хывнă. 1951 çулта вĕсем пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Шел, мăшăрĕн кун-çулĕ кĕске пулнă. Шăмăршă районне вăрман касма кайсан йывăç айне пулса сарăмсăр вилнĕ. «Пĕр пÿрт ача юлчĕ. Кĕçĕннисем, йĕкĕрешсем, çулталăк та икĕ уйăхра çеçчĕ. Юрать, аслисем пулăшакан пулнăччĕ. Ун чухне пĕтĕм шанчăк вĕсенчеччĕ», — терĕ Еля аппа.
«Миçе ача çуратса çитĕнтернĕ эсир?» — кăсăклантăм эпĕ. «Ачи пит нумаях мар-ха, сак тулли саккăрăн çеç, — шÿтлерех хуравларĕ вăл. — Пăятампа пăянам лайăхчĕ. Ачасене çитĕнтерме вĕсем нумай пулăшнă. Тав Турра, пурте тĕрĕс-тĕкел ÿсрĕç, мана кулянтармарĕç. Хам та вĕсемшĕн нумай тăрăшнă. Хăна-вĕрле пуçтарсах ывăлсене пурне те салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ, авлантарнă, хĕрсене качча панă. Паян кун эпĕ 14 мăнукпа, мăнуксен 14 ачипе савăнатăп. Манăн пуянлăхăм — ачасем», — кăмăллăн калаçрĕ Елена Ивановна.
Ачисем пурте çĕршыв тăрăх саланнă, тĕрлĕ хулара тĕпленнĕ. Апла пулин те юратнă амăшне манмаççĕ вĕсем, тăван килне килсех çÿреççĕ. Шел, иккĕмĕш ывăлĕ Миша пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. «Эпир аннепе мăнаçланатпăр, савăнатпăр. Пире тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерчĕ вăл, — калаçăва хутшăнчĕ ывăлĕ Петр. — Атте вилсен опека органĕсем çемьери виçĕ ачана интерната ярасшăн пулнă. Анне хирĕçлесе: «Пĕр ачана та ниçта та ямастăп. Выçă вилсен те пурте пĕрле вилетпĕр», — тенĕ. Эпĕ ун чухне 6 çулта пулнă. 9 çултанах колхозра ĕçлеме пикентĕм: çуллахи ка-никул вăхăтĕнче лаша витине утă-улăм турттарнă. Çемьери ытти ача та ĕçпе ÿснĕ. Çавăнпах çăкăр хакне лайăх ăнланатпăр эпир, аннене те юрататпăр. Кашни кунах шăнкăравлатпăр, май пур таран киле черетпе килсех çÿретпĕр. Анне пурăннă чух кил ăшă, алăк уçă. Вăл пуртан эпир, унăн ачисем, телейлĕ». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.