Archive - 2019

ноябрь 22nd

ЧР Наци библиотекинче кун пек аншлаг тахçанах пулман. Акт залĕ лăк тулчĕ. Коридорта тăракансем уçă алăкран сценăна тинкерчĕç. Захар Прилепин çыравçа хисеплеççĕ, вулаççĕ, унăн шухăшне итлеççĕ.

Анатолипе Надежда Никитинсен тата «Янташ» ушкăнăн чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче иртекен концертне каяс килет-и? Чи малтан тĕрĕс хурав паракан çынна икĕ вырăнлă билетпа хавхалантарăпăр. Хуравсене 36-67-75 телефонпа эрнекун ĕç вăхăтĕнче йышăнатпăр.
1. Çеçпĕл Мишши хăш шкулта вĕреннĕ?
2. Çеçпĕл çинчен Мускав режиссерĕ ÿкернĕ çĕнĕ фильм мĕн ятлă?
3. Çеçпĕлĕн Украинăри тусĕ.
Иртнĕ эрнери викторинăра Ольга Порфирьева /Элĕк районĕ, Ишпарайккă/ çĕнтерчĕ.

ноябрь 21st

Валя аппа нихăçан та качча каяс темен, ĕмĕрне пĕчченех ĕмĕрлес шухăшпа пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара Коля пиччене тĕл пулнă. Хут уйăрттарсах çырăннă вĕсем. Шăкăл-шăкăл кăна пурăнмалла та — кил алăкĕнчен инкек шакканă.

Çăнăхпа курăк икерчи

Паянхи ачасемпе çамрăксенчен тĕлĕнесси çеç юлать. Мĕнле ăслă вĕсем! Пĕлĕве аталантарма вара пур услови те пур, кахалланмалла мар кăна. «Вĕренÿ пĕр вырăнта тăмасть. Пĕлÿ памалли мелсем улшăнаççĕ, çĕнĕ технологисем аталанаççĕ. Çул çитмен ачасем ул-шăннă тесе ахальтен каламаççĕ.

Муркаш районĕнчи Илпешре пурăнакан 15-ри Даниилпа 13-ри Даша амăшĕн ăшшисĕрех ÿсеççĕ. Вĕсене асламăшĕ Валентина Захарова çитĕнтерет. 39-ти ывăлĕ Женя халĕ команди-ровкăра — Чечняра.

Чире çĕнтереймен

21 Ноября, 2019 | Тантăш | Культура | ачасем

— Сăвă пăхмасăр вĕренме питĕ юрататăп. Хам та сăвă çыратăп. Малашлăхра кĕнеке кăларма ĕмĕтленетĕп, — çапла каласа тĕлĕнтерчĕ Шупашкарти милицин генерал майорĕ В.А. Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Кира Любимова.

Pages