Анюк аппа вĕри чей ĕçме кăмăллать

13 Раштав, 2019

Çакă ĕмĕре вăрăмлатнине çирĕплетет вăл

«Пуриншĕн те пурăнатăп», — тет Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелти 100 çулти Анна Агашева. Апла пулин те Анна Игнатьевна [ялта ăна Анюк аппа теççĕ]: «Пурăнса йăлăхрăм, вилесчĕ», — тесе асăнмасть. Турă саккунĕпе ку питĕ пысăк çылăх пулнине ăнлантарать. Хăçан илсе каймаллине Çÿлти Пÿлĕхçĕ хăех пĕлнине палăртать…

Анюк аппа ывăлĕпе, кинĕпе пĕрле пурăнать. Ачисем ăна тĕп килĕнчен тăватă çул каялла илсе килнĕ. Агашевсен килне, чăн та, тĕрĕ музейĕ теме пулать. Кунта чÿрече каррисене, вырăн тавраш-не, сĕтел çи виттине йăлт тĕрлесе илемлетнĕ. Стенасем çинче — килте тĕрленĕ кавирсем… Ватă çын кунта хăйне аван туйни куçкĕрет: ара, тĕрĕ-çĕвĕ ăна хыçа юлнă кун-çулне, çамрăклăхне аса илтерсе тăрать-çке.
Анна Агашева /хĕр чухнехи хушамачĕ Семенова/ Пăлапуç Пашьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн ашшĕпе амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă. Ĕçчен те тăрăшуллă Семеновсем çирĕп пурăннă. Лаша, ĕне тытнă. Колхоза кĕмен, хăйсемшĕн ĕçленĕ. «Лашине, пурине илсе кайни пирки калатчĕ анне. Атте Егор Матвеевич 7 çул çарта, çав шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те, пулнă. Фронтран килсен ăна бригадира лартнă. 1946 çулта аннепе çемье çавăрнă вĕсем. Анне те колхоза кĕнĕ, ыттисемпе тан пай тума çÿренĕ. Çĕр улми, куккурус, кăшман çумлаттарнă вĕсене. Аттепе анне пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатчĕç. Пирĕн умра сасă хăпартнине нихăçан та курман. Шел, аттен кун-çулĕ вăрăм пулмарĕ. Вăрçă «парни», пуçĕнчи снаряд ванчăкĕ, хăйĕн çинчен аса илтерсех тăратчĕ ăна. 1975 çулта атте куçне яланлăхах хупрĕ. Колхозра тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕ анне. Астăватăп-ха: 9 тенкĕ пенси паратчĕç ăна. Кайран вăл 12 тенке çитрĕ», — каласа кăтартрĕ Николай Агашев.
Николай Егорович Пăлапуç Пашьелти вăрман хуçалăхĕнче 42 çул трактористра ĕçленĕ. Çамрăкрах чухне отпуска та кайман… Вăрман пушарĕсене сÿнтернĕ чухне хастарлăхĕпе палăрнăшăн тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Елизавета Кирилловна колхозра бригадăра 41 çул вăй хунă. «Кин, эпир Ольăпа ларатпăр. Пĕр кило пĕремĕк илмелĕх пенси хушăнтăр тесе манăн хушаматпа колхоза ĕçлеме тух-ха», — тетчĕ пăянам хĕрĕм Оля çуралсан. Пенсийĕ пысăках мар унăн. Пăянам пĕлтĕр ялти чиркĕве тăтăшах çÿретчĕ. Кăçал хăйне хавшакрах туять те ямастпăр. Икĕ уйăх каялла типĕ тытнă хыççăн чиркĕве машинăпа илсе кайса килтĕмĕр. Юн пусăмне виçсех тăратпăр. Кашни кун чейе пĕрер кашăк сăмакун ярса паратăп. Ун хыççăн вăл хăйне аванрах туйма тытăнать, тăрса ларать, утса çÿрет», — калаçăва хутшăнчĕ Елизавета Кирилловна.
Анна Игнатьевна тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Аппăшĕпе Хветÿçпа йăмăкĕ Лидия пурнăçран уйрăлнă. Йăмăкĕ Раиса Пăлапуç Пашьелте пурăнать. Вăл та тăхăр теçетке çулалла кармашнă. Çапах вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси мĕнрен килет-ха? Елизавета Кирилловнăн шухăшĕпе, ку тĕне ĕненнипе, унăн йĕркине хытă пăхăнса пурăннипе çыхăннă. Анюк аппасен çемйинче пурте куллен чиркĕве çÿренĕ. «Манăн шухăшпа, йăхран та килет. Пăянамăн аппăшĕпе Хветÿçпа йăмăкĕ Лидия та тăхăр теçетке çулалла çывхариччен пурăннă. Пăянам çав тери ырă кăмăллă, çынна сивĕ сăмах нихăçан та каламан», — палăртрĕ Елизавета Агашева.
Анна Агашева пĕр вăхăт Пăлапуç Пашьелти çĕвĕ эртелĕнче вăй хунă. Унта кĕрĕк-сăхман, пальто, ытти тум çĕленĕ. Çав вăхăтрах ялти хĕрсемпе хĕрарăмсене чăваш кĕпи-саппунне çĕлесе панă. Вăл хăй те ĕмĕр тăршшĕпех икĕ аркăллă чăваш кĕпипе çÿрет. Малалла вулас...

Виçĕ самант
1. Анна Агашева çирĕм çиччĕре кăна качча тухнă. Çуралнă пепкисем пĕрин хыççăн тепри вилсе пынă. 5 ачине пытарнă хыççăн Агашевсене ялти пĕр ватă çын çăлне тирпейлеме сĕннĕ. Ăна, икĕ кил хушшинче вырнаçнăскере, темшĕн хупланă. Пусса уçсан тин çемьере виçĕ ача хушăннă. Николай, Петр, Алексей çут тĕнчене килнĕ. Паян Николай кăна пурăнать. Петрпа Алексей 50 урлă каçсанах пурнăçран уйрăлнă.
2. Анна Игнатьевнăн мăшăрĕ Егор Матвеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн колхозра бригадирта ĕçленĕ. Бригадирсене велосипед панă. Ара, транспорт тавраш питех пулман-çке вăл вăхăтра. Анчах вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннă, хĕрĕхелле çывхаракан арçын велосипедпа çÿреме пĕлмен! Вара ăна хăйĕн ывăлĕсем тĕртсе çÿресе велосипедпа ярăнма вĕрентнĕ.
3. Анна Агашевăн хăрах куçĕ кăна курать. Çамрăкранпах çапла пулнă. Сăлтавне ывăлĕ те, кинĕ те аван мар тесе паянхи кунчченех ыйтман. Тепĕр куçне темиçе çул каялла Шупашкарта операци тутарнă. Анна Игнатьевна ĕмĕр тăршшĕпех ал ĕçĕ тума юратнă. Пĕлтĕрччен кĕнчеле арланă, нуски çыхнă. Вăл халĕ те кинне Елизавета Кирилловнăна çип пĕтĕрме пулăшать.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.