Archive - Dec 2019

декабрь 11th

Республикăри Хресченсен союзĕн ертÿçи, «Ленинская искра» колхоз председателĕ пулнă Аркадий Айдак — «Хресчен сасси» хаçата йĕркелекенĕсенчен пĕри. Хальхинче вулакана Аркадий Павлович ĕçлесе пурăннă тăрăхпа паллаштарас килет. Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен ял администрацийĕ Тури Ачакра вырнаçнă. Икĕ хутлă çурт умĕнче Аркадий Айдакăн палăкĕ пур. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альбина Егорова пире хапăлласа кĕтсе илчĕ.

Халăх пулăшать

Çул хыççăн çул, кун хыççăн кун хыçа юлать. Сисместĕн те ватлăх сукмакĕ çине пусатăн. Ачусем вара çунат хушса тĕрлĕ çĕре вĕçсе саланнă. Чылай чухне вĕсен сассисене илтсе хĕпĕртетĕн, сăнĕсене куç умне кăларатăн. Эх, атте-анне чĕри!

Элĕк районĕн тĕп больницинче тухтăр патне кĕме черетре ларатпăр. Тĕрлĕ хыпар-хăнар сÿтсе яврăмăр. Çавăн пекех вăрçă ачисен кун-çулне те тишкертĕмĕр.
«Çитес çул Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитет. Вăрçă ачисене тыл ĕçченĕсемпе танлаштарас тĕлĕшпе мĕнле те пулсан йышăну тăвĕç-ши?» — ыйтрĕ пĕр ватă. Ыттисем те вăрçă çулĕсенче тÿснĕ йывăрлăха патшалăхăн шута илмелли çинчен каларĕç. Тĕрĕссипе, ку ыйтăва тахçанах хускатнă. Анчах пĕр сăлтав — укçа çук. Вăрçă ачисем вара тÿсĕмлĕ, çаплипех кĕтеççĕ.

декабрь 10th

Красноармейскисем 32 çухрăм тăршшĕ раща ÿстересшĕн

«Хурăн вăрманĕнче савăнма, хир вăрманĕнче ĕçлеме, кедр вăрманĕнче çут çанталăкпа, Турăпа çывăхланма лайăх», — теççĕ. Çакна асра тытаççĕ Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем. «Çут çанталăка илемлетмелле. Çакăнтан пысăк ĕмĕт пирĕн çук. Çынсем чунпа хитререх, савăнăçлăрах пулччăр, юратура пурăнччăр, Трак ен кăна мар, Чăваш Республики, Раççей кедр тăрăхĕ пулса тăтăр. Пирĕн ачасем таса сывлăшпа сывлаччăр», — теççĕ Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевич.

Виçĕ çул каялла ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ çĕнĕ ят — «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документацисен архивĕ — илчĕ.

Максимов-Кошкинский çулĕпе

декабрь 9th

Малайзи, Борнео, Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ… Вăл, конкурс майлă йĕркеленĕскер, мĕнле иртнине пĕлес килсен тĕнче тетелĕнче информаци ан та шырăр, пур пĕрех тупаймăр. Çук, паллах, çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуканеçĕсем вăрттăн пухăнман унта.

Pages