Сцена çине тухма çăмăл-и?
Ача чухне паллă юрăç пулма ĕмĕтленнисем сахал мар ĕнтĕ сирĕн хушăра, çапла-и, вулаканăмăрсем? Мĕн тери илĕртет-çке çак шухăш: сцена çине тухатăн та… çăлтăр евĕр çуталатăн. Сана алă çупаççĕ, чечек çыххи парнелеççĕ, юрруна унта та кунта янăраттарма тытăнаççĕ…
Ÿсерехпе пĕрисен ку шухăш сирĕлет, теприсем йывăрлăхсене пула алă сулаççĕ, виççĕмĕшĕсем тĕллевне пĕрех пурнăçлаççĕ. Çапах чылайăшне çакă интереслентерет пулĕ: сцена çине мĕнле тухмалла? Чечек çыххипе мар, юрă шăрантарасси пирки-ха кунта сăмах. Тÿрех палăртар: талант тени пулмаллах. Çĕнĕ технологисем аталаннă вăхăтра вăл кирлех те мар теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Çук, апла мар, технологи чăхăмлама пултарать – намăс курасси çавăнтан пуçланать. Акă Богатырь блогерăн «хитне» унта та кунта çавăрттараççĕ. «Эпĕ юрлама пĕлместĕп, — тенĕччĕ вăл пĕрре-хинче ачасемпе тĕлпулу ирттерсен тÿррĕнех. — Анчах манăн юрă радиора час-часах янăрать, хит-парадсенче çĕнтерет». Сăлтавĕ мĕнре? Аранжировщикăн ăсталăхĕнче тата блогерăн соцсетьри страницине нумай çын çырăннинче — эппин, уншăн сасăлакан та йышлă. Анчах пурне те кун пек ăнмасть-çке.
Талант пурри çеç те сахал — тăрăшулăх, çирĕп кăмăл кирлĕ. Виктория Захаровăн пултарулăхĕ пирки никам та иккĕленмест пулĕ? Мĕн ачаран юрлас ăсталăха туптать вăл, çав енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ, Çĕрпÿри культура çуртĕнче ĕçлекенскер халĕ ачасене те юрлама хăнăхтарать, конкурссем йĕркелет. Сасси вăйлă. Музыкăсăрах пултарать теççĕ ун пеккисем çинчен. Кирлех пулсан хăех ги-тара та калать Виктория.
Тата çакна та манмалла мар. Итлекене юрă килĕштĕр, ташлама хистетĕр тесен çиелтен хи-трелетни те çителĕклĕ. Вăл чĕрене хускаттăр тесен вара музыка хайлавĕнче чун пулмалла. Сцена çине тухса самантлăха та пулин «çăлтăрланас» текенсем шăпах çакна манаççĕ те. «Пире халăх юратать, пирĕн юрăсене унта та кунта янăраттараççĕ», — теме пултарĕç вĕсем. Анчах чунсăр юрă, модăна кĕнĕ япала пек, вăхăтлăх çеç.
Мĕн ура хума пултарать-ха хитре юрлакан çамрăка? Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ, наянлăх… Ют кĕвĕпе усă курмасăр хăй тĕллĕн юрă хатĕрлеме каласан ун пеккисем: «Ăхă, укçа пар та пĕтĕмпех пулать», – теççĕ. Укçине пухма пулĕ, анчах чап килессе нумай кĕтес теменни васкатать. «Шедевр» хатĕрлеме вăхăт çук, хăвăртрах «çăлтăр» пулса тăмалла. Хăнăхнă çулпа утассинчен пăрăнса хăйĕн çулне уçма вара «ешĕл» юрăçа наянлăх та чăрмантарать. Çитĕнÿ тăвас текенсем ыйхă мĕнне те манаççĕ. Сассине мĕн тери упраççĕ тата! Çапла, вăл – юрăçăн тĕп инструменчĕ. Артист чĕрĕ сасăпа юрласа ярсан, вăл итлеме хăнăхнинчен хăрушăрах пулсан: «Фонограммăпах аванччĕ», — текен тупăнмĕ-ши?
Çакна та шута илмелле. Эстрадăра сирĕн паллă тăвансем е юлташсем пур-и? Эппин, «çăлтăр-ланас» ыйту татах çăмăлланать. Хăш-пĕр юрăç (Александр Васильев, Александр Ильин, Алексей Московский тата ыттисем) пурăна киле мăшăрне сцена çине ертсе тухнине асăрханă пулĕ. Пĕрисем «паллă юрăçăн мăшăрĕ» тенипех çырлахаççĕ, теприсем малалла уйрăммăн аталанма та вăй çитереççĕ. Чăваш эстрадинче çеç мар, пур çĕрте те çаплах пулĕ ку.
Унсăр пуçне юрăçа сăн-пит, кĕлетке илĕртÿлĕхĕ те кирлĕ. Мĕн юрланине ăнланса юлаймасан та куракансем илемлĕскере чылайччен асран кăлармĕç. Малалла вулас...
Шоу-бизнес хыпарĕсене Лада МАРКИЗОВА тишкерет.
Комментари хушас