Çулталăк палли

28 Раштав, 2019

Йĕкехÿре… кулма та пĕлет

Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Елена Шаманина ачаранпах килти чĕр чунсемпе туслă. Чи малтан çывăхланнă «кĕçĕн тусĕсенчен» пĕри — йĕкехÿре. Кăшлама юратакан çак чĕр чун ăна пуринчен ытла ăслă пулнипе, алла хăвăрт хăнăхнипе килĕшнĕ.

24 Раштав, 2015

УПĂТЕ алăкран шаккать

Сурăх çулталăкĕ пирĕнпе сывпуллашиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех Вутлă Упăте çулталăкĕ хуçаланма пуçлĕ.

Хăнăхнă йăлапа кашни Çĕнĕ çула фейерверкпа, хаваслă кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Унсăр пуçне çитес çулталăк хуçин кăмăлне тивĕçтерме тутлă апат-çимĕçпе парнесем хатĕрлемелле, кил-çурта илемлетмелле, уяв тумтирĕ туянмалла.