юрăçсем

27 Раштав, 2019

Пирĕн конкурс: юрăçăн ачалăхри сăн ÿкерчĕкне пăхса палласа илĕр

Юрăçсене ачалăхри сăн ÿкерчĕкне пăхса палласа илмелли конкурс малалла пырать. «Шоу-бизнес калаçтарать» рубрикăн иртнĕ кăларăмĕнче (чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ) пичетленнĕ маттур ача камне пурте пĕлтĕр-и? Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков. Тĕлĕнмелле, пирĕн пата хурав вĕçтерекенсенчен пĕри те йăнăшман. Чи малтан çитерекенĕ вара Муркаш районĕнчи Тяпакассинче пурăнакан Татьяна Мокеева пулчĕ, «Çулталăк юрри» концерта кайма 2 вырăнлă билет çĕнсе илчĕ. Саламлатпăр!

1 Çурла, 2017

Московский жилетне аукционра сутнă

Çапларах хыпар пĕлтерчĕ «Культура хуранĕн» шпионĕсенчен пĕри. Паллă юрăç хăйĕн жилетне аукциона тăратнă имĕш. Тупăшăва хутшăннисем нумаййăн пулнă. Анчах Света ятлă пикене никам та çитеймен.