Archive - 2019

ноябрь 26th

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕç кунĕ епле иртет? Мĕнле ыйтусене татса парать вăл кун каçа? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова патне ир-ирех çитрĕм.

Шыв юххин сассине итлеме кăмăллать

≤…≥ Пушă вăхăта вăрманта ирттерме кăмăллатăп. Пĕчченех çÿретĕп. Кăмпа-çырла тататăп та кăмăл-туйăм çĕкленет. Кăçалхи çурлан 16-мĕшĕнче те пĕчченех кайрăм. Радиопа аслатиллĕ çумăр пуласси пирки асăрхаттарчĕç-ха. Ытти чухне кун пек каланине илтсен çула тухакан марччĕ. Хальхинче тем туртрĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Янсакассинчи сада çитрĕм, хĕртсе хĕвел пăхать, кăмпа нумай. Лайăх кăмăлпа шăмă завочĕ еннелле утатăп та утатăп. Сасартăк Шупашкар енчен пĕлĕтсем кăвакарса килнине асăрхарăм. Унччен те пулмарĕ аслати авăтма, çиçĕм çиçме пуçларĕ.

26 Ноября, 2019 | Хыпар | Культура | Уяв

«Аннене нимĕнле мулпа та, кĕмĕлпе те, ылтăнпа та илме çук», — палăртрĕç чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăннисем. Çак кун Амăшĕн кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Аса илтеретпĕр: Раççейре Амăшĕн кунне 1998 çултанпа уявлаççĕ.

ноябрь 25th

«Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп» конкурс-фестивальте Канаш районĕнчи Кăшнаруйĕнчи Надежда Никонорова пултарулăхĕпе тыткăнлани çинчен хаçатра çырнăччĕ. Сăмахĕсем йăлт «к» сас паллирен пуçланакан текста çулсерен анлăлатса пырать вăл.

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнăскер çак тăрăхри ытти çамрăк пекех чăнкă пулнă вăл. Профессине те чăнкисен хушшинче суйласа илнĕ хĕр — çар çынни уншăн шăпах çавăн пек туйăннă. Форма, пакунсем… Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тениех çыхăну техникумне илсе çитернĕ, связист вырăнне вăл çарта кăна курнă. Анчах темиçе уйăхранах… çак професси хăйĕн чуншĕн ют пулнине туйса илнĕ. Вĕренме пăрахнă. Ача садне ĕçлеме вырнаçнă. Кунта вара медсестра ĕçĕпе киленнĕ. Йăваш кăмăллă, çепĕç сасăллă хĕрарăм пикешĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă ахăр.

Ачаш туйăмпа, кашни çынпа çыхăннă уяв вăл — Амăшĕн кунĕ. Çутă кун парнеленĕ çывăх çыннăмăрсене тимлĕхпе савăнтарма, хамăр юратни-хисепленине сăмахпа-ĕçпе палăртма вăхăт çитнĕ май амăшĕн телейĕ çинчен калаçу хускатрăмăр. Çак ыйту хуравне пирĕн тăрăхра пурăнакан арçынсемпе хĕрарăмсем еплерех кураççĕ-ши?

ноябрь 22nd

Pages