Альбина АЛЕКСЕЕВА: Спектакль хыççăн куракансен шухăшне итлеме кăмăллатăп
Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнчи халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 45 çул çитрĕ. Алиса Ковалева режиссер ертсе пынă коллективăн пĕрремĕш ĕçĕ çармăс драматургĕн Арсий Волковăн «Артистка» пьеси тăрăх лартнă спектакль пулнă.
Ковалева уçнă çулпа
Алиса Григорьевна коллективпа 32 çул ĕçленĕ. Çак тапхăрта çамрăк йыш сулмаклă утăмсем тунă: «Каçхи çиçĕм» тата «Пĕрремĕш юрату» спектакльсемпе халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Союзри фестивальне хутшăнса пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 1977 çулта Çĕнĕ Шупашкар çыннисем юратакан коллектива «халăх театрĕ» ят панă. Сцена çине чăваш, вырăс, ытти халăх çыравçисен хайлавĕсем тухнă, йыш çĕнелсе, хушăнса пынă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алиса Ковалева тивĕçлĕ канăва кайсан халăх театрĕ йывăр лару- тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Юрать, унăн тилхепи Альбина Алексеева аллине лекнĕ. Ун пирки Альбина Тимофеевнăпа хăйĕнпе калаçар.
— Хăй вăхăтĕнче эпĕ Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменне юрлама çÿреттĕм. Юнашарти пÿлĕмре питĕ хытă кăшкăрашатчĕç, тĕпĕртететчĕç. Пĕррехинче, тăхтавра, унта кайса пăхрăм. Алăк çине «Чăваш халăх театрĕ, ре-жиссерĕ Панина Нина Трифоновна» тесе çырнăччĕ. Кашни кун алăк умне пырса тăратăп, анчах кĕме вăтанатăп, — çакăнтан пуçларĕ хăйĕн сăмахне паллă режиссер. — Хăюлăх çитертĕмех, пÿлĕме кĕрсе тăтăм та: «Манăн çакăнта питĕ çÿрес килет», — терĕм. Пурте ахăлтатса кулчĕç. Çапла юрлама пăрахса театрта выляма пуçларăм.
11 çулта — 29 спектакль
Ку туртăм – артистка пулас ĕмĕт — унăн ачаранах тĕвĕленнĕ. Пĕчĕк чухнех вăл хăйне сцена çинче курнă. Чи юратнă артистки Нина Григорьева пек пулас килнĕ. Нина Панина театрĕнче пилĕк çул вылянă, массовкăран пуçласа тĕп героиньăсене калăпланă. Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин «Термен» театрĕнче темиçе çул режиссер пулăшаканĕнче ĕçленĕ. Унтан пĕлĕве туптас тени Альбина Тимофеевнăна Çĕрпÿри культура училищине илсе çитернĕ, унтан клуб мероприятийĕсен режиссерĕ пулса тухнă.
2008 çултанпа — Çĕнĕ Шупашкарти халăх театрĕн режиссерĕ. Ун умĕнхи режиссер ĕçлеме пăрахнăран йыш саланса кайма ĕлкĕрнĕ, çавна май халăх театрĕн пÿлĕмне те туртса илнĕ. Çапла майпа выляма вырăн та, ларма пукан та юлман... Тепри пулнă тăк пăрахса та каятчĕ пулĕ, анчах Альбина Алексеевна, хăйĕн ĕçĕнче «çичĕ пăт тăвар çисе курнăскер», хăраса ÿкмен. Театрăн малтанхи хастарĕсене — Валентина Кубаревăна, Лидия Мурзаковăна, Ольга Панковăна — шыраса тупнă. Хăйсен «хушма ĕçне» чунтан парăннăскерсем савăнсах таврăннă. Кайран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çамрăксем те туртăнма пуçланă. Пĕрремĕш ĕç Николай Сидоровăн «Укăлча умĕнче» спектаклĕ пулнă. Унтан Юхма Мишшин «Уйăх тулнă каç» драми тăрăх лартнă постановка питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Каярахпа ăна тĕпе хурса Владимир Карсаков кино та ÿкернĕ.
Кĕçех сцена çине «Кай, кай Ивана», «Салтак амăшĕ», «Пурăнаççĕ кÿршĕсем», «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть», «Тăватă туй», «Икĕ каччăн пĕр шухăш» тата ытти спектакль тухнă. Альбина Алексеева чăваш классикĕсен произведенийĕсене ытларах кăмăллать. Унта тăван халăхăн юрри-ташши, йăли-йĕрки, шухăш-кăмăлĕ пуррине курса тăрать. Çак тапхăрта 29 спектакль кăларнă. Çавăн пекех республика шайĕнчи конкурссене те хутшăннă. Сăмахран, 2015 çулта чи вăйлă халăх театрĕсемпе драма коллективĕсен республикăри пĕрремĕш «Тамаша» фестивалĕнче диплома тивĕçнĕ. Çав çулах халăх пултарулăхĕн «Çĕнтерÿ салючĕ» республика фестивалĕн хÿттипе иртнĕ театрсемпе драма коллективĕсен «Мухтав ахрăмĕ» фестивальте Виссарион Синичкинăн «Салтак амăшĕ» ĕçĕпе виççĕмĕш степень лауреачĕн дипломне илнĕ. Зинаида Макарова Анюк ролĕпе «Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан» номинацире лауреатăн виççĕмĕш степень дипломĕллĕ тата Татьяна Никитина — «Эпизодри сăнара чи лайăх калăплакан» номинацире иккĕмĕш степень лауреачĕн дипломĕллĕ пулнă.
Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен
Театр çулталăкĕнче те иртнĕ «Тамаша» фестиваль. Унăн хăнисене Йĕпреç районĕ йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарсем унта Тихăн Петĕрккин «Çĕрлехи çиçĕм» ĕçĕпе хутшăннă. Иртнĕ ĕмĕртех шăрçаланă произведение куракан патне çитериччен режиссерăн унпа чылай ĕçлеме тивнĕ. Паянхи куракана иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенчи класс кĕрешĕвĕ кăсăклантармасть, çавăнпа тĕп вырăна çыннăн шалти туйăмне, кулянăвĕпе савăнăçне кăларма тăрăшнă. «Çынран нихăçан та ан кул, инкек килсе лекетех» — çак тĕп шухăша хăварса Альбина Тимофеевна спектакле тарăнлатнă. Çĕнĕ ĕçе куракан питĕ лайăх йышăннă. Коллектив унпа авăн уйăхĕнче республикăра иртнĕ халăх театрĕсен эрнине те хутшăннă.
— «Химик» культура керменĕнче питĕ чаплă коллективсем ĕçлеççĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе паллашнă май мана пĕлÿ çитсех кайманнине туйрăм, — калаçăва тăсрĕ Альбина Тимофеевна. — 2015 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн режиссер уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Малтан питĕ вăтанаттăм. Институт коридорĕпе утса пынă чухне студентсем мана сывлăх суннă май преподаватель тесе йышăнатчĕç пулĕ. Мĕн тăвăн? Начар режиссер пулас килмест. Пĕлменнине ыйтса пĕлме тăрăшатăп. Пире кунта манăн пĕрремĕш режиссер ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Панина вĕрентет, актер ăсталăхне — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче хамăн диплом ĕçне кăтартрăм.
Театра паян 15 çын çÿрет. Массовкăра çын кирлĕ чухне Альбина Алексеева хăй ертсе пыракан тепĕр халăх коллективĕн — «Теветкел» фольклор ансамблĕн — юрăçисен пулăшăвĕпе усă курать. «Теветкел» те ятлă-сумлă, таçта та пулса курнă. Крымри ентешсем те унăн юрри-кĕввине итлесе киленнĕ. Пĕр фестивальтен те юлман. Николай Ашмарин словарĕнче шыраса тупнă сăмахпа халĕ анлăн усă курмаççĕ, апла пулин те коллектив ертÿçине питĕ килĕшнĕ вăл. Теветкел çирĕп, хăюллă тенине пĕлтерет. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА. Театр архивĕнчи сăн ӳкерчĕк.