Чуна уçса

2 Çурла, 2018

Никама та кирлĕ мар

Мана та анне çĕр çине телей курмах çуратнă пулĕ-ха. Çут тĕнчене килсен кÿршĕ кинемей пил парса мунчара çунă тетчĕ асанне. Ĕмĕрне качча каймасăр пĕчченлĕхре ирттернĕ вăл. Çавăн шăпине эпĕ малалла тăснăн туйăнать халь мана. Питĕ вăтанаттăм пĕчĕк чухне. Пит çинчи чĕкеç шатрисене уйрăмах чăтма пултараймастăм. Хытанка та тăрнаккай, çинçешке ал-ураллă пулни пушшех те тарăхтаратчĕ. Хама чи хитре мар хĕрсен шутне кĕртнĕ эпĕ ялан. Каçхине клуба тухсан мана никам та вальс ташлама чĕнсе курман, никам та ăсатса яман.