Тухтăр патне каймассерен чиркĕве кĕрет

6 Раштав, 2019

Чиртен сывалнăшăн Вера çурта çутса тав тăвать

«Усал чирпе нушаланнине пĕлсен юлташсем те пăрăнаççĕ — амак ересрен хăраççĕ-ши?» — терĕ Вера калаçу пуçарма нумай вăхăт тăхтаса шăп ларнă хыççăн. Пурнăçра мĕншĕн çапла пулса тухнине вăл паянхи кун та тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланаймасть. Хăй вăхăтĕнче, 2014 çулта, усал шыçă тупса палăртсан унччен уйрăлми çывăх пулнă тус-юлташех асăрханса хутшăннине, ытлашши çывăх калаçманнине туйнă вăй питти хĕрарăм. Пĕрех чире парăнтарма хăват тупнă — шкула çÿрекен ывăлне тăлăха хăварасран хăраниех шăла çыртма хистенĕ ахăртнех.

Шыçă ырă маррине туйнă

— Пĕр медтĕрĕслеврен те юлман — çулленех тухтăр патĕнче пулнă, анализсем панă — сывлăх енчен пăшăрханмалли темех тупăнман. Кăкăрăмра шыçă ÿснине ăнсăртран туйрăм. Эпĕ ун чухне 41 çултаччĕ. Тытса пăхнипех ăнлантăм — ырă шыçă мар. Хам та сывлăх сыхлавĕнче ĕçлетĕп-çке: медсестра. Вăхăта тăсма юраманнине ăнлантăм — тепĕр кунхинех тухтăр патне кайрăм, УЗИ турĕç. Ун хыççăн Республикăри онкологи диспансерне çул тытрăм. Унта та тĕплĕ тĕрĕслерĕç, пункци илчĕç. Тăватă кунран килме хушрĕç. Пÿлĕме кĕнĕ-кĕмен тухтăрсене асăрхаттартăм: «Мана пĕтĕмпех тĕрĕссине калăр»… Усал шыçă II тапхăра куçнă иккен. Стационарта сипленмеллине, кану кунĕсем хыççăнах операци тăвассине пĕлтерчĕç. Пыма каланă кунах каяймарăм — шăп çавăн чухне чылай вăхăт вырăнпа выртнă атте вилчĕ. Больницăна каярахпа пырассине пĕлтерме шăнкăравласан врач: «Вилнĕ çынна чĕртсе тăратма çук, пĕр тумлам куççуль те ан кăлар», — терĕ çирĕппĕн. Тухтăр калани витĕм кÿчĕ-ши — чăтрăм, вуçех макăрмарăм. 3-мĕш класа çÿрекен ывă-лăма пăхса пăшăрхантăм, ăна тăлăха тăратса хăварма юраманнине ăнлантăм — кама кирлĕ ют çын ачи?..
Манăн шухăшпа, пахалăхсăр апат-çимĕçрен те ытла ялан пăшăрханни, вак-тĕвек ыйтусене çывăха илни çын сывлăхне хавшатать. Йывăрлăхĕ сахал мар пулчĕ: ача ашшĕ çемьене пăрахса кайрĕ, атте чирлесе ÿкрĕ, ăна аннепе пăхса пурăнтăмăр… Нумай хурлантăм, чир çавăнпах аталанчĕ пулĕ.

Психолог пурăнма вĕрентнĕ

Операцие онкодиспансерти ылтăн алăллă маммолог- хирургсем турĕç. Кăкăра упраса хăварма имплант та вырнаçтарнăччĕ, анчах ăна манăн организм йышăнмарĕ — икĕ уйăхран кăларма тиврĕ. Надежда Макаревская онколог сиплевпе кăна мар, ăшă сăмахпа та нумай пулăшрĕ. Пытармастăп: малтанах пĕрмай пăшăрханаттăм, ытти пациентпа пĕрле мăшăрĕсем килеççĕ е вĕсене леçеççĕ, унтан пырса илеççĕ. Мăнукне пăхнăран, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран аннен манпа больница тăрăх çÿреме майĕ пулмарĕ. Ахаль те питĕ нумай тăрăшрĕ вăл, ăна ытлашши пăлхантарас килместчĕ. Пĕчченех каяттăм, киле те хамах таврăнаттăм. Хуйхă пирки те пур çынна каласа кăтартаймăн: пĕри ăнланмĕ, тепри савăнĕ… Çавăнпа та пулĕ — онкодиспансерта вăй хуракан Татьяна Владимирова психологпа куçа-куçăн нумай калаçрăм. Чăннинех калатăп: вăл мана пурăнма вĕрентрĕ, кашни тĕлпулурах вăй хушăннине туяттăм. Пач урăх çын пулса тăтăм. Вăл сĕннĕ кĕнекесене вуласа тĕп сăнарсен кун-çулĕ епле йĕркеленнине сăнама кăмăллаттăм, куççульленме пăрахрăм. Кун каçа икĕ-виçĕ кĕнеке вулаттăм. Турăпа çывăхлантăм. Халĕ те больницăна каймассерен чиркĕве кĕлĕ итлеме, çурта лартма кĕретĕп, май пур чухне аякри мăнастирсене, сăваплă вырăнсене çÿретĕп. Çынна хăйĕн хуйхи-суйхине çăмăллатма ĕç те пулăшать. Сипленме çÿренĕ хушăра та «больничнăй» илсе лармарăм, тухтăр патĕнчен ĕçе чупаттăм — пациентсен ыйтăвĕсене татса парса хамăн йывăр шухăшсене сиреттĕм… Малалла вулас...

«Пурăнас килет» проект ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пулăшнипе пурнăçланать.

www.hypar.ru

Авторĕ Татьяна ВАШУРКИНА, пурнăçлаканĕ Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.