«Виççĕмĕш пĕвене тумаллахчĕ…»

18 Раштав, 2019

Çут çанталăка упрас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ха Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче? Паян мĕн тăваççĕ? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама Красноармейски районĕнчи «Нива» совхоз директорĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче чылай çул вăй хунă, пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ паллă агронома Николай Семенова ыйтрăмăр.

«Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче тарăн çырма питĕ нумай. Танăш ялĕнчен пуçласа Ванюшкассине çитиччен 5-6 çырма урлă каçас пулать. Çак çырма-çатрана, Чатукасси еннелле каякан çул хĕррипе йăлт çатан картасем тытаттăмăр. Çырма-çатра, вар пуçĕсене, шыв юхса анакан вырăнсене тракторсемпе кирлĕ пек типтерленĕ. «Сельхозтехникăра» ĕçлекен Герман Федоров питĕ пултаруллă трактористчĕ. Ку енĕпе питĕ нумай пулăшрĕ вăл пире. Очкассинчен пулнăран Пшонкă, Ванюшкасси çырмисене лайăх пĕлнĕ вăл. Дубовкăри Иван Данилов та /эпир ăна Ванюшка теттĕмĕр/ ăста тракторист пулнă. Çырмасенче çине-çине пĕчĕк пĕвесем /каскад пĕвесем/ пĕвеленĕ. Ăна мĕнле тумаллине механизаторсем лайăх пĕлнĕ. Герман Григорьев тепĕр чухне ятлаçа-ятлаçа хамăра та вĕрентетчĕ. Пĕтĕмпех пĕр еннелле мар-çке шыв юххийĕ, çавна йĕркеле-ме пĕлмелле пулнă. Çÿремет çырминче те, ытти çĕрте те çав пĕвесем пĕри те татăлмарĕç. Халĕ тахçантанпах ун пек ĕçлеме пăрахнă. Пшонкă тата Çÿремет çырмисене нумай çĕрте пысăкланса, тарăнланса каясран упраса хăвартăмăр.
1983 çулта пирĕн тăрăхра Пшонкăн пысăк пĕвине /плотина/ хута ячĕç. Ăна йăлт патшалăх укçипе тунă. Строителĕсем Узбекистанран килнĕччĕ. Вĕсен патĕнче вырăнти çынсем те ĕçлетчĕç. Пĕве 43 гектар лаптăк йышăнать. 24 метр тарăнăш. Танăш пĕвине кăшт каярах, 1984-1985 çулсенче ĕçе янă. Вăл Пшонкăринчен кăшт çеç пĕчĕкрех. Эпир ăна виçĕ ертÿçĕ — Агафон Андреев /«Красное Сормово»/, Федор Семенов /«Большевик»/ тата эпĕ /«Нива» совхоз директорĕ/ — тутарнă. Пшонкă пĕвипе Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелсем те усă курнă. Ванюшкассисем, Пшонкăсем тата Очкассисем уйсене шăварнă. Ытларах нумай çул ÿсекен курăксем çине шыв пĕрĕхтернĕ», — аса илчĕ Николай Семенович.
Николай Семенов пĕлтернĕ тăрăх, Танăш пĕвин шывĕпе нумайрах усă курнă. Унта аякка сирпĕтекен насуссем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне ятарлă насуса трактор çине те çакнă. Ку пĕве шывĕпе «Большевик» колхозăн 3-мĕш бригади çĕр улмине вăйлă шăварнă. Танăшсемпе Çирĕклĕсем те юлман вĕсенчен.
«Пысăк çак пĕвесене тутарни пирĕншĕн питĕ лайăх пулчĕ. Шăварманнипе шăварни пĕр мар. Шыв сапнă уйсенче «иккĕмĕш çăкăрăн» тата люцернăн тухăçĕ ÿссе кайрĕ. Çавăнпа Танăш уйне çĕр улми ытларах лартма пуçларăмăр. Çакна ăнланса илтĕмĕр: шăрăх чухне, кăнтăрла шăварма юрамасть культурăсене. Линза эффекчĕ пулнипе «иккĕмĕш çăкăра» çунтарса яма пултарать вăл. Çавăнпа трактор 16 сехет хыççăн пикенетчĕ те çĕрĕпех ĕçлетчĕ. Вăрнарти совхоз-техникум ун чухне орошительсене вĕрентмелли виçĕ уйăхлăх курс йĕркеленĕччĕ. Эпир унта 6 çамрăка ярса вĕрентрĕмĕр. Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ çинчех виççĕмĕш пĕве те тăвасшăнччĕ. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ ялĕн Чиркÿ урамĕ вĕçленнĕ тĕлĕнче пулмаллаччĕ. Унта шăпах юхан шывăн икĕ юппи пĕрлешет. Çак пĕвене хута ярсан «Красноармейский» совхоз уйĕсене те шăварма палăртнăччĕ. Анчах халăх кĕтÿ çÿретме вырăн юлмасть тесе ятлаçма пикенчĕ. Танăш пĕвине тусан та çырма-çатрана, улăх-çарана шыв илнĕччĕ. Сăмах май, Пшонкă пĕвине пĕвелесен те Пшонкăсемпе Кăмакалсенчен ят тивнĕччĕ. Итлемелле пулман çав манăн ун чухне халăх ятлаçнине. Тутармаллах пулнă виççĕмĕш пĕвене. Паян мана ял çыннисем тав сăмахĕ калатчĕç. Çăтмахри пек илемлĕ вырăн пулатчĕ халĕ унта. Танăшпа Пшонкă пĕвисене хăй вăхăтĕнче пĕлсе, лайăх пахалăхлă тунă. Пĕве пуçĕсем витĕр шыв ямаççĕ. Паянхи кунчченех хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Тĕрĕссипе, Кăмакал, Кĕçĕн Шетмĕ хирĕсенче эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех ансат меслетпе пăрăхсем хурса бульдозерсемпе шăвармалла тунăччĕ. Вăйлă çумăр çуса иртсен пăрăхĕсем çырмана юха-юха анатчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче мана райкома пĕрремĕш секретаре илсе кайрĕç те пирĕн тăрăхра уйсене шăварма пăрахрĕç, пăрăхĕсене вăрласа пĕтерчĕç», — ассăн сывларĕ Нико-лай Семенович.
Николай Семенов каласа панă тăрăх, Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ 6 теçетке çул каялла тарăн пулнă. Тĕрлĕ пулă ĕрченĕ унта. Йăмпăлтак, ыраш пăтри, партас, хĕрлĕ çунатлă пулăсем… «Халĕ пулă йышĕ самаях чакнă. Шывĕ те тарăн мар. Ондатрăсем те çухалчĕç. Çуркунне Кĕçĕн Шетмĕ хăвачĕпе тĕлĕнтеретчĕ: Кĕçĕн Шетмĕ тата Кăмакал кĕперĕсене юхтарса каятчĕ. Икĕ рет свайсемччĕ унта. Çавсене шарт та шарт хуçатчĕ. Мăн Шетмĕ тата пысăкрах пулнă. Çуркунне вăл Трак кĕперне татса кайнăран шкултан Яманак урлă таврăннине аса илсе ларчĕ пĕр кун Римма аппа. Халĕ вăл та пĕчĕкленнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн юхан шывсем пĕчĕккĕн типсе пыраççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Мари Республикинче экспедицире пулма тÿр килнĕччĕ. Çĕр пулăхлăхне тĕпчеме илсе кайнăччĕ пире. «Эпĕ ача чухне ак çакăнта лашана шыва кĕртеттĕмччĕ», — каласа тĕлĕнтерчĕ ун чухне пĕр мучи. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.