Килсе çитрĕ Хĕл Мучи, пит хавас ун йăл кулли…

19 Раштав, 2019

Пĕтĕм Раççейри Хĕл Мучи кашни çул ачасемпе тĕл пулма, вĕсене савăнтарма тĕрлĕ хулана çитме тăрăшать. Кăçал та çак йăла манăçман-ха. Акă, раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкара Аслă Устюгран Хĕл Мучи килсе çитрĕ. Ăна курма ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ суту-илÿпе кану центрĕнче пухăнчĕç.
Инçе çула кĕскетсе килнĕ шур сухаллă Хĕл Мучи ачасемшĕн калама çук пысăк савăнăç пулчĕ! Юратнă шăпăрлансемпе курса калаçма ĕлкĕрчĕ, мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама та шантарчĕ асамлă Хĕл Мучи. Мĕн тери кĕтнĕ ачасем асамçа! Ун валли ятарласа çырусем хатĕрленĕ, хăйсем мĕн ĕмĕтленнин вăрттăнлăхĕсене уçнă. Хăюллисем вара уяв сцени çинчех хăйсен çырăвне Хĕл Мучине пачĕç. Вĕсен йышĕнче Маргарита Дмитриева та пурччĕ. Уява питĕ кĕтнĕскер сивве пăхса тăман, амăшне те пĕрле илсе тухнă.
— Эпĕ Хĕл Мучине курас тесе çулталăкĕпех кĕтрĕм. Телевизорпа вăл килессине илтсен питĕ савăнтăм, тÿрех алла хутпа ручка тытрăм та çыру шăрçаларăм. Паян ăна хамах Хĕл Мучине тыттартăм. Эпĕ ăна питĕ ĕненетĕп. Çырура скейтборд пирки ĕмĕтленнине пĕлтертĕм, ăна пурнăçлама ыйтрăм, — терĕ 5-мĕш класра вĕренекен хĕрача. Шкулта та лайăх ĕлкĕрсе пыраканскер Хĕл Мучине ĕненет.
Ачасене савăнтарма тĕрлĕ сăнар та çитнĕ унта. Пĕчĕккисене яланах хăратакан Тухатмăш карчăк тата унăн юлташĕ Вилĕмсĕр Кощей те, килес 2020 çулăн хуçи – Йĕкехÿре, Юр пĕрчисем пĕрле шăпăрлансемпе пулчĕç. Çĕнĕ çул уявне кĕтекенсем пурте пĕрле ташларĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç, савăнчĕç. Тĕлĕнмелле уяв пулчĕ пуриншĕн те!
Эрмен хĕрĕ Мариян Казарян, Кÿкеç поселокĕнче пурăнаканскер, Хĕл Мучине курма Шупашкара ятарласа килнĕ. Унăн çемйи Чăваш Республикинче нумай çул пурăнать, Çĕнĕ çула яланах кунта кĕтсе илеççĕ.
— Манăн анне те, атте те – эрмен. Вĕсем те ман пекех Хĕл Мучине ĕненеççĕ, шанаççĕ. Эпĕ ун валли çыру кашни çул çыратăп. Кăçал та шăрçалас шухăш пур. Мĕн ыйтасси пирки хальлĕхе шухăшламан, анчах чаплă телефон çинчен питĕ ĕмĕтленетĕп. Пурин те пур вăл, манăн та вĕсенчен кая юлас килмест, — терĕ Мариян.
7-мĕш класра вĕренекен Юлия Павлова та çак уява амăшĕпе тухнă. Ятарласа Хĕл Мучине курас тесе вăхăтне те шеллемен, асамлăхпа киленме васканă. Хĕрача йытă çури пирки ĕмĕтленет. Вĕсене чунтан юратаканскерĕн ĕмĕтне Хĕл Мучи çывăх вăхăтра пурнăçласса шанать, кĕтет вăл.
— Эпĕ Хĕл Мучине мĕн пĕчĕкренех ĕненетĕп. Тăватă çулта чухне вăл манăн пĕрремĕш ĕмĕте пурнăçларĕ — коньки парнелерĕ. Калама çук савăннăччĕ ун чухне. Пăр çинче те кĕске вăхăтра ярăнма вĕрентĕм, халĕ те çав коньки упранать-ха, — каласа кăтартрĕ Юля.
Уявăн чи кĕтнĕ саманчĕсем Çĕнĕ çулăн асамлă чăрăшне Хĕл Мучипе çутни тата тÿпери илемлĕ салют пулчĕç. Ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ киле кайма васкамарĕç, каçченех савăнчĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.