Archive - Oct 2017

юпа 23rd

Хам та хаçатра ĕçлетĕп пулин те — апла тăк, вулакана çĕнĕ хыпарсене пĕлтерсех тăратпăр — МИХ ытти хатĕрĕпе кăсăклансах паллашатăп. Кашни çĕнĕлĕхе тÿрех пĕлсе çитме май çук, пушшех те — федераци шайĕнчи саккунсене. Малтан вĕсене Мускаври МИХсем пĕлтереççĕ, эпир вара хамăрăн вулакан патне çитеретпĕр. Ирхине кофе е чей ĕçнĕ май центрти телеканалсене пăхасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Шăпах вĕсен хыпарĕсемпе паллашнă май пуçра шухăш тĕвĕленчĕ: ара, ырăлăх налукĕ пулмасть-и вара ку? Ман шухăш тележурналистка патне туххăмрах “çитрĕ” курăнать.

юпа 21st

юпа 20th

20 Oct, 2017 | Хыпар | Спорт | Турнир

Ун пирки хĕрарăмсенчен пĕрремĕшĕ теççĕ. Вăл — 2002 çулта Раççей чемпионачĕн пирвайхи çĕнтерÿçи. Пирĕн çĕршыври кире пуканĕ йăтакан хĕрсенчен РФ спорт мастерĕн нормативне чи малтан пурнăçланă.

20 Oct, 2017 | Хыпар | Культура | ЧНК

Кăçалхи юпа уйăхĕнче Чăваш наци конгресĕ ĕçлеме тытăннăранпа 25 çул çитрĕ. Çак сăлтава тĕпе хурса Чăваш наци телекуравĕ «Хыпарçăсем» кăларăм ÿкернĕччĕ. Унта ЧНК президенчĕ Н.Ф.Угасловпа унăн пĕрремĕш вице-президенчĕ В.Л.Клементьев, конгресăн ытти хастарĕ те хутшăннăччĕ. «Хыпар» хаçатăн эсир çак вăхăтра аллăрта тытакан номерĕнче телекăларăмăн хăш-пĕр саманчĕпе паллаштаратпăр.

«Çĕр ĕçченĕн лайăх канма май пулсан уй-хир çум курăкпа хупланмĕ», — тенĕ авалхи Китайра. Республика ертÿлĕхĕ те, вырăнти влаçра ĕçлекенсем те çакна асрах тытаççĕ. «Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри ялти клубсене юсаса çĕнетес ĕç малалла пырать.

Çĕнĕ клуб уçăласса кĕтеççĕ

Муркаш районĕн тĕп больницине «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курса 27 çамрăк ĕçлеме вырнаçнă. 1 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнисен йышĕнче пĕлтĕр «Республикăри чи ăста çамрăк тухтăр» ята тивĕçнĕ Александр Григорьев та пур.

Пирĕнтен кашни — пассажир, çăмăл автомобиль хуçисемсĕр паллах: эрне варринче ĕçе васкатпăр-и е киле таврăнатпăр-и, канмалли кунсенче тăван яла е сад-пахчана пуçтарăнатпăр-и — чарăнура общество транспортне кĕтетпĕр.

Pages