Комментари хушас

20 Юпа, 2017

Ĕç тухăçлăхне ÿстерме хушнă

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви «Хыпар» хаçата çапла хуравлать.

Шупашкарти троллейбус управленийĕ электричество транспортне 18 маршрутпа çÿретет. Шупашкарти пассажирсен çул çÿревĕн 61,8% тивĕçтерет. 2016 çулта 62,9 млн, кăçалхи 8 уйăхра 41 млн /иртнĕ çулхи çав хушăри кăтартăвăн 99,2%/ çынна кирлĕ çĕре илсе çитернĕ. Управленирен пĕлтернĕ тăрăх — унта ĕçлекенсен умĕнчи шалу парăмĕ çук. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне электроэнерги парăмĕ 165,8 млн тенкĕ пулнă. Хула администрацийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — парăм сăлтавĕсенчен пĕри электроэнерги тарифĕ пысăкланса пынипе çыхăннă. Тĕп хула администрацийĕ çул çÿрев тарифне 2017 çулшăн çирĕплетнĕ чухне электроэнерги хакне пĕлтĕрхинчен 12,9% пысăклатса кĕртме пăхнă. Кăçалхи 8 уйăхра вара ăна 23,3% ÿстернĕ.

Хула администрацийĕ тата управлени троллейбус хуçалăхĕн ĕçне 2017-2019 çулсенче ÿсĕм çулĕпе аталантармалли план хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăйсене оптимизацилемелле, тăкака пĕчĕклетмелле, тупăш ытларах ĕçлесе илмелле.

Пассажирсен ыйтăвне хулара троллейбуссемпе татса парасси социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулнине тĕпе хурса ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ертсе пынипе темиçе канашлу та ирттернĕ. Администрацие — управлени йĕркелÿçине — «Чувашская энергосбытовая компания» АО умĕнчи парăма пĕтерессишĕн троллейбусçăсене пулăшма сĕннĕ.

2017 çулта Шупашкар хыснинчен вĕсене 24,999 млн тенкĕ куçарса панă, ăна асăннă парăма татма янă. Управление хыснаран укçа хушса парас ыйтăва хула бюджетне кăçал тепре улшăну-хушу кĕртнĕ чухне пăхма пултарĕç.

Управлени компанирен парăма реструктуризацилеме темиçе хутчен те ыйтнă. Хальлĕхе вĕсем килĕ-шсе татăлайман. Управлени банксенчен кивçен пама пĕрре çеç мар ыйтнă. Вăл тăкаклă ĕçленĕрен ыйтăвне тивĕçтермеççĕ. Управлени 2014-2015 çулсенче çăмăллăхлă йĕркепе çул çÿрекен пассажирсене турттарса пулнă тăкака хыснаран саплаштарма 187 млн тенкĕ ыйтать. Çав тĕллевпе ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă. Халĕ ларусем иртеççĕ.

Компани асăннă судран управлени панкрута тухнă тесе йышăнма ыйтать. Троллейбусçăсенчен электроэнергишĕн 157,6 млн тенкĕ шыраттарса илесшĕн. Хальлĕхе тавăçа производствăна илни, ăна хăçан тишкерме пуçласси паллă мар.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.