Archive - Oct 2017

юпа 17th

Етĕрне районĕнчи Сарьялти Борис Помощникова иртнĕ ĕмĕрте КПССа кĕме темиçе хутчен те сĕннĕ. Анчах вăл парти ретне тăма килĕшмен. Мĕншĕн?

Пирĕнтен кашниех электроэнергипе, шывпа, газпа тата пурнăçа хăтлăрах тума май паракан ытти ресурспа куллен усă курать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн вара пурте вăхăтра тÿлеме васкамаççĕ. Çакă тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратать.

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чĕмпĕрте Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк маршручĕ» туризм премийĕн çĕнтерÿçисене палăртнă.

Унта Атăлçи тата Урал округĕсенчи 16 регион представителĕсем хутшăннă. Конкурса 148 проект тăратнă. Чăваш Ен чысне «Ясна» этнокомплекс хÿтĕленĕ. Туризм организацийĕ хатĕрленĕ «Авалхи чăвашсен асамлă уçланки» маршрут «Чи лайăх этнографи маршручĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм Раççейри туризм премине тивĕçнĕ.

 

17 Oct, 2017 | Хыпар | Спорт | Турнир

«Кире спорчĕ чăтăмлăха тата ытти пахалăха аталантарать. Спортпа туслă çын пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвать, çав шутра – бизнесра та, политикăра та», – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн президенчĕ Юрий Попов кире пуканĕ йăтакансен республикăри VI уçă турнирне уçнă май.

юпа 16th

Pages