Archive - Oct 2017

юпа 26th

Положение о розыгрыше

среди подписчиков газеты «Хыпар»

АУ «Издательский дом «Хыпар» Мининформполитики Чувашии

на первое полугодие 2018 г.

 

Ташă мĕн авалтан этемлĕхĕн пĕрремĕш «чĕлхи» шутланнă. Тĕрлĕ хусканура ĕлĕкхи çынсем туйăмне палăртма пултарнă. Ташă — чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви пулнине çакăнтанах пĕлетпĕр. Ахальтен мар вăл культурăн, тĕнĕн, воспитанин пĕр пайĕ пулса тăнă.

Чулхулара çĕнтернĕ хыççăн

Чăваш е узбек хĕрĕ тетĕр-и Низора Абдуназарова тенине илтсессĕн? Узбек ячĕллĕ хĕр пĕрчи чăвашла калаçать. "Тен, сана вырăсла калаçма меллĕрех?" — тесе ыйтсассăн чăвашла калаçма çăмăлрах пулнине пĕлтерчĕ.

Пире пурне те кăсăклантаракан, юрри-ташшипе илĕртекен тата нумай интереслĕ йăла-йĕркепе пуян Инди çĕршывĕ çинчен пĕлес килет-и? Пирĕн рубрикăн паянхи хăни Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Соня Сингх.

Пăхаттир пек çынсем ĕлĕкех хисепре пулнă. Ун чухне каччăсемпе арçынсем йывăр чул йăтса хул-çурăмне çирĕплетнĕ. Халĕ пирĕн çĕршывра кире пуканĕн спорчĕ анлă сарăлнă. Спортăн çак тĕсĕ халсăррисем валли мар: вăл вăя çеç мар, чун çирĕплĕхне те тĕрĕслет. Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Унта опытлă спортсменсем, çăмăлах мар çул çине тин çеç тăнисем пуçтарăнчĕç. Чăваш Ене 12 регионти 150-а яхăн пăхаттир çитрĕ.

Pages