Archive - 19 Юпа, 2017

19 Юпа, 2017

Тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленеççĕ

Астрономири Сириус — каçхи тÿпери чи çутă çăлтăр. Сочири Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ центрне ахальтен мар «Сириус» ят панă. Кунта çĕршыври чи çивĕч ăслă ачасене пуçтараççĕ.

19 Юпа, 2017

Каçсерен кÿршĕ харлаттарни илтĕнмест

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи «Сапожников урамĕ» чарăнури икĕ хутлă бараксене 60 çул каялла хăпартнă. Çул хĕрринчех ларнăран-ши — кивĕ, тĕссĕрленнĕ йывăç çуртсене ниепле те асăрхамасăр иртме çук.

19 Юпа, 2017

Халăх участковăйĕ — Сĕнтĕрвăрринчен

Вĕсен служби йывăр та хăрушă. Сăмахăм, полици ĕçченĕсем пирки. Ĕçĕ ансат мар пулин те йĕрке хуралĕнче хĕрарăмсем те вăй хураççĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

19 Юпа, 2017

Хаçат ăмăртăвĕнче паллашса çемье çавăрнă

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» йĕркелекен турнира Раççейри чылай регионтан килеççĕ. Самара хулинче пурăнакан Джанитăпа Олег Щербинсем çак ăмăртăва пĕрре те сиктермеççĕ. Вĕсем шăпах «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнирта паллашнă та çемье çавăрнă.

19 Юпа, 2017

Туйччен 3 кун юлсан савни тухса тарнă

27-ри Евгений Кудряшов 6 ачаллă, хăйĕнчен 8 çул аслă Екатерина Ивановăпа пурнăçне çыхăнтарма хăраман. Кăçал мăшăрăн ывăл çуралнă.

Тарăнвар