Хаçат ăмăртăвĕнче паллашса çемье çавăрнă
Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» йĕркелекен турнира Раççейри чылай регионтан килеççĕ. Самара хулинче пурăнакан Джанитăпа Олег Щербинсем çак ăмăртăва пĕрре те сиктермеççĕ. Вĕсем шăпах «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнирта паллашнă та çемье çавăрнă.
Джанита Щербина /хĕр чухнехи хушамачĕ Павлова/ кире пуканĕн спорчĕпе шкул саккинченех туслă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне Михаил Петров тренер ăна тренировкăна пырса курма сĕннĕ. Хĕрача унта кайнă та ку ăна килĕштернĕ. Михаил Васильевич та хавхалантарнă: «Çанă тавăрса ĕçлемелле». Унтанпа Джанита — помост çинче. Унăн шухăшĕпе, тренер пулăшни, вăл кирек мĕнле çивĕч ыйтăва та татса пама пултарни ăна тĕрĕс çул çине тăма май панă. Михаил Васильевич вĕренекенĕсене яланах ырă сăмахпа хавхалантарать, вĕсене тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнтарма тăрăшать. Хăй халĕ те кире пуканне çĕклеме пăрахмасть-ха.
— Спортăн çак тĕсĕпе туслашсан çывăх çынсем, тăвансем ÿпкелешме тытăнчĕç, спортран кайма ыйтрĕç. Темĕн те илтме тиврĕ. Анне тренировкăсене ярасшăн марччĕ, «Ку спорт хĕрсем валли мар, кайран амăшĕ пулаймастăн», — тетчĕ. Тренер ÿкĕте кĕртрех, веçех йĕркеллĕ пуласса шантарчĕ. Чи кирли — хăрамалла мар. Амăшĕ те пултăм. Халĕ пирĕн пĕчĕк Владимир çитĕнет, — спорт тĕнчине епле килни çинчен каласа кăтартрĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕскер.
Санкт-Петербургри аграри университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра та спортпа туслă пулнă вăл. 5 çул каялла «Хыпар» хаçат турнирĕнче Джанита пулас мăшăрĕпе паллашнă. Ростов облаçĕнчи Привольный поселокĕнче çуралса ÿснĕ Олег Щербин кире пуканĕн спорчĕпе çар институтĕнче паллашнă. Ун чухне вăл 2-мĕш курс студенчĕ пулнă. Ытти каччă медаль, кубок çĕнсе илнине курнăскер кире пуканне йăтса пăхнă та çакă кăмăлне кайнине ăнланнă. Ростов облаçĕнчи Новочеркасск хулинче вĕреннĕскер кайран Ульяновск хулинче службăра тăнă.
— «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта Олег ман пата пырса сăмах хушрĕ. Кайран интернетра шыраса тупрĕ. Унпа тăтăшах çырăнаттăмăр, телефонпа калаçаттăмăр. Час- часах тĕрлĕ ăмăртура тĕл пулаттăмăр. Паллашнă хыççăн 9 уйăхран тăвансене кĕрекене пухса туй кĕрлеттертĕмĕр. Çемье чăмăртасан тепĕр çултан мăшăра Самара хулине куçарчĕç. Халĕ вăл — аслă лейтенант, инструкторсен взвочĕн командирĕ, — малалла калаçрĕ 26 çулти хĕрарăм.
Джанита ывăл çуратнă хыççăн декрет отпускĕнче 2 çул ларнă. Унтан ăна çар службине чĕннĕ. Халĕ телеграфистра тăрăшаканскер кĕçĕн сержант званине тивĕçнĕ. Хĕрарăмсен ĕç графикĕ урăхларах, анчах вĕсен те ыттисем пекех строя тăма тивет. Вĕсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри — ачасене садикрен е шкултан илсе килесси, упăшки киле таврăниччен тутлă апат пĕçересси. Джанита ачипе ларнă вăхăтра та спорта пăрахман. Володя çуралсан 3 уйăхран вăл Чăваш Ен кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă. Çав хушăра пепки кÿмере выртнă. Джанитăна мăшăрĕ яланах пулăшса пырать, час-часах ывăлне пăхать.
Щербинсем çар çыннисем пулнăран кашни кун «кил — ĕç» графикпе пурăнаççĕ тесе шухăшланăччĕ. Пĕртте ун пек мар. Спортпа туслă çемье Раççей, Европа шайĕнчи ăмăртусене сиктермест. Иртнĕ эрнере вĕсем Самарта иртнĕ Раççей Хĕç-пăшал çарĕсен чемпионатне хутшăнса хăйсен виçе кате-горийĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Канмалли кунсенче вара Чăваш Ене çитсе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ турнирта пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине тăнă. Щербинсем «Хыпар» турнирне хутшăнма тĕплĕн хатĕрленнĕ. «Сире Раççейре çитекенни çук та пулĕ?» — тесе ыйтсан Джанита çапла хуравларĕ: «Хамăн категорире эпĕ Раççейре — иккĕмĕш». Вăл 24 килограмлă кире пуканне 10 минутра 182 /!/ хут çĕкленине пĕлсен чăннипех те тĕлĕнтĕм. Мăшăрĕн Олегăн чи пысăк çитĕнĕвĕ — икĕ енлĕ тупăшура 213,5 очко çĕнсе илни. Ывăлĕ Володя та çывăх çыннисенчен юласшăн мар: пĕчĕкскер 500 грамм таякан кире пуканне çĕклет. Щербинсен çемйинче тепĕр чемпион çитĕнессе шанас килет!
— Мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн вăхăт çукпа пĕрех. Ĕçре спортзалта тренировка тумашкăн 2 сехет уйăраççĕ. Кире пуканне пĕрлех илсе çÿретпĕр эпир. Канмалли кунсенче çемйипех спортзала çул тытатпăр. Ăмăртусене пĕрле çÿретпĕр. Манăн йăмăк Августина та кире пуканĕн спортне кăмăллать. Кăçал спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ, — пĕлтерчĕ мăшăрĕ пекех тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Джанита. Мăшăршăн çĕнсе илнĕ пур награда та хаклă, вĕсемшĕн тар нумай тăкнă-çке-ха...