Ирина КОШКИНА. ЩЕРБИНСЕН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

19 Юпа, 2017

Хаçат ăмăртăвĕнче паллашса çемье çавăрнă

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» йĕркелекен турнира Раççейри чылай регионтан килеççĕ. Самара хулинче пурăнакан Джанитăпа Олег Щербинсем çак ăмăртăва пĕрре те сиктермеççĕ. Вĕсем шăпах «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнирта паллашнă та çемье çавăрнă.