Тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленеççĕ

19 Юпа, 2017

Астрономири Сириус — каçхи тÿпери чи çутă çăлтăр. Сочири Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ центрне ахальтен мар «Сириус» ят панă. Кунта çĕршыври чи çивĕч ăслă ачасене пуçтараççĕ. Шупашкарти 44-мĕш лицейра 7-мĕш «д» класра вĕренекен Кирилл Красновпа Юлия Каунова «Сириусра» пĕлĕвне тарăнлатма тивĕçнĕ. Вĕсем тĕрлĕ олимпиадăра çĕнтернĕ. Республикăра математикăпа иртекен олимпиадăра вĕсем 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех 7-мĕш класс программин заданийĕсене пурнăçласа малти вырăнсене йышăннă. Мĕнле-ха капла? Çак предмет пиртен чылайăшĕшĕн чи йывăрри шутланни вăрттăнлăх мар-çке.

 

«Сириусра» çĕннине нумай вĕреннĕ

Ку лицейри классем уйрăм предмета тарăннăн вĕреннипе уйрăлса тăраççĕ. 7-мĕш «д» класа математикăна юратакансем пуçтарăннă. Класс ертÿçи Елена Михайлова вĕренекенсене ку предмета ăса хывма мĕн чухлĕ вăй хуни каламасăрах паллă. Класра 6 отличник, ыттисем пурте ударник. Вĕсем урокра çеç мар, тăхтав вăхăтĕнче те задача-пример шутласа доска умĕнчен кайманни мана пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр савăнтарчĕ.

— Ачасене питĕ юрататăп, пĕрне те уйăрмастăп. Пурте тăрăшса вĕренеççĕ. Эпĕ вĕсемпе питĕ кăмăллă. Доска умĕнче ĕçлессишĕн алă çĕклесе çеç лараççĕ. Пĕр мероприятие те сиктермеççĕ, халех 8-мĕшсемпе ăмăртса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Маттурсем! — чунне уçрĕ Елена Александровна.

Кирилпа Юльăна Сочине арçын ачан амăшĕ Ирина Краснова илсе кайнă. Вĕсем Шупашкартан авăн уйă- хĕн 31-мĕшĕнче çула тухнă. «Сириусра» ачасем пĕр уйăх вĕреннĕ. Адлер хулинче вырнаçнăскер ачасене вĕренÿсĕр пуçне тĕрлĕ мероприятипе илĕртнĕ. Спорт лапамĕнче пулса Канада хоккеисчĕсем вылянине, паллă фигуристсем ярăннине курса киленнĕ. Дельфинарире пулни те аса илÿсен «арчине» пуянлатнă ахăр. Вĕсем унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннисемпе туслашнă. Раççейри паллă ăсчахсен занятийĕсенче пĕлĕвне тарăнлатнă Юлия Кауновăпа Кирилл Краснов.

— Чи лайăх преподавательсемпе олимпиадăра тĕл пулакан йывăр задачăсене шутларăмăр. Ку вĕренÿ центрĕнче çĕннине нумай пĕлтĕмĕр тесе шухăшлатăп. Халĕ класра хамăр опыта, «Си-риусра» вĕреннĕ темăсене, ыттисемпе сÿтсе яватпăр. Малашне олимпиадăсенче çĕнтерме çăмăлрах пулĕ тесе палăртрăм. Мĕншĕн тесен унта чăнах та тарăннăн вĕрентеççĕ.

Биологи наукисен докторĕн, паллă профессорăн Татьяна Черниговскаян лекцийĕсене итлеме май пулнишĕн те питĕ савăнтăм. Эпĕ ăна хальччен телекуравпа кăна палланă. Халĕ вара тĕл пулса калаçма та май килчĕ. Астрономи, грамматика вĕренме те килĕшрĕ. Унсăр пуçне эпир унта нумай юлташсем тупрăмăр. Вĕсем тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ, — каласа кăтартрĕ Юля.

Путинпа тĕл пулнă

— 6-мĕш класра шкулти олимпиадăра çĕнтерсен республика шайĕнчине 7-мĕш класс программипе хутшăнтăм. Унта та çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Çавăн хыççăн «Сириуса» хутшăнмашкăн 5-ĕн олимпиада турĕсем витĕр тухрăмăр — иккĕн çĕнтертĕмĕр. Мана ку центрта питĕ килĕшрĕ. Раççейри паллă ăсчахсен вĕрентĕвне ăса хывнисĕр пуçне çĕршыв Президентне Владимир Путина тата çĕршывăн тĕп хулин мэрне Сергей Собянина курни асра юлчĕ. Вĕсем унта хоккей матчне килнĕччĕ. Уншăн эпĕ питĕ савăнтăм, — «Сириусри» ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Кирилл Краснов.

— Владимир Владимировича курсан малтанах ĕненмерĕм. Чунра савăнăç хуçаланчĕ. Тинех куртăм-çке. Вăл килессе пире малтан пĕлтерменччĕ те ăнсăртран унпа тĕл пулни пысăк телей пулчĕ, — чунне уçрĕ Юля.

Вĕрентÿ центрĕнче ачасем тĕрлĕ енпе — гуманитари, биологи, математика тата ытти те — пĕлÿ илеççĕ. Каçсерен ачасем командăсене пайланса тĕрлĕ вăйă вылянă, пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашма ăнтăлнă. Унта 600 шкул ачи «Манăн «Сириус» сочинени çырнă. Юлия Каунова вĕренÿ центрĕ çинчен шухăшĕсене палăртса сочиненире чунне уçнă та — çак конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Савăнăçне пайлама вăл тÿрех ашшĕ- амăшĕ, класс ертÿçи — математика вĕрентекенĕ Елена Александровна патне шăнкăравланă.

— Çĕнтерÿçĕ ятне ăнсăртран илтрĕм, куншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Сочиненире эпĕ хамăрăн отряд, вожатăйсем, занятисем çинчен, «Сириус» пирки шухăшăма тĕплĕ уçса пама тăрăшрăм, — савăнăçне вулакансемпе пайларĕ Юлия.

Кирила 3D моделировани кăсăклантарать. Шкултан вĕренсе тухсан вăл программист специальноçне алла илесшĕн. Юля та çитĕнсен профессине математикăпа çыхăнтарма çирĕп тĕллев тытнă. «Сириусра» пулнă хыççăн вăл кун пирки пушшех те иккĕленмест. Унăн халĕ çак предметпа иртекен мероприятисене татах та татах хутшăнас кăмăлĕ ÿснĕ. Вĕрентÿ центрĕнче пушă вăхăт пулманнипе пĕрех, çавăнпа тăван килшĕн тусăхласа та ĕлкĕрейменнине палăртрĕ Юля.

Вĕренĕвĕн юлашки кунĕсенче математика уйрăмĕнчи шкул ачисем пĕлĕвне çирĕплетес тĕллевпе зачет тытнă. Кирилл Краснов унта та маттуррисен йышне кĕнĕ. Сăмах май, 7-мĕш «д» класра вĕренекенсен çурри Мускаври физикăпа техника институчĕ çумĕнчи ЗФТШра дистанциллĕ майпа вĕренет. Вĕсен йышĕнче Кирилл та. Мускав патшалăх университечĕ йĕркеленĕ «Математика уявĕнчи» олимпиадăра 6 пин ытла вĕренекен хушшинче Кирилл 8-мĕш класс программипе иккĕмĕш вырăн йышăнса ашшĕ-амăшне, тантăшĕсене тĕлĕнтернĕ.

Юльăпа Кирилл çак предметпа иртекен Норден, Широков турнирĕсенче хăйсене тĕрĕслеме тăрăшаççĕ. Малалла талпăнма пĕчĕкренех хăнăхнăскерсем тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленеççĕ.

Туслă класс

Елена Александровнăн класĕнчи ачасем республикăра математикăпа иртекен пĕр олимпиадăран та юлмаççĕ. Миша Мефодьев, Саша Афанасьев, Андрей Петров, Женя Филиппов, Тимур Портнов, Никита Андреев, Дима Александров, Ваня Ермошин маттуррисен йышĕнче. Ку класра çирĕп туслăх хуçаланать. Ахальтен мар кашнин кăкăрĕ çинче «Пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн» паллă ялкăшать. Пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентсе ÿстерет вĕсене класс ертÿçи. Пушă вăхăтра вĕсем канма та пĕлеççĕ. Шкулти тĕрлĕ кружока çÿреççĕ. «Мана математика нихăçан та ывăнтармасть», — терĕ Юлия Каунова. «Математикăра эпĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулманпа пĕрех», — Кирилл çак предмет пирки çапла калани тĕлĕнтерчĕ.

Елена Александровнăн класĕнчен вĕренсе тухнă ачасен йышĕнче МПУна бюджет майĕпе вĕренме кĕнисем те пур. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.