- Чăвашла верси
- Русская версия
Чи çирĕп мускуллă пике
Савăнăçлă та тĕлĕнмелле хыпар пĕлтĕм!
Нумаях пулмасть Мускавра бодибилдерсен хĕрÿ тупăшăвĕ иртнĕ. Унта Шупашкарти Кристина Белова та хутшăннă. Раççейри 500 спортсменран пирĕн ентеш 1-мĕш тухнă! Вăйлă-ă-ă! Виçĕ куна тăсăлнă чемпионатра хĕрĕн чылай тар тăкма тивнĕ.
Кристина — тренер. Вăл унччен те бодибилдинг енĕпе ăмăртнă. Кăçал Самар облаçĕнче Body Fitness категорире чемпион ятне тивĕçнĕ, Тутарстанра вăй виçсе «бронза» çĕнсе илнĕ. Пике пилĕк çул каяллах мышцăсене çирĕплетме, кĕлеткене пиçĕхтерме тытăннă. Пĕлтĕртенпе вăл ăмăртусене хутшăнать. «Тренажер залне кĕлеткене йĕркене кĕртес тĕллевпе килтĕм. Ун чухне эпĕ дизайнерта ĕçлеттĕм. Ăмăртма шухăшламастăм та, кайран тренировкăсем кăмăла кайнине туйрăм, тренажера пăрахмарăм. Пĕлтĕр çуркунне Чăваш Енĕн вице-чемпионкин ятне тивĕçрĕм», — каласа кăтартнă Кристина мускулĕсемпе вылятса. Ку çитĕнÿ хыççăн Кристина тренерта тăрăшма пуçланă. Мускаври чемпионата хутшăнас тесе вăл сакăр уйăх хатĕрленнĕ. Тимĕр гантельсене çăмăллăнах çĕклеме пултараканскер тренер тивĕçĕсене пурнăçласси çăмăл маррине пĕлтернĕ. «Хăйсене лайăх енне улăштарма тĕллевленĕ пикесене тÿрех тренировкăсене пуçăнма сĕнетĕп. Кайрана хăварсан каю шăтать. Хăвăрта иккĕленетĕр тĕк эпĕ сире пулăшăп», — çапла каланă фитнес-тренер. Вăл тепĕр çул иртекен Раççей чемпионатне те хутшăнас тĕллевлĕ.
Комментари хушас