Archive - Oct 2017

юпа 19th

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» йĕркелекен турнира Раççейри чылай регионтан килеççĕ. Самара хулинче пурăнакан Джанитăпа Олег Щербинсем çак ăмăртăва пĕрре те сиктермеççĕ. Вĕсем шăпах «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнирта паллашнă та çемье çавăрнă.

27-ри Евгений Кудряшов 6 ачаллă, хăйĕнчен 8 çул аслă Екатерина Ивановăпа пурнăçне çыхăнтарма хăраман. Кăçал мăшăрăн ывăл çуралнă.

Тарăнвар

юпа 18th

Кишĕре кĕркунне кăларасшăн мар, çуркуннеччен йăран çинчех хăварасшăн. Кун пек шанмасть. Иртнĕ çул та çапла туса пăхрăм. Анчах хĕл каçа вăл сахал упраннă. Йăрана çиелтен хупламаллаччĕ-ши? Кишĕр аврине кассан е касмасан лайăхрах? Хаçатра кун пирки çырса кăтартаймăр-ши?

Геннадий ИЛЬДЕНЕЕВ, пенсионер.

Улатăр районĕ, Суйкăн ялĕ.

Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнчи Владимир Волков килĕнче музей йĕркеленĕ. Сăваплă çак ĕçе пуçăнма виçĕ хутчен пикеннĕ вăл. Юлашкинчен тинех хăйĕн тĕллевне пурнăçланă.

«Арчана 25 çултан уçăр…»

Валентина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Пире сĕте сутăн илмелли хаксем пĕчĕкки пăшăрхантарать. Литрĕшĕн 17 тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче вара 20-23 тенкĕ пулнă.

Красноармейски районĕнче пурăнакансем.

Вăрмар районĕнчи «АгроРесурсы» пĕрлешÿ хăмла туса илет кăна мар, ăна тирпейлет, пĕрчĕлесе сутать. Предприяти «симĕс ылтăн» пулăшнипе аталанать, тупăш илет. Анчах мĕншĕн çак культура чылай хуçалăхшăн хушма çĕклем пулса тăчĕ? Çивĕч ыйтăва «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕпе Юлия Кисенкăпа хускатрăмăр.

Лариса НИКИТИНА.

юпа 17th

Лука хĕрĕ Анфиса хитре хĕр пулса çитĕнчĕ. Çамрăксен хушшинче вăл чиперлĕхпе кăна мар, ĕçченлĕхпе те палăрчĕ.

Анфисăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинчеччĕ. Тырă вырнă чухне те, авăн çапнă çĕрте те малтисен ретĕнчеччĕ вăл. «Анфис пек тăрăшсан пурте ĕлкĕрсе пыма пултараççĕ», — тетчĕ колхоз бригадирĕ Митрофан Шатаев. Аслисем ĕçре чухне Анфиса йышлă çемье валли апат пĕçернĕ. Пĕчĕклех амăшĕпе пĕрле вăрмана вут-шанкă турттарма çÿренĕ.

Pages