Archive - Юпа 2017

юпа 16th

16 Юпа, 2017

Хапăл тăвăр йыхрава!

Чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» çуллен ирттерекен ăмăрту — Кире пуканĕ йăтакансен пĕтĕм Раççейри турнирĕ — тимĕр вăййин тусĕсене çитес вăхăтрах черетлĕ хутчен пухĕ.

Хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан тупăшу кăçал юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова çирĕплетнĕ. Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Питĕрте пурăнать.

юпа 13th

13 Юпа, 2017

Спортран – ăслăлăха

Спорта наука мелĕсемпе тĕпчесси çăмăл ĕç мар. Çавăнпах çак ĕçе пуçăнакан пирĕн хушăра нумай мар. Вĕсенчен пĕри — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлекен Владимир Симень. Пултаруллă преподаватель кире пуканĕн спорчĕн уйрăмлăхĕсене тишкерсе ăна ăслăлăх чĕлхине куçарать.

13 Юпа, 2017

Троллейбуссем рейса куллен тухчăр

Шупашкарти троллейбус управленийĕн электроэнергипе тивĕçтерекен компани умĕнчи парăмĕ 2015 çулта 20 миллион тенкĕ пулнă.

Унтанпа вăл пысăклансах пынă, 162,5 миллион тенке çитнĕ. Электроэнерги парса тăракан предприяти çак уйăхăн 4-мĕшĕнче ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă, çав заявленире троллейбус управленийĕ панкрута тухнă тесе йышăну кăларма ыйтнă.

13 Юпа, 2017

Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Университетра 46 çĕршыв çамрăкĕсем ăс пухаççĕ

Ÿссен кам пуласси пирки пирĕнтен кашниех пĕчĕк чухнех пуç ватма тытăнать. Аслă классенче хамăр каяс вĕренÿ учрежденине суйлама пуçлатпăр. Пĕрисем ют хулана талпăнаççĕ, теприсем тăван республикăрах юлаççĕ.

юпа 12th

Pages