Комментари хушас

13 Юпа, 2017

Çĕнни патне ăнтăлни çитĕнÿсем тума пулăшать

Чăваш Енре пурăнакансенчен нумайăшĕ патшалăх пулăшăвĕсене Нумай функциллĕ центрсенче НФЦ илме хăнăхрĕ: вĕсенче меллĕ тата чылай ыйтăва пĕр вырăнтах татса пама май килет. Специалистсем те кашнинех тимлĕн итлеççĕ, вăл е ку саманта тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Шупашкарти Нумай функциллĕ центрăн граждансемпе юридици сăпачĕсене йышăнакан пайĕн тĕп специалисчĕн Елена Юшинăн ĕçĕпе те çынсем кăмăллă.

Ыйтусене хăвăрт татса парать

Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кăçал «Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрекен чи лайăх нумай функциллĕ центр» конкурсра «НФЦн универсаллă чи лайăх специалисчĕ» ята тивĕçнĕ. Елена Юрьевна ку учрежденире 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнченпе вăй хурать. Елена Юшина хăйĕн ĕçне питĕ юратать, тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлать. «Пирĕн коллектив туслă, эпир кирлĕ чухне яланах пĕр-пĕрне пулăшатпăр», — тет вăл.

Паянхи кун Шупашкарти НФЦ халăха 187 тĕрлĕ пулăшу кÿрет. «Нумайăшĕ куçман пурлăх правине регистрацилес, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна илес, тĕрлĕ пособие тивĕçес тĕллевпе заявлени çырас, пĕчĕкскере пропискăна тăратас тесе килет. Пĕтĕм пулăшăва хаваспах кÿретĕп, çапах Росреестрăн пулăшăвĕсем чуна çывăхарах», — йăл кулчĕ Елена Юшина.

Центр директорĕ Алексей Черкасов палăртнă тăрăх — Росреестр паракан пулăшусем чи кăткăссисем шутланаççĕ: мĕншĕн тесен ун пек чухне икĕ ене /туянакана тата сутакана/ калаçса татăлмашкăн майсем туса памалла, унсăр пуçне документсен калăпăшĕ питĕ пысăк. Çапах Елена Юрьевнăна йывăрлăхсем хăратмаççĕ. Вăл, Киров облаçĕнче çуралса ÿснĕскер тата юридици пĕлĕвĕ илнĕскер, асăннă хулара кадастр палатинче темиçе çул ĕçленĕ, çавăнпа Росреестрпа çыхăннă ыйтусене уйрăмах лайăх пĕлет.

Елена Юшина улшăнусемпе тата çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах тăрать, министерство- ведомство йĕркелекен семинарсемпе вебинарсене, ытти мероприятие хутшăнать, тавра курăмне анлăлатать. «Манăн тĕллев — лайăхран та лайăх ĕçлесси. Пĕлĕве анлăлатса пымасăр ÿсĕм çулĕ çине тăма май çук. Çавăнпа çыннăн яланах мĕн те пулин çĕннине вĕренмелле», — чунне уçрĕ специалист.

Çакă ăна ĕçре те пулăшса пырать. НФЦ специалисчĕ центра килекенсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе те усă курма хăнăхтарать: вĕсене унта мĕнле регистрациленмеллине кăтартать, «Учетная записе» çирĕплетет, çынсене патшалăхăн вăл е ку пулăшăвне илес тĕллевпе электронлă заявление мĕнле çырмаллине ăнлантарать. Сăмах май, ку порталпа вăл хăй те усă курать: унти тĕрлĕ информаципе кăсăкланать, налук е ытти парăм пурри-çуккине тĕрĕслет.

НФЦра тăрăшакансем сменăпа ĕçлеççĕ. 1-мĕшĕ чухне шăматкун та ĕçе çитмелле вĕсен. 2-мĕш смена чухне вара заявительсене каçхи 8 сехетчен йышăнаççĕ. «Килтисем манăн графика хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ. Вĕсем мана ăнланаççĕ. Пушă вăхăта çемьепе ирттерме тăрăшатăп, тĕслĕхрен, кинотеатра каятпăр е çут çанталăкра канатпăр», — чунне уçрĕ Елена, Чăваш Ене вăл мăшăрĕпе тата икĕ ачипе икĕ çул каялла куçса килнĕ. Хĕрарăм хăйне кунта питĕ килĕшнине пытармарĕ.

Ăста та тăрăшуллă

«Елена Юшина хăйĕн должноç тивĕçĕсене тата пуçлăхсем мĕн хушнине таса чунпа пурнăçлать. Приоритетсене тĕрĕс палăртать, фактсене тĕплĕ тишкерет, çавăнпа хăйĕн ĕçĕнче тĕрĕс йышăнусем тăвать. Питĕ тимлĕ, компетентлă, ăста, тăрăшуллă специалист вăл. Ăсталăхне ÿстерсех пырать, ĕçре кирлĕ норма-право докуменчĕсене лайăх пĕлет. Çынсемпе хăйне тивĕçлĕ шайра тытать. Заявительсен йывăрлăхĕсене ăнланма тăрăшать тата вĕсене ăнăçлă татса парать. Чăн-чăн профессионал», — палăртрĕ центрăн граждансемпе юридици сăпачĕсене йышăнакан пайĕн пуçлăхĕ Наталия Николаева.

«Шупашкарти Нумай функциллĕ центрăн офисĕсем хушшинче кашни кварталтах хамăрăн шалти конкурса ирттеретпĕр. Юлашки 4 хутĕнче те унта Елена Юшина чи лайăх специалист ятне тивĕçрĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ ăна республикăри конкурса хутшăнма сĕнтĕмĕр. Унта та çĕнтерчĕ», — каласа кăтартрĕ НФЦ директорĕн çумĕ Инна Сакмарова.

Пай пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — республика конкурсĕнче специалист юлашки çур çулта миçе заявителе йышăннине, мĕн чухлĕ консультаци панине, ăна миçе хут хавхалантарнине е сăмах тивнине шута илеççĕ, ĕç планне пăхаççĕ. Паллах, конкурса хутшăнаканăн професси ăсталăхне, тавçăрулăхне, НФЦра патшалăх пулăшăвĕсене кÿрес тата çынсемпе пĕр чĕлхе тупас пултарулăхне, халăхпа ĕçлеме кирлĕ ытти пахалăха хаклаççĕ. Елена Юшинăн çак пахалăхсем пурте пур. Вăл республика конкурсĕнче çĕнтертĕм тесе лăпланса лармасть, халĕ те малтанхи пекех лайăх ĕçлет. Тĕслĕхрен, юлашки çур çулта — кăçалхи ака-авăн уйăхĕсенче — тĕп специалист НФЦра 2903 çынна йышăннă, 1063 консультаци панă.

Хальхи вăхăтра Елена Юшина Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх НФЦ» конкурса хутшăнмашкăн документсем хатĕрлет. Ĕçтешĕсем вăл унта Чăваш Республикин чысне тивĕçлипе хÿтĕлессе, хăйпе пĕр центртах ĕçлекен Ольга Чернова пек çĕршыври НФЦсен универсаллă чи лайăх специалисчĕсен йышне кĕрессе шанаççĕ.  Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.