Спортран – ăслăлăха

13 Юпа, 2017

Спорта наука мелĕсемпе тĕпчесси çăмăл ĕç мар. Çавăнпах çак ĕçе пуçăнакан пирĕн хушăра нумай мар. Вĕсенчен пĕри — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлекен Владимир Симень. Пултаруллă преподаватель кире пуканĕн спорчĕн уйрăмлăхĕсене тишкерсе ăна ăслăлăх чĕлхине куçарать.

Чăваш пăхаттирĕ кире пуканĕн спорчĕпе Канаш районĕнчи Сиккасси шкулĕнче вĕреннĕ чухне туслашнă. Пĕрремĕш утăмсем тума ăна физкультура вĕрентекен Николай Агусев /халĕ — Комсомольскинчи спорт шкулĕн тренерĕ/ пулăшнă.

Ачаран спортпа туслă пулнă çамрăк хăйĕн кун-çулне вĕрентÿпе çыхăнтарнă: малтан — Канашри педагогика училищинче, унтан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физкультура вĕрентекенĕн дипломĕсене алла илнĕ. Пултаруллă çамрăка аслă шкулах ĕçлеме хăварнă.

— Андрейпа Алексей Атласкинсемпе пĕрле республика чысне чылай ăмăртура хÿтĕлерĕмĕр. Унтан наградăсемпе таврăнаттăмăр. 1999 çулта Вологда облаçĕнче студентсен хушшинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕм, РФ спорт мастерĕн нормативне тултартăм, — пĕлтерчĕ Владимир Симень. ЧППУ преподавателĕ республикăри турнирсенче те малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен фестивалĕнче чемпион ятне тивĕçнĕ, аслă шкулсен фестивалĕнче мала тухнă. Кире пуканçăсен Пĕтĕм тĕнчери конфедерацийĕ ирттернĕ Европа тата тĕнче чемпионачĕсенчен те çĕнтерÿпе таврăннă вăл. Канаш пăхаттирĕ «Хыпар» хаçат турнирĕнче те хăйĕн вăйне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Сăмах май, кăçал вăл юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Турнира пĕрремĕш хут хутшăнни те асрах-мĕн.

— 1987 çулта пулчĕ ку. Эпĕ ун чухне шкултан вĕренсе тухнăччĕ. Çав çулах салтака каймаллаччĕ. Пире Николай Петрович Кÿкеçе илсе килнĕччĕ. Кире пуканĕсене кăкăр çинчен 35 хут тĕртрĕм. Хаçат турнирне темиçе хут та хутшăнтăм. Çамрăксемпе те тупăшнă, ветерансемпе те вăй виçнĕ. «Хыпар» медалĕ те сахал мар. Халĕ унта манăн вĕренекенсем пултарулăх кăтартаççĕ, — терĕ РФ спорт мастерĕ.

1999 çулта çамрăк преподаватель наука ĕçне пуçăннă, кире пуканĕн спортне тĕпчеме пуçланă. Аспирантурăра вĕренсе тухнă хыççăн, 2004 çулта, педагогика наукисен кандидачĕн диссертацине /наука ертÿçи — педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Герольд Драндров/ хÿтĕленĕ. Владимир Симень — 11 вĕренÿ пособийĕн, 3 монографин, 100 ытла ăслăлăх статйисен авторĕ. Унăн 35 статйи çĕршыври паллă журналсенче кун çути курнă. Кăçал Владимир Симене профессор ятне панă, ЧППУн физвоспитани кафедрин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.

Владимир Симень педагогика университетĕнче 20 çул ĕçлет. Çак тапхăрта вăл чылай спортсмена хатĕрленĕ. Ун патĕнче тĕнче чемпионки Любовь Эллина-Семенова малтанхи утăмĕсене тунă. Хальхи вăхăтра Владимир Петрович патĕнче 13 çамрăк /вĕсенчен виççĕшĕ — хĕр/ ăсталăха туптать. Тĕслĕхрен, Екатерина Иванова чăваш филологи уйрăмĕнче вĕреннĕ вăхăтрах физкультура енĕпе хушма пĕлÿ илет. Муркаш хĕрĕ Пĕтĕм Раççейри тата республикăри турнирсенче пĕрре мар палăрнă. Шупашкарти 27-мĕш шкулта вĕренекен Августина Павлова та /вăл Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралнă/ тренера çитĕнÿсемпе савăнтарнă: 9-мĕш класс хĕрĕ 2015 çулта çĕршыв чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Раççей рекордне çĕнетнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.