Комментари хушас

13 Юпа, 2017

Фермерсен çурма çулта чарăнма ирĕк çук

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Ксения Сумкова хресчен-фермер хуçалăхне 2014 çулта çеç йĕркеленĕ-ха, çапах вăл çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.

Акă кăçал ХФХ ертÿçи «Бизнес-ăнăçу» конкурсăн Пĕтĕм Раççейри тапхăрĕнче «Чи лайăх ял хуçалăх проекчĕ» номинацире çĕнтернĕ. Нумаях пулмасть вăл Раççей агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне» куравĕнчен дипломпа тата бронза медальпе таврăнчĕ.

Ăнăçу вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Ксения Николаевнăпа тĕл пулнă май çак ыйтăвăн хуравне шыранипе пĕрлех фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те тĕплĕнрех паллашас терĕмĕр. — Ксения Николаевна, чи малтанах сире Мускавран наградăпа таврăннă ятпа саламлатпăр. «Ылтăн кĕркунне» курава пĕрремĕш хут хутшăнсах медаль çĕнсе илни — чăнласах та çитĕнÿ.

— Саламланăшăн тавах! Чăнласах, ку курава пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Унта хамшăн çĕннине, кăсăклине нумай пĕлтĕм, çакă малашнехи ĕçре кирлĕ пулĕ. Сумлă мероприятире наградăна тивĕçни савăнтарать, тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Хамăн ĕç пирки калас тăк — 2014 çулта ХФХ йĕркелерĕм. Çемьепе канашларăмăр та — Шупашкар районĕнчи Ойкассинчи юхăннă икĕ фермăна илтĕмĕр. Тĕрĕссипе, вĕсен стенисем çеç пурччĕ. Витесене тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, тăррине витрĕмĕр. Çĕнĕ йышши оборудовани туянса вырнаçтартăмăр. Тĕп цехра чăх усратпăр. Хальхи вăхăтра — 40 пин чăх, вĕсем кунсерен 36 пин çăмарта тăваççĕ. Цехри пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ тата механизациленĕ, çавăнпа чăхсем палăртнă вăхăтра апат çиеççĕ, шыв ĕçеççĕ. Каяша та автомат хăех кăларать. Çăмарта кашни кунах 8-14 сехетсенче ятарлă линипе — 4 яруслăскерпе — склада çитет, ăна унта икĕ çын сортсем тăрăх уйăрать тата маркировка лартать.

Продукцие кондитер фабрикисене, çăкăр завочĕсене ăсататпăр, уйрăм çынсене сутатпăр. КФХ туса илнĕ çăмартана Шупашкарта темиçе çĕрте туянма пулать. Унсăр пуçне райпосемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Продукци сутăнмасăр выртмасть, çавăнпа эпир туянакана яланах паянхи тата пахалăхлă çăмарта çеç сĕнетпĕр.

Производствăна татах анлăлатас тĕллевсем пуррине пĕлтертĕр. Хăш енĕпе-ши?

— 2016 çулта çемье фермисене аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн гранта тивĕçрĕмĕр, унпа тĕллевлĕ усă куртăмăр. Хамăрах юсаса çĕнетнĕ тепĕр витере чăх чĕппи çитĕнтермелли цех тăватпăр. Кунта пĕр талăкри 40 пин чĕп вырнаçаять. Вĕсене 65 кун тата ытларах ÿстерсе çăмарта тумашкăн тĕп цеха куçарăпăр. Паллах, халăха та хăй ыйтнине кура тĕрлĕ ÿсĕмри чĕпсене — 15-20, 60 е 90 кунрисене — сутăпăр. Чĕпсене хамăр валли çитĕнтерсе тăкаксене икĕ хут чакарма май килет. Ку цехра та пĕтĕм ĕçе автоматизацилетпĕр тата механизацилетпĕр. Çĕнĕ йышши оборудование Липецк облаçĕнчен кÿрсе килтĕмĕр. Хальхи вăхăтра витене газификацилес енĕпе ĕçлетпĕр. Ăна кăçал раштав уйăхĕнче хута ярăпăр. Тĕрĕссипе, вăхăт иртнĕçемĕн çăмарта производствин пĕтĕм циклне хамăр патрах йĕркелесшĕн: инкубатор туянса чĕп кăларасшăн, вĕсене ÿстерсе çăмарта тумалли цеха куçарасшăн. Чăх пусмалли цех тăвас, çапла майпа çынсене аш-какай сутас плансем те пур. Тырă управĕ хăпартас, унта типĕтмелли тытăм тăвас килет. Çапла вара тырра хамăрах типĕтĕпĕр.

— Тырă тенĕрен, ăна ăçтан туянатăр?

— Хамăр республикăри хуçалăхсенчен çеçтуянатпăр. Тырă саппасĕ Çĕнĕ çулччен çитет. Чăх-чĕп апатне упрама ятарлă склад пур. Мăшăрăм Роман Александрович, ХФХ управляющийĕ, сире çак складра пĕтĕм компонента уйрăм упрани çинчен каласа кăтартрĕ ĕнтĕ: икĕ бункерта — тулă, тепринче — жмых. Концентрат тумалли хатĕр пур. Комбикорм тăвакан комплекс та хальхи йышши.

— Управляющи ку складри пĕтĕм япалапа хатĕре хăвăр алăпа тунине каларĕ-ха. ХФХри пĕтĕм çын питĕ маттур пулнине палăртрĕ, кунта хăвăрăн «Кулибин» пуррине те пытармарĕ. Хуçалăхра миçе çын ĕçлет?

— 12 çын. Вĕсем пирки ыррине çеç калатăп. Пирĕн ветврач та, энергетик та, инженер та, чăх пăхакансем те, трактористсем те, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансем те пур. Вăтам шалу — уйăхра 15 пин ытла тенкĕ. Тепĕр цеха хута ярсан çĕнĕ ĕç вырăнĕсем татах пулĕç. Тĕпрен илсен, çывăхри ялсенче пурăнакансене ĕçе илме тăрăшатпăр. Условисене лайăхлатса пыма ăнтăлатпăр. Хамăрăн техника та пур: темиçе «Газель», трактор, кран, «ЗИЛ» тата ытти те.

— Сире итлетĕп те — эсир чăхсем пирки питĕ кăсăклă каласа кăтартатăр.

— Çын ĕçленĕçемĕн кунсерен мĕн те пулин çĕннине вĕренсе пырать. Чăхсене сăнама чăнласах кăсăклă. Вĕсем хăйсене пăхакана пĕлеççĕ, цеха ют çынсем кĕрсен вара сисеççĕ те пăлханма пуçлаççĕ. Вĕсен хушшинче те иерархи пур, аслисем çамрăккисене пăхăнтарасшăн — йăлтах çынсенни пек.

— Ксения Николаевна, сире, çамрăк та чипер хĕрарăма, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме йывăр мар-и? Бизнес валли çак отрасле суйланăшăн ÿкĕнместĕр-и? Малалла вулас...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.