Комментари хушас

13 Юпа, 2017

Троллейбуссем рейса куллен тухчăр

Шупашкарти троллейбус управленийĕн электроэнергипе тивĕçтерекен компани умĕнчи парăмĕ 2015 çулта 20 миллион тенкĕ пулнă.

Унтанпа вăл пысăклансах пынă, 162,5 миллион тенке çитнĕ. Электроэнерги парса тăракан предприяти çак уйăхăн 4-мĕшĕнче ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă, çав заявленире троллейбус управленийĕ панкрута тухнă тесе йышăну кăларма ыйтнă.

Управлени парăмĕ мĕншĕн ÿссех пырать-ха? Вăл иртнĕ çулсенче электроэнергишĕн кашни уйăхра тÿлемелли укçан çуррине çеç куçарнă. Компани парăма Арбитраж сучĕ урлă шыраса илессишĕн тавăç темиçе те тăратнă. Суд управленири экономика лару-тăрăвĕ çăмăл мар тесе ун майлă йышăну кăларман. Саккун пуриншĕн те — пĕрре: парăмпа вăхăтра татăлмалла. Судья компание 100 миллион тенкĕ ытла шыраса пама йышăннă. Анчах управлени ăна куçарма васкамасть, ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвне çÿлерехри инстанцисенче пăрахăçлаттарассишĕн кĕрешет.

Энергетиксемпе татăлассине тăсса пынă пирки компани Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуссене темиçе сехетлĕхе электричествăсăр хăварса пăхнă. Паллах, çакă хула халăхĕн пĕр пайне çул çÿреме чăрмантарнă. Çынсем часах влаç органĕсене ÿпкелесе çăхав çитернĕ. Управлени, компани тата вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсем пĕр сĕтел хушшине ларса калаçнă хыççăн парăма татас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар хыснинчен компание 50 миллион тенкĕ куçарса панă. Шупашкар администрацийĕ те унпа татăлма укçа самаях уйăрнă.

Арбитраж сучĕ парăмпа татăлманшăн компание Шупашкарти троллейбуссене электричествăсăр хăварма чарать. Анчах вăл итлĕ-ши? Çак эрнере, ирхине ĕçе кайнă вăхăтра, 11, 14, 19, 20, 22-мĕш троллейбуссем тăршшĕпех çÿреме пăрахрĕç, Пичет çуртне маршруткăпа кайма тиврĕ. «Линипе ток пама пăрахнă», — терĕ троллейбус водителĕ.

Управлени тăкакĕсем пысăкки, коллектив ĕçлесе илекен тупăш вĕсене саплаштарма, çĕнĕ троллейбуссем туянма çитменни çинчен нумай калаçаççĕ. Хула администрацийĕ çуллен 25 троллейбус илсе парка çĕнетме палăртнă. Тĕллеве пурнăçласан йывăр лав малаллах кайĕ. Анчах управление çывăх вăхăтра укçа уйăрасси пирки сăмах пулмарĕ. Администраци 2010-2014 çулсенче 28 троллейбус туянса панă.

Кăçал хулари общество транспорчĕн çул çÿревне пысăк улшăнусем кĕртсе — чылай маршрутри «Газельсен» вырăнне троллейбуссене çирĕплетсе — управление укçа ытларах ĕçлесе илме май туса парассипе çыхăннă ыйтăва хĕрсех сÿтсе яврĕç. Анчах вăл татăлмарĕ. Троллейбуссен ĕç калăпăшне пысăклатса тупăш ытларах ĕçлесе илме пулатех. Маршруткăсемшĕн те кулянмалла мар. Вĕсем республикăри ытти çул çинче укçа тăвайĕç.

Укçа çитсе пыман пирки управленин электроэнергие перекетлеме тивет. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăл хула администрацийĕнчен троллейбуссене юлашки рейссене кăлармасăрах çĕрлехи сменăна вĕçлемешкĕн ирĕк пама ыйтнă. Хăй тытăмлăх органĕнче ку сĕнĕве ырламан, мĕншĕн тесен «Трактор завочĕсем» концерн, ытти предприяти ĕçченĕсем çĕрлехи сменăран килĕсене çĕрле таврăнаççĕ. Апла пулин те Шупашкарта пурăнакан Евгений Васильев каланă тăрăх, «Промтрактор» чарăнуран юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхи 10 сехет хыççăн ларса кайма май килмен — троллейбуссем çÿремен. Хула çыннин ирĕксĕрех такси тытма тивнĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче троллейбус управленийĕн пуçлăхне ĕçрен хăтарма пултарассине аса илтернĕ, предприяти умĕнчи парăма пĕчĕклетессишĕн мĕн кирлине пурне те тума ыйтнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер республика халăхне общество транспорчĕпе тивĕçтерес ыйтупа ирттернĕ канашлура патшалăхпа муниципалитет органĕсене пассажирсен çул çÿревне çирĕп тĕрĕслесе тăма, маршрутсенчи конкуренцие вăйлатма хушнă. Малалла вулас...

 

CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.