Çурта туртса илмен, укçа тÿлеттермен

«Алло! Ырă кун пултăр! Эпĕ сире тав тăвасшăн. Эсир хаçатра çырни пире питĕ пулăшрĕ. Çурта туртса илмерĕç, укçа тÿлеттермерĕç», — пĕр кунхине çакăн пек шăнкăрав йышăнтăм. Канаш районĕнчи Çеçпĕл ял тăрăхне кĕрекен Матьшÿ ялĕнчи Алевтина Макарова пулчĕ ку.

Çак хыпара илтсен редакцийĕпех савăнтăмăр. Апла тăк пирĕн ĕçĕн усси пысăк. Аса илтеретпĕр: 5 ачаллă çемьене патшалăх капмар çуртпа тивĕçтернĕччĕ. Анчах ял тăрăхĕн администрацийĕ документсене йĕркеллĕ хатĕрлеменнине кура унăн калăпăшĕ нормăран пысăкрах пулнă. Çавăншăн Макаровсенчен 500 пин тенкĕ шыраса илме суд йышăну кăларнăччĕ. Çемьешĕн ку питĕ пысăк укçа. Ăна тÿлеймесен пÿрте туртса илессипе хăратнă. Аптăранипе вĕсем пирĕнтен пулăшу ыйтнăччĕ.

Хаçатра тухнă статья кирлĕ ведомствăсене, интернет хутлăхĕнче хăвăртах сарăлчĕ. Кунашкал тĕслĕх республикипе те пулман! Ун хыççăн Макаровсем патне çине-çине çын килнĕ: ял тăрăхĕнчен, районтан... Вĕсем хăйсем те таçта та çыру çырнă, хаçат страницине копи туса янă, вăл шутра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне те çитернĕ. Кун хыççăн Шупашкартан тĕрĕслеме килнĕ. Тÿлевсĕрех ваккат та тупса панă. «Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн Светлана Ивановăн йăнăшĕсем çиеле тухрĕç. Пирĕн ĕçе ЧР Аслă сучĕ пăхса тухрĕ. Пĕрремĕш лару иртмерĕ. Суд валли хатĕрленĕ хутсем тивĕçтермен. Пуçлăх эпĕ эрех-сăрапа айкашатăп тесе ĕнентерме тăрăшрĕ, суя справка тăратрĕ. Эпĕ тахçантанпах ăша «хаяррине» яманнине çиеле кăлартăмах», — ĕç-пуç мĕнле аталаннине каласа кăтартрĕ Алевтина Макарова. Суд вĕсен майлă йышăну кăларнă, çуртăн ытлашши тăваткал метрĕсемшĕн ял тăрăх администрацийĕнчен шыраса илмелле тунă.

«Светлана Иванова халĕ ĕçлемест. Унăн пуканне урăххи йышăнчĕ. Унччен вăл район прокуратуринче тăрăшнă. Пÿрт пирки тавлашу çуралсан ун патĕнче пулма тиврĕ. «Отказ çырăр!» — тесе сĕтеле çапса кăшкăрни халĕ те асра. Прокуратурăран макăрса тухрăм. Халĕ, суд администраци хыснинчен укçа шыраса илме йышăннă хыççăн, вăл мана пушшех те кураймасть пек туйăнать. Нумаях пулмасть справка патне кĕтĕм, ачасене шкулта çур хакпа апатлантарма документ хатĕрлеттĕм. «Патшалăха улталаса пурăнатăр. Сирĕншĕн тÿлеме бюджетра укçа çук!» — тесе айăпларĕ, справкăна питрен персе пачĕ», — влаç çынни хăйне епле тытнине каласа кăтартрĕ хĕрарăм.

Çуртлă пулни лайăх, анчах ялти влаçпа килĕшÿ çукки начар. Малалла вулас...

 

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.