Грипп анлă сарăлнă тапхăрта аптекăсенче эмел çителĕклĕ-и? Çамрăксем халăх мелĕсемпе сипленеççĕ-и? Çак ыйтусемпе «ÇХ» вулаканĕсене чăрмантартăмăр. Малалла вулас...
Эпидеми... Пирĕн çĕршывра пурăнакансем юлашки вăхăтра хăрушă çак сăмахпа час-часах усă курма тытăнчĕç. Ку А/H1N1/ 2009 грипп анлă сарăлнипе çыхăннă. ОРВИпе грипп Раççейĕн 74 регионĕнче алхасать. Роспотребнадзор даннăйĕсене ĕненес тĕк, 26-шĕнче чир эпидеми чиккинчен икĕ хут ÿснĕ. Çĕршывра грипа пула 100 ытла çын вилнĕ. РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен 8-шĕ ача, 4-шĕ - çире пур хĕрарăм. Çут тĕнчерен уйрăлнисенчен пĕри те вакцинациленменни, тухтăрсем патне вăхăтра çитменни паллă.
Пурте артист пулаяççĕ-и? Тĕрĕссипе, çĕр çинчи кашни çын - артист. Кашниех роль вылять. Пурнăçне театрпа çыхăнтарма шухăшлакансем вара чăн-чăн маçтăр патне лексе ăсталăхне аталантарма пултараççĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче труппа йышне ÿстерес тĕллевпе çуллахи экзамен умĕнхи суйлав иртрĕ. Пĕр кунхине эпĕ те пулас артистсен пултарулăхĕпе паллашма кайрăм.
Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕрле Тутарстанра пушарнăйсен пульчĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Лениногорск районĕнчи Кивĕ Кувак салинче пÿрт çунать. Пушарнăйсене кÿршисем чĕннĕ. Çулăмпа ултă сехет кĕрешнĕ. Кăмрăк айĕнче амăшĕн тата пилĕк ачин виллине тупнă. Çемье пуçĕ Сергей, ÿсĕрскер, çăфлăнса юлнă.
«...Юлашки вăхăтра кашни каç ялти сăн-сăпатсемпе аташтарать тĕлĕк. Кам пĕлет, тен, эпĕ яла çитсе кураймăп та-ши? Тен, юлашки тĕлĕксем яла кăтартаççĕ-ши?..» - çак йĕркесем Кĕçтук КОЛЬЦОВ поэт пиччĕшĕн ывăлĕ Аркадий Кольцов патне вăрçă хирĕнчен янă çыруран. Аркадий Павлович сăмах ăстин кашни çырăвне упранă. Вăл çапăçу хирĕнче шăрçаланă йĕркесене хаçат-журнала ярса тăнă, йывăр вăхăтра чунра кĕвĕленнĕ сăвăсене кун çути кăтартма пулăшнă. Тепĕр çырăвĕнче Кĕçтук Кольцов хăйĕн сăввисене шăллĕне сыхласа хăварма ыйтнă.
Етĕрнере йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă ятпа иртнĕ ăмăрту инкекпе вĕçленнĕ. 2 километра чупса тухнă хыççăн Урпаш шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен 13-ри Ксения Максимова хăйне япăх туйнă. Кайран больницăра тăнне çухатнă. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине çирĕплетнĕ.
«Ал ĕçĕ вăхăт ирттерме çеç мар, унтан та ытларах хуйха-суйха манма, пăшăрханнине сирме, ыйхă çĕтсен лăпланма пулăшать», - тенине ăстасенчен пĕрре мар илтме тÿр килнĕччĕ. Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра пурăнакан Зоя Владимирова та çак шухăшах çирĕплетрĕ.
Пĕлтĕр «Çамрăксен хаçачĕн» пики» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Унта республикăри район-хулара пурăнакан хĕрсем хутшăнчĕç. Халĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» конкурс пуçланнине хаваспах пĕлтеретпĕр.
«Шăпаран иртеймĕн», - теççĕ. Пĕр-пĕр яша юратса пурăнатăн, унпа çемье çавăрма ĕмĕтленетĕн. Анчах Турри пĕр çулпа уттарĕ-и? Пурнăç тĕрлĕрен килет, шăпана эпир хамăрах суйлатпăр мар-и? Эпĕ çамрăклах çемье çавăртăм. Анчах мăшăра юратсах качча тухрăм-ши? Пачах урăх яша куç хывнăччĕ...