Archive - 2016

декабрь 29th

29 Раштав, 2016

Раштав саламĕ. Василий КЕРВЕН

Сайра хĕвеллĕ кун раштавăн:
Тăрать тĕтре е çил-тăман.
Çапах унран чунри мухтавăм
Çак хушăра пач татăлман.
 
Çула пӳлсе хума шутланăн
Чĕвен тăрать-и кусăрка –
Тус-тантăш, пĕлĕш те тăванăм,
Тӳрех пуçа ан усăр-ха.
 
Уй-хир кас-кассăн хумлă-хумлă,
Асилтерет-çке тинĕсе.
Сăна, ката илемлĕ тумлă,
Сана кĕтет вăл тĕмсĕлсе.
 
Сырас килсе каять те йĕлтĕр -
Чун йыхăрать шур вăрмана.

29 Раштав, 2016

Çăра юнлă чăвашсем

2011 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Дмитрий Григорьевăн "Кровь или 72 часа" мистикăлла романĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке авторĕ – врач-генетик. Ун чухне вăл Америкăри Джонс Хопкинс институтĕнче /Балтимор хули/ ĕçлесе пурăнатчĕ, çулсерен пĕр-икĕ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчĕ. Пĕррехинче çыравçă-медик кĕнеке корректурине вулама килчĕ, пысăк калаçу пуçлас тĕллевпе хăйпе илсе килнĕ пысăках мар чăматанне уçса кăтартрĕ. Унта туллиех темле пробиркăсем лартса тухнăччĕ, вĕсене… юн ярса тултарнă иккен. Чăваш юнĕ! Çакна Дмитрий Николаевич палăртсах каларĕ.

29 Раштав, 2016

«Чăваш тымарĕ» мĕнрен сыватнă

1915 çулта Герман Кокель священник /каярахпа епископ, Православи чиркĕвĕн çветтуйĕ/ Николай Никольский ăсчах патне çапла çырнă: "…Просматривая словарь, травник и известник, издание А.А. Каспари /ж. "Родина"/, я наткнулся на следующие названия: "чувашский корень или чапутинский, сарсапарилла". См. сассапарель. Фармацевтическое название china orientalis. s. nodosa. s. pаnderosa /Radix/… произрастающее в Китае или Японии.

29 Раштав, 2016

Хаваслăскерсем

Вăрмар районĕнчи Шăплат шкулĕнче вĕренекен Никита Иванов Çĕнĕ çула халалласа хытă хутран касса тĕрлĕ япала ăсталама чылай маларах та тытăнчĕ. Хаваслă Хĕл Мучипе Юр пике, аякранах куçа илĕртекен хитрелетнĕ чăрăш, уява чăтăмсăррăн кĕтекен чĕрчунсем кирек камăн кăмăлне те кайма пултараççĕ.

29 Раштав, 2016

Хĕл Мучие кĕтетĕп!

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери ача садне çÿрекен Рома Пашков та виçесĕр савăнăçлă! Ара, вăл илтнĕ тăрăх лайăх, ашшĕ-амăшне итлекен, аслисене хисеплесе тăтăш пулăшакан ачасене Хĕл Мучи парнесĕр хăвармасть-çке! Кăçал та çаплах пуласса шанса, ĕненсе пурăнать те вăл.

29 Раштав, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 51 (6144) №. 29.12.2016

29 Раштав, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ - Дмитрий Лаврентьев

Чылайăшĕ кĕтнĕ асамлă та савăк уяв çывхарать. Çĕнĕ çула кĕриччен эпир, кăларăм ĕçченĕсем, çулталăк пуçламăшĕнче йĕркеленĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» фотоконкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Астăватăр пулĕ: чылай номерте яшсен сăнÿкерчĕкĕсене пичетлерĕмĕр. Ун хыççăн вĕсене «Контактра» соцсетьри ушкăнра вырнаçтартăмăр, эсир вĕсемшĕн «лайк» лартса сасăларăр. Çулталăк сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак тапхăрта чылай яшăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Пĕрисем çемье çавăрнă, теприсем диплом илсе ĕçе вырнаçнă. Конкурсра çĕнтернĕ Дмитрий Лаврентьев вара салтак аттине тăхăннă. Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха. Малалла вулас...

Pages