Хĕл Мучие кĕтетĕп!
Йĕпреç районĕнчи Пучинкери ача садне çÿрекен Рома Пашков та виçесĕр савăнăçлă! Ара, вăл илтнĕ тăрăх лайăх, ашшĕ-амăшне итлекен, аслисене хисеплесе тăтăш пулăшакан ачасене Хĕл Мучи парнесĕр хăвармасть-çке! Кăçал та çаплах пуласса шанса, ĕненсе пурăнать те вăл.
Артем пиччĕшĕпе Эля аппăшне юратать вăл. Кунĕпех садикре кун кунлаканскер вĕсемшĕн çав тери тунсăхлать. Киле çитсен вара çитес çул пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен аппăшĕпе «Тетте» журнала алла илеççĕ. Хăш-пĕр саспаллисене паллаканскер вулама ăнтăлать, йывăрлăх сиксе тухсан аппăшĕнчен пулăшу ыйтать.
— Аппа, малалла мĕн çырнине ăнлантарсам? — йăлăнать пĕчĕкскер ниçта кайса кĕрейми.
Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлнине аван чухлать Рома. Çавăнпа чăтăмсăррăн кĕтет çав куна.
— Хĕл Мучи кăçал капăр чăрăш айне мана валли мĕнле парне хурса хăварать-ши? Çав кунхине çывăрас марччĕ çеç, Хĕл Мучие курса калаçасчĕ. Тен, Юр пикене те тĕл пулăп, — тет хаваслă арçын ача. — Халĕ эпĕ тата маттур ача. Апатланнă хыççăн сĕтел шăлатăп. Аннене урай çума пулăшатăп. Сăнчăрта тăракан Мухтар йытта çăкăр татăкĕсемпе сăйлама юрататăп. Мана курсан вăл савăннипе тем çÿллĕшех сикет.
Паян кунĕпех шухăшлă Рома. «Эпĕ чăнахах та ырă ача. Ĕнер урамра вылянă чухне аппан кĕсйинчен алсиш тухса ÿкрĕ. Ăна сăмахсăрах илсе патăм. Вăл вара мана савса пуçран шăлчĕ. «Маттурскер», — терĕ йăл кулса. Савăнтăм. Пиччене те ырă ĕçсемпе савăнтарма тăрăшатăп. Тепĕр чухне сумкинчен кăранташĕсемпе ручкисене сĕтел çине кăларса хуратăп. Урокне вăхăтра пурнăçлатăр тетĕп-çке. Анне те çаплах çирĕплетет. Тетрадь çине тем пек çырас килет, анчах юрамасть. Кун пек ĕçшĕн пĕрре лайăхах лекнĕччĕ аслисенчен. «Лайăх мар ачасем çеç шкул тетрачĕ çине ÿкереççĕ», — терĕç ун чухне. Çав сăмахсене паянхи кунччен асра тытатăп. Малашне те лайăх ача пулма тăрăшатăп», — пăшăлтатать вĕçĕмсĕр пĕчĕкскер.
Алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ. Амăшĕ тултан кĕнине курсан унăн ытамне ыткăнчĕ.
— Анне, анне, кала-ха тархасшăн, эпĕ чăнахах та лайăх ача вĕт! — терĕ юратнă çыннин куçĕнчен ăшшăн пăхса. — Апла-тăк мана та Хĕл Мучи парнесĕр хăвармасть, çапла вĕт?
Йăл кулчĕ амăшĕ. Ывăлне хăй çумне пăчăртарĕ те çурăмĕнчен ачашларĕ.
— Тĕрĕс. Хĕл Мучи тĕнчери пур маттур ачана парнепе савăнтарĕ. Пиччÿпе аппуна та, сана та манмĕ паллах.
Савăнăçлă ача пÿрт тăрăх сиккелесе аппăшĕ вĕрентнĕ сăвва шăрантарма та тытăнчĕ...