Юрла, чăваш!

Юрла, чăваш! Шăпах çак ятпа иртрĕ Анатолий Никитин композиторăн юррисене шăрантаракан çамрăк юрăçсен пĕрремĕш телекурав конкурсĕ. 3 уйăха тăсăлнă тупăшу хĕрÿ пулчĕ. Иртнĕ вырсарникун вара Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче конкурс финалне пухăнчĕç. Çамрăксем уйăхĕ-уйăхĕпе мĕнлерех хатĕрленнине куракансем хакларĕç. Концерта килейменнисем вара ăна ЮТВ телеканалпа курайĕç.

Кунашкал конкурс пуласса ЮТВ телеканал та, «Çамрăксен хаçачĕ» те хыпарланăччĕ. Тупăшăва 16-25 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Малтанах конкурсçăсем хăйсене килĕшекен юрра шăрантарнă. Йĕркелÿçĕсем вĕсен сассине тĕрĕсленĕ, çамрăксем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине хакланă. Ун хыççăн кашнин валли юрă суйланă, вĕсене «Янташ» студире çыртарнă.

Куракансем финалта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ çамрăксен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Вĕсен илемлĕ сассипе килениччен жюри членĕсем сăмах илчĕç. Çамрăк юрăçсене музыка ăстисем, поэтсем, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев хакларĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Чи çамрăк юрăç» номинацире темиçе çынна чысларĕç. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.