Çĕнĕ çулта та «Теттепе» пулăпăр
Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕн-че вĕренекен ачасем мĕн тĕллевпе пурăнаççĕ-ха?
— Эпир Çеçпĕл Мишши çитĕннĕ тăрăхра пурăннишĕн чун-чĕререн савăнатпăр. Унăн хăватлă сăввисене атте-анне вуласа ÿснĕ. Эпир те вĕсенчен юласшăн мар. Паллă поэта халалланă музейра пулса унăн пурнăçĕпе те паллашнă эпир. Хитре ÿкерекен шкул ачисем унăн сăнне пĕрре мар калăпланă. Ÿкерчĕкĕсем те тем чухлех авă. Эпир вара хальлĕхе хастар вĕренекенсенчен тĕслĕх илетпĕр. Хамăр ÿкерчĕксене «Тетте» журнала ярса паратпăр. Вĕсем пичетленсен тем пекех хĕпĕртетпĕр. Унти сăвă-калав, тĕрлĕрен пуçватмăш пире вĕренÿре хавхалантарса пырать. Хамăр та пĕчĕккĕн сăвă çыратпăр, калав шăрçалатпăр. Тунмастпăр, пирĕн хушăмăрта Çеçпĕл Мишши пек хастар чылай. Чăн-чăн артистла сăвă вулакан та, вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыракан та, спортра ăнăçу тăвакан та, алă ĕçĕпе палăракан та, чăваш юрри-ташшине юратакан та пур. Эпир хамăрăн вĕрентекенсемпе чăнласах мухтанатпăр. Вĕсем пире пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларассишĕн чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттерни, паллă çынсемпе тĕлпулу йĕркелени пире пушшех хавхалантарать. Паянхи кун патриот теми пысăк вырăн йышăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан офицерсем пирĕн шкула килсе тĕлпулу ирттерни халĕ те асрах. Эпир вĕсене концертпа савăнтартăмăр, пултарулăхпа паллаштартăмăр. Уяв хыççăн чылайăшĕ çар пурнăçне суйласа илес ĕмĕтлĕ пулнине палăртрĕç. Апла-и, капла-и, пирĕн пурин те Тăван çĕршыва юрăхлă çын çеç пуласчĕ. Апла пулсан нумай вуламалла, çавăнпа малашне те «Тетте» журналпа туслă пулăпăр», — терĕç туслă та хаваслă Шăхасан шкулĕн вĕренекенĕсем.
Элиза ВАЛАНС.
Комментари хушас