«Хĕл Мучи пăлан кÿлнине хам куçпа куртăм»

Ачалăхри Çĕнĕ çул... Ÿссе çитсен те уяв çывхарнă май асаилÿре унта таврăнатпăр, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕрлĕхех чуна кĕрсе вырнаçать. Тĕлĕнтермĕше ĕненнĕ, ырра шаннă чи лайăх, чи асамлă вăхăт вăл. Республикăри паллă çынсем ачалăхри Çĕнĕ çула епле аса илеççĕ-ха?

«Шур сухал чăн-чăн маррине ăнлантăм»

Алена АЛЕКСЕЕВА, "Чăваш Ен" ПТРКн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕн ертÿçи:

— Çак сăнÿкерчĕкре эпĕ — 5 çулта, Етĕрне районĕнчи Чирĕккассинчи "Вишенка" ача садне çÿренĕ вăхăт ку. Çĕнĕ çулхи асамлă туйăм халĕ те асрах. Пире саламлама Хĕл Мучипе Юр пике килчĕç. Уяв вĕçленсен капăр çи-пуçа улăштартăмăр. Хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмрен тухнă чухне Хĕл Мучи, пĕр хĕрачан ашшĕ, воспитательсемпе калаçнине курах кайрăмăр. Арçын сухалне "хывнă", çара пуçăн... Хĕл Мучи чăн-чăн маррине ăнлантăм. Юр пике рольне Елена Михайлова воспитатель вылянă. Кун пирки садик ĕçченĕсем кайран каласа пачĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр çулхине пире класс ертÿçи Галина Гармонистова уява хатĕрленме питĕ пулăшрĕ. Вăл Верка Сердючка пулчĕ, эпир, вĕренекенсем, пĕр пек хусканусем туса "Хорошо, все будет хорошо" юрăпа ташларăмăр. Ун чухне ытти классен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Учитель пирĕнпе юрласа ташлани пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Эпир çемьере виççĕн çитĕннĕ. Атте-анне пире кашни çулах пылак кучченеçпе савăнтаратчĕ. Халĕ пурте çемьеллĕ пулин те вĕсем мăнукĕсем валли кăна мар, пирĕн валли те, ача чухнехи пекех, пылак парне хатĕрлеççĕ. Хамăн пурнăçран илсе çакна калатăп: Çĕнĕ çул каçĕнче ĕмĕтленни çулталăкра пурнăçланатех.

 

«Пакша тумне юрататтăм»

Алена АРСЕНТЬЕВА, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн "Ирхи кăмăл" кăларăм ертÿçи:

— Çĕнĕ çула кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтнĕ пулин те Хĕл Мучипе Юр пикене эпĕ нихăçан та ĕненмен. Ача садĕнче, шкулта пысăк чăрăш лартатчĕç, ун тавра юрлас, ташлас, выляс килетчĕ. Тата кашни çул тĕрлĕ сăнара çаврăнма май пурри пахаччĕ. Сăнÿкерчĕкре эпĕ — 4 çулта. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинчи "Малыш" ача садне çÿренĕ чухне уявра ÿкерĕннĕччĕ. Ытларах чухне илемлĕ кĕпе тăхăнса патша хĕрĕ пулаттăм е анне урăх костюм ятарласа туянатчĕ. Ку чăн-чăн савăнăçчĕ маншăн. Ахаль кун чĕрчун тумне тăхăнни вырăнлă мар вĕт. Манăн пакша тумĕ пурччĕ, ăна питĕ юрататтăм. "Кашни çул тăхăнăп", — теттĕм ăна туянсанах. Анчах тепĕр çулхинех вăл юрамарĕ, эпĕ самаях ÿснĕ. Шкулта, аслă классенче, усал карчăк рольне паратчĕç, куншăн пĕртте кÿренместĕм. Çаксене аса илнĕ май вăхăта каялла тавăрас килет. Шел те, май çук.

 

«Çĕнĕ çул валли 5-6 сăвă вĕренеттĕм»

Евгений Григорьев, шоумен:

— Эпĕ Хĕл Мучи пуррине мĕн ачаранпах ĕненсе пурăнатăп. Шур сухал парнесене мĕнле хатĕрленине, пăлансене епле кÿлнине хам куçпа курнă, мĕншĕн тесен манăн атте кашни Çĕнĕ çул шкулта та, клубра та Хĕл Мучи пулнă. Ку — аттепе иксĕмĕрĕн вăрттăнлăхчĕ. Ăна пĕрле вĕренекенсене темиçе çултан çеç уçрăм. Юлташсем: «Хĕл Мучи сана мĕншĕн тăваттă, пире вара виçĕ канфет çеç пачĕ?» — тесе ыйтатчĕç. Теприсем: «Сана тыттарнă пĕремĕк мĕншĕн пирĕннинчен пысăкрах?» — тесе канăçне çухататчĕç. Ара, эпĕ анне хистенипе уяв валли 5-6 сăвă вĕренеттĕм, палланă Хĕл Мучи патне чи малтан чупса пыраттăм. Аттепе пĕрле робот костюмне туни — асра юлнă самант. Картон курупкана илсе алă валли шăтăк касса кăлартăмăр, çутă ламписем лартрăмăр. Батарейкисем те пурччĕ, хăлхипе куçĕ, сăмси, антенни йăлтăр-ялтăр çутататчĕç. Çăвар евĕр каснă шăтăкран пăхма пулатчĕ. Уяв йĕркелÿçисем ку костюмшăн мана пĕрремĕш вырăн парса хавхалантарчĕç. Манăн ачалăхра питĕ чаплă Хĕл Мучи пулнă. Çитес çул 60 çул тултаракан атте чăнах та мучи ятне тивĕçет. Вăл — асатте те, кукаçи те.

 

«Аттене палласа илтĕм»

Диана Павлова, чăваш эстрада артистки:

— Пĕчĕк чухне уявăн чи кĕтнĕ хăнине эпĕ ĕненнĕ-ха, анчах çитĕнерехпе вăл çуккине ăнлантăм. Çавăнпа ун патне эпĕ пĕр çыру та вĕçтермен. Апла пулин те Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, асамлăха ĕненеттĕм. Ача садĕнче Хĕл Мучипе Юр пике тумĕсене тăхăннă воспитательсене палласа илеттĕмĕр, çав-çавах савăнаттăмăр. Садикри Çĕнĕ çул уявĕнче эпĕ яланах тилĕ е юр пĕрчи тумĕпе пулнине хальхи пек астăватăп. Пĕррехинче атте киле Хĕл Мучи костюмĕпе кĕрсе тăчĕ, саламларĕ. Эпĕ ăна çав самантрах палласа илтĕм. Шăпах кун хыççăн чăн-чăн Хĕл Мучи пурри пирки иккĕленме тытăнтăм.

 

Уяв кĕпине амăшĕ çĕленĕ

Лолита ЧЕКУШКИНА, композитор:

— Эпĕ рабочисен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çывăх çынсен килте елка капăрлатма вăхăт пулман. Атте чăрăш касса килетчĕ, эпĕ ăна илемлетме юрататтăм. Маншăн Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕш уяв пулмасан та ăна питĕ кĕтеттĕм. Атте Мускава командировкăна кайсан яланах апельсин илсе килетчĕ. Çĕнĕ çул парнине Хĕл Мучирен мар, аттепе аннерен кĕтеттĕм. Ача садĕнчи тата шкулти уява каймашкăн анне кĕпе çĕлесе паратчĕ. Вăл пир-авăр фабрикинче ĕçлетчĕ, унтан сăрламан капрон илсе килетчĕ. Çавăнтан хитре кĕпе çĕлетчĕ. Çĕрĕпе çывăрмасăр çав пусмаранах юр пĕрчи хатĕрлетчĕ. Гольфике те капăрлататчĕ. Аслă класра вĕреннĕ чухне кĕпе çине çĕлемелли юр пĕрчисене хамах хатĕрлеме тытăнтăм. Картонран корона тăваттăм, ăна мамăк çыпăçтарса капăрлататтăм.

 

Костюм ятне аса илеймен

Ирина ВЕРЬЯЛОВА, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки:

— Çĕнĕ çула яланах кĕтеттĕм. Аппа кĕпе çĕлесе паратчĕ. Вăл çĕвĕç марччĕ, анчах алли ку ĕç çумне çыпăçатчĕ. Атте-аннен пирĕн валли кĕпе туянмашкăн укçи-тенки хĕсĕкрех пулнă-ши? Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çывăх çынсем мана уяр евĕр тумлантарчĕç. Ку çи-пуçпа шкулта иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Тумĕ чăнах та хитреччĕ: хура пусмаран пĕчĕк плащ çĕленĕччĕ, ун çине хĕрлĕ çаврашкасем çыпăçтарнăччĕ. «Эсĕ мĕнле тум тăхăннă?» — тесе ыйтсан çухалса кайрăм. Вырăсла калас терĕм, анчах сăмаха ниепле те аса илеймерĕм, аптăранипе «летающая корова» тесе персе ятăм. Аслă классенче вĕреннĕ чухне Юр пике пулма ыйтатчĕç. Пĕррехинче унăн кĕпине тюльрен çĕленĕччĕ. Атте-анне куншăн вăрçмарĕ. Хĕл Мучине эпĕ яланах кĕтеттĕм, вăл пуррине ĕненеттĕм. Атте-анне Çĕнĕ çул сĕтелне яланах тулăх хатĕрлетчĕ: хур-кăвакал пĕçеретчĕ, канфета курупкипех туянатчĕ. Аçтăрхан мăйăрне пĕрер çеç хуратчĕ. Пирĕншĕн вăл экзотика евĕрччĕ. Тата эпир мандарин шутсăр кĕтеттĕмĕр. Пĕр çулхине атте-анне Çĕнĕ çула кĕтсе илме Шупашкара кайнăччĕ. Ун чухне вĕсем ман валли йĕлтĕр туяннă. Киле таврăннă чухне ăна автобус тăррине хунă. Шăмăршăра анса юлсан ăна илме маннă, автобус вара Чĕмпĕре кайнă. Кайран автобуса шыраса тупрĕç. Йĕлтĕр паянхи кун та ялта упранать.

 

Çĕнĕ çул умĕн республикăри паллă çынсене Алина ИЗМАН, Ирина КОШКИНА, Вера ТИТОВА чăрмантарнă.

"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.